Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Ӑна сӗмлӗх кӗтсе-сыхласа тӑрать; ӑна этем алли чӗртмен вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ; чатӑрӗнче мӗн юлнине те пӗтерӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑшӑмра чӗрем ҫунса тӑрать!
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ лӑпкӑнах пурӑнаттӑм — Вӑл мана шалтӑрах ячӗ; ӗнсерен ярса тытрӗ те хӗнесе пӗтерчӗ, ӗнтӗ мана тӗллесех тӑрать.12. Я был спокоен, но Он потряс меня; взял меня за шею и избил меня и поставил меня целью для Себя.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн ҫилли асаплантарать, мана хирӗҫ тӑрать, мана хирӗҫ шӑлне хӑйрать; тӑшманӑм ман ҫине шӑтарасла пӑхать.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана хирӗҫ кӳнтелесе, пит-куҫӑма сӑнсӑрлатрӑн; халӑм пӗтни те хама хирӗҫ тӑрать, мана куҫранах ӳпкелет.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл сӗмлӗхрен хӑтӑласса шанмасть: хӑй умӗнче хӗҫ курса тӑрать.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Йӗркесӗр ҫын хӑйне мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех асаплантарать, хӗсӗрлекен ҫынна ӗмӗр тӑршшӗ курӑнмасть: 21. унӑн хӑлхинче хӑрушлӑх сасси илтӗнсе тӑрать; тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ хушӑрах ун ҫине пӗтермӗш килет.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл суя чунлӑ ҫынсене пӗлсе тӑрать, йӗркесӗр ӗҫе курать, ҫавна асӑрхамасӑр хӑварӗ-и Вӑл?11. Ибо Он знает людей лживых и видит беззаконие, и оставит ли его без внимания?
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӗре усал ҫынсенӗн аллине панӑ; ун тӳрисен питне Вӑл хупласа тӑрать — Вӑл мар пулсассӑн, кам пултӑр тата?24. Земля отдана в руки нечестивых; лица судей ее Он закрывает. Если не Он, то кто же?
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пӗрне Вӑл сасартӑк ҫапса пӑрахать пулсассӑн, айӑпсӑррисем асапланнинчен кулса тӑрать.23. Если этого поражает Он бичом вдруг, то пытке невинных посмевается.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл манӑн сассӑма илтсе хирӗҫ чӗнес пулсассӑн та, хама итлессе ӗненместӗп: 17. мана ҫавраҫилпе киле-киле ҫапать, мана пӗр айӑпсӑр чухнех суранлатса тӑрать, 18. мана сывлӑш ҫавӑрса илме те памасть, пӗр вӗҫсӗр хурлӑх кӑтартать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл пӗччен пӗтӗм тӳпене карса тӑрать, тинӗс хумӗсем ҫийӗн ҫӳрет; 9. Вӑл Ас, Кесиль, Хим ҫӑлтӑрсене# тата кӑнтӑр ҫӑлтӑрӗсене пултарнӑ; 10. Вӑл тӑвакан ӗҫсем аслӑ, вӗсене тишкерсе пӗлейместӗн, Унӑн кӗтречӗсен имӗ-сумӗ те ҫук.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Выртас вырӑнӑм лӑплантарӗ-ха мана, хӗн-асапӑма сирсе ярӗ-ха» тесе шухӑшласассӑн, 14. Эсӗ мана тӗлӗксемпе хӑрататӑн, темтепӗр кӑтартса сехӗрлентеретӗн; 15. шӑммӑм-шаккӑма упрассинчен ытларах манӑн чунӑм сывлӑш тухасса кӗтет, вилӗм ҫитессе ӗмӗтленсе тӑрать.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳтӗм-тирӗм хуртланса-кӗсенленсе кайрӗ, ӗнтӗ ҫуркаланса та пӳрленсе ҫеҫ тӑрать.5. Тело мое одето червями и пыльными струпами; кожа моя лопается и гноится.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗскӗн ҫынна Вӑл вӗсен хӗҫӗнчен, сӑмахӗнчен хӑтарать, ӑна вӑйлисем хӗсӗрлесрен сыхласа тӑрать; 16. ҫавӑнпа хурлӑхлӑ ҫын валли те шанчӑк пур, суянӑн та ҫӑварӗ хупӑнать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патшана тарҫисем каланӑ: авӑ картишӗнче Аман тӑрать, тенӗ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ эпир санӑн ӑслӑлӑху ҫинчен, эсӗ епле чее ӑслӑ пулни ҫинчен илтнӗ, пӗтӗм патшалӑхра пӗр эсӗ ҫеҫ ыррине, эсӗ нумай пӗлекен ҫын иккенне, вӑрҫӑ-ҫапӑҫура тӗлӗнмелле паттӑр пулнине пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑрать.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Озия каланӑ ӑна: эсӗ ҫакна пӗтӗмпе ырӑ чӗрӳ хушнипе каларӑн, сан сӑмахна никам та хирӗҫ пулмӗ, 29. мӗншӗн тесессӗн эсӗ мӗнешкел ӑслине паянтан ҫеҫ мар пӗлеҫҫӗ, эсӗ мӗн пӗчӗкренпех ӑслӑ-тӑнлӑ та ырӑ чун-чӗреллӗ пулнине пӗтӗм халӑх пӗлсе тӑрать.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.