Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрать (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Вӗсен мӗнпур ӗҫӗ Унӑн умӗнче хӗвел пек курӑнса тӑрать, Унӑн куҫӗ — яланах вӗсен ҫулӗ ҫинче.

16. Все дела их - как солнце пред Ним, и очи Его всегда на путях их.

Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Этем куҫӗ курма пултарайман ҫил евӗр, Унӑн нумай ӗҫӗ курӑнмасӑр тӑрать. 22. Тӳрӗлӗх ӗҫӗсем ҫинчен кам пӗлтертӗр? вӗсене кам тума пултарайтӑр?

Как ветер, которого человек не может видеть, так и большая часть дел Его сокрыты. 22. Кто возвестит о делах правосудия Его? или кто будет ожидать их?

Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Унӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Вӑл этемӗн мӗнпур ӗҫне пӗлсе тӑрать.

19. Очи Его - на боящихся Его, и Он знает всякое дело человека.

Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл — хӑватлӑ, Вӑл пурне те курса тӑрать.

18. Велика премудрость Господа, крепок Он могуществом и видит все.

Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Мӑнаҫлӑхран инҫе тӑрать вӑл, суя ҫынсен асне те килмест вӑл.

8. Далека она от гордости, и люди лживые не подумают о ней.

Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эсӗ ӑна кирлӗ пултӑн — вӑл сана йӑпӑлтатать, кулкаласа ҫеҫ тӑрать, пулӑшма шантарать, ӑшшӑн калаҫать: «мӗн те пулин кирлӗ мар-и?» тесе ҫеҫ тӑрать.

7. Возымел он в тебе нужду,- будет льстить тебе, будет улыбаться тебе и обнадеживать тебя, ласково будет говорить с тобою и скажет: «не нужно ли тебе чего?»

Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Мӑнаҫлӑ ҫыннӑн чӗри — сунар кайӑкӗ пек: кам та пулин ӳкнине сӑнавҫӑлла вӑрттӑн сыхласа тӑрать; 31. ырра усала ҫавӑрса, вӑрттӑн сӑтӑр тӑвать, таса ҫын ятне варалать.

30. Как охотничья птица в западне, таково сердце надменного: он, как лазутчик, подсматривает падение; 31. превращая добро во зло, он строит козни и на людей избранных кладет пятно.

Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Тепӗри йӑмшак, ҫын пулӑшмасӑр ӗҫлеймест, халсӑр-хевтесӗр, пур тӗлӗшрен те мӗскӗн вӑл; 13. анчах Ҫӳлхуҫа ун ҫине хӗрхенсе пӑхать те — ӑна ырӑлӑх парать, кӗҫӗнтен асла кӑларать, ун пуҫне ҫӳлелле ҫӗклентерет, ӗнтӗ нумайӑшӗ ун ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑрать.

12. Иной вял, нуждается в помощи, слабосилен и изобилует нищетою; 13. но очи Господа призрели на него во благо ему, и Он восставил его из унижения его и вознес голову его, и многие изумлялись, смотря на него.

Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Мӑнаҫлӑх вӑл — этем Ҫӳлхуҫаран сивӗннинчен, этем чӗри хӑйне Пултараканран ютшӑннинчен пуҫланать: 15. ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ — мӑнаҫлӑх, мӑнаҫлӑ ҫын ӑшӗнчен ирсӗрлӗх тапса тӑрать; 16. ҫавӑншӑн ӑна Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ хаса парать, юлашкинчен ӑна тӗппипех пӗтерет.

14. Начало гордости - удаление человека от Господа и отступление сердца его от Творца его; 15. ибо начало греха - гордость, и обладаемый ею изрыгает мерзость; 16. и за это Господь посылает на него страшные наказания и вконец низлагает его.

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ӑслӑ пуҫлӑх хӑй халӑхне ӑс парса тӑрать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын аллинче халӑх ырӑ йӗркепе пурӑнать.

1. Мудрый правитель научит народ свой, и правление разумного будет благоустроено.

Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Хӑшӗ санпала хӑйне кирлӗ чухне туслашать, сана хурлӑх ҫитсессӗн вӑл пӑрахса каять; 9. хӑш тусӗ саншӑн тӑшман пулса тӑрать, халӑх умӗнче сана намӑс кӑтартать.

8. Бывает друг в нужное для него время, и не останется с тобой в день скорби твоей; 9. и бывает друг, который превращается во врага и откроет ссору к поношению твоему.

Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Турӑ ҫырлахать тесе хӑрамасӑр ан пурӑн, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх ан хуш, 6. «Туррӑн ырӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл манӑн йышлӑ ҫылӑха каҫарӗ» тесе ан шутла: 7. Унӑн ырӑлӑхӗ те, ҫилли те пур, Унӑн хаярлӑхӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫинчех тӑрать.

5. При мысли об умилостивлении не будь бесстрашен, чтобы прилагать грех ко грехам 6. и не говори: «милосердие Его велико, Он простит множество грехов моих»; 7. ибо милосердие и гнев у Него, и на грешниках пребывает ярость Его.

Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.

12. Премудрость возвышает сынов своих и поддерживает ищущих ее: 13. любящий ее любит жизнь, и ищущие ее с раннего утра исполнятся радости: 14. обладающий ею наследует славу, и, куда бы ни пошел, Господь благословит его; 15. служащие ей служат Святому, и любящих ее любит Господь; 16. послушный ей будет судить народы, и внимающий ей будет жить надежно; 17. кто вверится ей, тот наследует ее, и потомки его будут обладать ею: 18. ибо сначала она пойдет с ним путями извилистыми, наведет на него страх и боязнь 19. и будет мучить его своим водительством, доколе не уверится в душе его и не искусит его своими уставами; 20. но потом она выйдет к нему на прямом пути и обрадует его 21. и откроет ему тайны свои.

Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ӗнтӗ Сана, Пултаракана, мӗн пултарнийӗ ӗҫлесе тӑрать: усал ҫынсене хаса пама ӑнтӑлать, Сана ӗненекенсене ырӑлӑх тума лӑпланать.

24. Ибо тварь, служа Тебе, Творцу, устремляется к наказанию нечестивых и утихает для благодеяния верующим в Тебя.

Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вилме пӳрнисенӗн шухӑшӗ ҫирӗп мар, пирӗн шухӑшсем иккӗленчӗк: 15. ҫӗрсе пӗтес ӳт чуна пусса тӑрать, ҫак ӳт ҫурчӗ шухӑш шухӑшлакан ӑса путарать.

14. Помышления смертных нетверды, и мысли наши ошибочны, 15. ибо тленное тело отягощает душу, и эта земная храмина подавляет многозаботливый ум.

Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Санпа пӗрле — Санӑн ӗҫӳсене пӗлекен ӑслӑлӑх, вӑл Эсӗ тӗнчене пултарнӑ чухнех Санпа пӗрле пулнӑ, вӑл Санӑн умӑнта мӗн кирлине, Санӑн ӳкӗтӳсем тӗлӗшӗнчен мӗн тӳррине пӗлсе тӑрать: 10. сӑваплӑ тӳперен ярса парсам ӑна, Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑ пуканӗнчен ярса парсам ӑна — вӑл мана ӗҫӗмсенче пулӑшса пытӑрччӗ, Сан умӑнта мӗн кӑмӑллӑ пулнине манӑн пӗлсе тӑрасчӗ: 11. вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ӑнланать, ӗҫӗмсенче мана ӑслӑн ертсе пырӗ, мана хӑйӗн мухтавлӑхӗпе упраса хӑварӗ; 12. вара ӗҫӗмсем те ӑнса пырӗҫ, Санӑн халӑхна тӳррипе сут тӑвӑп, аттемӗн аслӑ пуканне тивӗҫлӗ пулӑп.

9. С Тобою премудрость, которая знает дела Твои и присуща была, когда Ты творил мир, и ведает, что угодно пред очами Твоими и что право по заповедям Твоим: 10. ниспошли ее от святых небес и от престола славы Твоей ниспошли ее, чтобы она споспешествовала мне в трудах моих, и чтобы я знал, что благоугодно пред Тобою; 11. ибо она все знает и разумеет, и мудро будет руководить меня в делах моих, и сохранит меня в своей славе; 12. и дела мои будут благоприятны, и буду судить народ Твой справедливо, и буду достойным престола отца моего.

Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Кам та кам пысӑк ӑс пухас тесессӗн, ӑслӑлӑх тахҫан пулнине те пӗлет, пулассине те тавҫӑрать, сӑмах тӗшшине те, ытарлӑх тупсӑмне те пӗлет, хӑват паллисемпе кӗтретсене, ҫулсемпе вӑхӑт йӗрӗсене малтанах пӗлсе тӑрать.

8. Если кто желает большой опытности, мудрость знает давнопрошедшее и угадывает будущее, знает тонкости слов и разрешение загадок, предузнает знамения и чудеса и последствия лет и времен.

Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.

22. Она есть дух разумный, святый, единородный, многочастный, тонкий, удобоподвижный, светлый, чистый, ясный, невредительный, благолюбивый, скорый, неудержимый, 23. благодетельный, человеколюбивый, твердый, непоколебимый, спокойный, беспечальный, всевидящий и проникающий все умные, чистые, тончайшие духи. 24. Ибо премудрость подвижнее всякого движения, и по чистоте своей сквозь все проходит и проникает.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Сӑваплӑ ҫынна хирӗҫ кавар тӑвӑпӑр: вӑл пире кансӗрлет, пирӗн ӗҫсене хирӗҫ тӑрать, пире саккуна хирӗҫле ҫылӑх тӑватӑр тесе ӳпкелет, пире тӗрӗс мар пӗлӳ илнӗ тесе сивлет; 13. хӑй Турра пӗлни ҫинчен хыпарлать, хӑйне Ҫӳлхуҫа ывӑлӗ тет; 14. пирӗн умра вӑл — пирӗн шухӑш-кӑмӑла питлекенӗ.

12. Устроим ковы праведнику, ибо он в тягость нам и противится делам нашим, укоряет нас в грехах против закона и поносит нас за грехи нашего воспитания; 13. объявляет себя имеющим познание о Боге и называет себя сыном Господа; 14. он пред нами — обличение помыслов наших.

Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пӗтӗм тӗнчене тултарса тӑрать, пур ҫӗрте те пулнӑран кирек мӗнле сӑмаха та пӗлет.

7. Дух Господа наполняет вселенную и, как все объемлющий, знает всякое слово.

Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех