Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемҫе (тĕпĕ: ҫемҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Диван, шифоньер, ҫемҫе креслӑсем, чӳречесем ҫине штора — Пятигорска Ираклий Самсонович патне телефонпа шӑнкӑртаттармалла».

«Диван, шифоньер, мягкие кресла, шторы на окна — позвонить в Пятигорск Ираклию Самсоновичу».

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Халӗ ӗнтӗ ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрса кан…

— А теперь отсыпайся на мягкой постели…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ворошилов» колхоз председателӗ Артамашов Алексей Степанович, галифе, кӗлесӗр, кунчисене чӗнпе туртса ҫыхнӑ ҫемҫе атӑ тӑхӑннӑ яштака ҫын, урам тӑрӑх тачанкӑпа пырать пулсан, «Ворошилов» пырать, теҫҫӗ.

Если по станице проезжал на тачанке председатель ворошиловского колхоза, молодцевато стройный Артамашов Алексей Степанович, в суконных галифе с леями и мягких без каблуков сапожках с узкими, затянутыми ремешком голенищах, о нем говорили: «Ворошилов» едет».

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемҫе тутисем кулса тӑнӑ маях вӑл каҫхине Сергей Соньӑпа епле тӗл пулни ҫинчен ыйтрӗ…

Потом она спросила его о вчерашней встрече с Соней…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ҫӑкӑр пӗҫерме юрӑхлӑ, нумай белок тата клейковинӑллӑ туллӑн ҫемҫе сортне кӑларма тӗллев лартнӑччӗ эпир.

«Нашей целью было вывести мягкий сорт пшеницы, пригодной для хлебопечения, с повышенным содержанием белка и клейковины.

Ҫӗрҫуллӑх тӗлне ҫӗнӗ сорт // Илья Туманов. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... lne-n-sort

Машина чарӑнма та ӗлкӗреймерӗ, алӑкӗсем алхапӑл уҫӑлчӗҫ те, Сергей патне пӗр хӗрӗх пиллӗкелле ҫитнӗ ҫын утса та мар, чупсах пырса тӑчӗ, пуҫне брезент картуз тӑхӑннӑ хӑй, ҫийӗнче пир кӗпе, ҫемҫе парусинӑран ҫӗленӗ галифе-шӑлавар.

Машина еще не успела остановиться, а дверца уже распахнулась, и к Сергею не подошел, а легкими шажками подбежал полный краснощекий мужчина лет сорока пяти, в брезентовом картузе, в полотняной рубашке и в брюках-галифе из мягкой парусины,

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Гришатка патне пырать те Кобылин — ҫемҫе вырӑнтан пиҫиххипе ҫат! тутарать.

Подошел Кобылин к Гришатке, ремнем по мягкому месту — хвать!

Хумханать Ейӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Губернатор перси кавирӗ сарнӑ ҫемҫе диван ҫинче чӗлӗм туртса выртать.

Губернатор лежал на мягком диване, на персидском ковре, раскуривал трубку.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вырӑн ҫине пырса выртсан кӑна, ҫӑмлӑ ҫемҫе кӑкӑрне аллипе сӗркелесе, шухӑшлама пуҫларӗ вӑл:

Уже лежа в постели, потирая пухлую, мягкую грудь, подумал:

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку йӗкӗтӗн, хальхи Григорийӗн, мӑйӑхӗсем вӑрӑмланнӑ, ҫемҫе вӗтӗ сухалӗ кӑтраланнӑ.

У него, нынешнего Григория отросли усы, курчавилась пушистая бородка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫемҫе матрас ҫинчех вӗлерме пултарать ӑна!

Убьет его на мягком матрасе!

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сентябрьти янкӑр-тӑрӑ кун Тутар хуторӗ ҫинче ҫип-ҫинҫе те мамӑк пек ҫемҫе, сӗт кӑпӑкӗ евӗр эрешмен карти вӗҫет.

В погожий сентябрьский день летала над хутором Татарским молочно-радужная паутина, тонкая такая, хлопчатая.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗре ирхи сывлӑш сӑрхӑнса нӳрлентернӗ йӗри-тавра ҫемҫе курӑк кӗрен тӗспе ҫуталать, кӗр умӗн яр-уҫҫӑн сарӑлса сӗткенленнӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексем хӑйсен ӗмӗрӗ часах иртесси ҫинчен систернӗ пек хумханаҫҫӗ.

Земля впитывала богатую росу, розовели травы, все яркоцветные, наливные в предосеннем, кричащем о скорой смерти цвету.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑй хыҫӗнчен алӑка хупрӗ те, калама ҫук ывӑнса ҫитнӗ ҫын пек, аран-аран ҫӳҫӗсене тӳрлеткелесе, пӗр виҫеллӗ ҫемҫе сасӑпа халаплама пуҫларӗ:

Уже закрывая дверь за собой, он поправил волосы жестом беспредельной усталости, сказал мягким монотонным голосом:

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тӑхта эс, Филипп, тен, чӑнах та килнӗ пулӗ, — Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсенни пек ҫемҫе сасӑпа сӑмах хушрӗ виҫҫӗмӗшӗ, хирӗҫ пулнӑ лав еннелле ҫурӑмпа ларса пыраканскер.

— Подожди, Филипп, могет быть, что и правда приезжал, — мягким волжским говорком отзывался третий, сидевший к встречным спиной.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен ҫӳлти сийӗсем кӗренӗн-кӑвакӑн тӗссӗрленеҫҫӗ, аялараххисем хӑйсен урӑм-сурӑм ҫутине ҫухатса пыраҫҫӗ, тӗсне ылмаштарса, тӗксӗм пӗлӗт ярӑмӗ ҫине темле ҫемҫе сирень чечекӗ пек ҫепӗҫ тӗтӗм сапса ҫутӑлтараҫҫӗ.

Вверху фиолетово чернели, чуть ниже утрачивали чудовищную свою окраску и, меняя тона, лили на тусклую ряднину неба нежно-сиреневые дымчатые отсветы.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чуста пекех ҫемҫе вӑл, — вӗрентет Чубатый, куҫӗпе кулса.

Мягкий он, человек, как тесто, — поучал Чубатый, смеясь глазами.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астӑватӑп, эпӗ темле ӑнланмалла мар япала мӑкӑртатса илтӗм те унӑн тарлӑ ҫемҫе аллине тытса чӑмӑртарӑм.

Помню, я что-то изрек нечленораздельное и подержал в руке ее мягкую потную ладонь.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Бассем, хулӑн ҫемҫе сасӑпа салхулӑх сараҫҫӗ.

И басы стелют бархатную густую печаль:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутор атаманӗ йӗри-тавра кӗпӗрленсе тӑракан казаксем ҫине ҫу пек ҫемҫе сӑмахсем юхтарма пуҫларӗ.

Хуторской атаман лил масло радостных слов толпившимся вокруг него казакам:

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех