Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нумай сăмах пирĕн базăра пур.
нумай (тĕпĕ: нумай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрлани-ташлани, юлташсемпе тӗл пулни пурнӑҫра нумай пулӑшать, пуҫа усма памасть.

Песни-танцы, встреча с друзьями много помогает в жизни, не дает унывать.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗренекенсенчен ытлашши нумай ыйтатпӑр, паллӑсене чакарса лартатпӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем.

Они думают, что много требуем от учеников, снижаем оценки.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Шалу пӗчӗккине тӳссе ирттерме пулать, халӗ ниҫтах та нумай тӳлемеҫҫӗ.

Маленькую заработную плату можно выдержать, сейчас нигде много не платят.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗрентекенӗн питӗ нумай пӗлмелле.

Учителю очень много надо знать.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чи малтан урок ирттертӗм, вӑл нумай балл пухма пулӑшрӗ.

Сначала провела урок, он помог набрать много баллов.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсемпе вӑхӑт нумай ирттерме тиветчӗ.

С ними приходилось много проводить время.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Конкурс питӗ яваплӑ тупӑшу пулнине, унта нумай хатӗрленмеллине ӑнланатӑм.

Поняла, что конкурс очень ответственное соревнование, к нему нужно много готовиться.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑшӗсем хальхи литературӑна нумай шӗкӗлченинчен тӗлӗнетӗп те.

Удивляет то, что некоторые много изучают современную литературу.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑшӗ-пӗри питӗ нумай вулать.

Некоторые очень много читают.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Нумай вӗренни нимӗн чухлӗ те чӑрмантармасть.

Нисколько не помешает много учиться.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паян ҫамрӑкӑн питӗ нумай пӗлмелле, анлӑ тавракурӑмлӑ пулмалла.

Сегодня молодежи очень много нужно знать, обладать с широким кругозором.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Асӑннӑ тытӑмӑн тивӗҫӗ нумай енлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

С.Рыбас шухӑшӗпе — нумай арҫын Светлана ҫине Сталин тӑсӑмӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ.

По мнению С. Рыбаса, многие мужчины смотрели на Светлану как на продолжение Сталина.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑрнар районӗнчи «Правда» колхозра ирттернӗ ялти спортсменсен I спартакиадинче Аслӑ Пӑла тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш тата тутар ҫамрӑкӗсен туслӑ команди нумай наградӑна тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пирӗн халӑхӑн литература ҫӳпҫинче паха кино ӳкермешкӗн юрӑхлӑ хайлав нумай.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Тӗслӗхрен, эпӗ тинӗсри нумай енлӗ кӗрешӳсене хутшӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кӑҫал вӗсен нумай конкурс витӗр тухма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Юбилей сире хавхалану, вӑй-хал хуштӑр, нумай ҫул сывӑ, телейлӗ, пурӑнма ыр сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Мӑшӑрӗ нумай ҫул типографинче наборщикра ӗҫленӗ, чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗрен Людмила Дмитриевнӑна редакцие корректора ӗҫлеме куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Хӑйсем сахал вӗреннӗ пулин те, ачисене вӗрентме нумай вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех