Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑвак мӑйҫыххи ҫакнӑ илемлӗ вӗшле йытӑ урайне чӗрнисемпе шаклаттарса гостинӑя чупса кӗчӗ, ун хыҫҫӑн хура ҫӳҫлӗ те тӗксӗм ӳтлӗ, кӑштах ҫаврака та, анчах кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, пысӑках мар, пӗр вунсакӑр ҫулсене ҫитнӗ хура куҫлӑ хӗр пырса кӗчӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Петербургра илнӗ лайӑх воспитани ӑна кил- ҫуртри, хуҫалӑхри ӗҫсене тата ялти тӗксӗм пурӑнӑҫа чӑтма хатӗрлеймен.
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ирӗклӗ хӗрарӑмӑн пӗчӗкҫӗ те тӗксӗм кӳлепинче йӗрӗнчӗкки нимӗн те пулман; анчах унӑн сӑн-пичӗ ҫын кӑмӑлне кайман вара.
XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хирӗҫри кӗтесре, тӗксӗм Николай Чудотворец сӑнӗ умӗнче лампадка ҫунать, святойӑн кӑкӑрӗ умӗнче хӗрлӗ лентӑпа пуҫкӑшӑлӗнчен ҫаклатса янӑ пӗчӗк ҫеҫ фарфор ҫӑмарта ҫакӑнса тӑрать, чӳречесем ҫинче пӗлтӗрхи варенипе тирпейлӗ ҫыхса хунӑ банкӑсем симӗс-ҫуттӑн курӑнса лараҫҫӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хыҫалти пӗчӗк пӳлӗмре, пысӑк арча ҫинче, кӑвак тӗслӗ ӑшӑ кофта тӑхӑннӑ, тӗксӗм ҫӳҫӗсем ҫине шурӑ тутӑр витсе янӑ ҫамрӑк хӗрарӑм — Феничка ларать.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Утмӑл ҫулсене ҫитнӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ, ырхан та тӗксӗм ӳтлӗ, йӗс тӳмеллӗ хӑмӑр фрак тӑхӑннӑ, мӑйне кӗрен тутӑрпа ҫыхнӑ ҫын кӗчӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Чӑнкӑ ҫыранлӑ пӗчӗк юханшывсем, начар пӗвеленӗ пӗчӗк пӗвесем, час-часах ҫурри таран тӑрри сӗвӗнсе ӳкнӗ тӗксӗм пӳртсемпе пӗчӗк ялсем, ҫатан тытса тунӑ пушӑ итемсем хӗрринче анасласа ларакан пӗчӗк хапхаллӑ тайӑлчӑк авӑн лупасӗсем тӗл пулаҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Курӑнмасть-и-ха? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗн ҫамрӑк та сарлака питлӗ, янахӗ ҫине шурӑрах сухал пӗрчисем мамӑкланса тухнӑ, пӗчӗк те тӗксӗм куҫлӑ тарҫинчен.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аякра йывӑр пӗлӗт кӳмерккисем ҫаплах капланса тӑраҫҫӗ-ха, хушӑран ҫиҫӗм вӑрӑммӑн ялтӑртатса илет; ҫапах пирӗн ҫире тӗксӗм кӑвак тӳпе курӑнать, хӑвӑрт шуса иртекен сайра пӗлӗтсем витӗр ҫӑлтӑрсем мӗлтлетеҫҫӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те, унӑн тӗксӗм куҫ хупанкисем, авалхи статуйӑсенни пек сарӑ куҫ хӑрпӑклӑскерсем, каллех хупӑнчӗҫ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Нимӗн калама та пӗлмерӗм, ҫак ҫутӑ та вилӗ куҫлӑ тӗксӗм, хускалми пит ҫине тӑнран кайнӑ пек пӑхса тӑтӑм.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Тарӑн мар ҫыран тӑвайккинче, ҫатан карта ҫумӗнчех, утар курӑнать; унталла ансӑр сукмак каять, — вӑл хӳме пек ларакан армутипе вӗлтӗрен тӗмӗсем хушшипе, таҫтан килсе лекнӗ тӗксӗм симӗс кантӑр тунисем хушшипе авкаланса выртать.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Сирӗн чӗрӗр чӑтаймасӑр кӗтет, акӑ сасартӑк — куна сунарҫӑсем кӑна ӑнланӗҫ, — сасартӑк тарӑн шӑплӑхра уйрӑмах темӗнле кӑранклатса чашкӑрни, ҫунатсем ваш-ваш авӑсни илтӗнсе каять, — вара сирӗн пӑшала хирӗҫ тӗксӗм хурӑн хыҫӗнчен, вӑрӑм сӑмсине аялалла илемлӗн усӑнтарса кӑрӑпчак ярӑнса тухать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Сӑнӗ шуранка, анчах тунсӑхлӑ марччӗ; унпа юнашар илемлӗ ҫамрӑк каччӑ тӑратчӗ, вӑл, кула-кула, хӗрне темӗн каласа кӑтартать пулас; Рейнӑн тепӗр енче манӑн пӗчӗк мадонна ҫаплах ватӑ каврӑҫӑн тӗксӗм ҫулҫи витӗр хурлӑхлӑн пӑхать.
XXI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
«Ниушлӗ вӑл мана юратать?» — шухӑшларӑм эпӗ тӗксӗм хумӗсене васкаса юхтаракан Рейн хӗрнелле ҫывхарнӑ май.«Неужели она меня любит?» — думал я, подходя к Рейну, быстро катившему темные волны.
XII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Васкамасӑр ҫаврӑнчӗҫ хӗрӗн тӗксӗм куҫӗсем ман еннелле.
XI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн ҫӳллӗ те йӑрӑс пӗвӗ те, пысӑк тӗксӗм куҫлӑ чипер сӑн-пичӗ те асӑмрах.Помню ее высокую стройную фигуру, ее благообразное, строгое, умное лицо, с большими темными глазами.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпӗ аттепе макӑрса уйрӑлтӑм, унӑн пит-куҫӗнче нихҫан кулӑ йӑлкӑшнине курман пулин те, эпӗ ӑна юрататтӑм… анчах Петербургра пурӑнма тытӑнсан, эпӗ хамӑрӑн савӑксӑр, тӗксӗм йӑвана часах манса кайрӑм.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн савӑксӑр тӗксӗм пичӗ ҫине пӑхатӑп та ӗнер хам мӗн ӗмӗтленнине аса илетӗп, вара темӗскере питӗ шеллесе каятӑп.Я глядел на ее желтоватое, угасшее личико, вспоминал о вчерашних мечтаниях, и жаль мне было чего-то.
V // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.