Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий учӗ, кӳлленчӗк хӗрринчи пӑра чӗрнипе пусса ватрӗ те, ҫавӑнтах сывлӑш ҫавӑрса, чарӑнса тӑчӗ; Григорий йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, чӗлпӗре крыльца карлӑкӗ ҫумне явакласа, тӗттӗм ҫенӗке кӗрсе кайрӗ.

Конь Григория копытом разбил на краю лужи лед и стал, разом переведя дух; Григорий прыгнул с седла, замотал поводья за перильца, вошел в темные сени.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем те, хӑлхисене ҫине-ҫинех выляткаласа, урисене ҫӗре перӗнтермесӗр тенӗ пек иле-иле пусса, шултра та ҫивӗч утӑмсемпе чупса кайрӗҫ.

Лошади — и те пошли шаговитей, подбористей, невесомо неся и переставляя ноги, деловито перепрядывая ушами.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗри хутнӑ пӳлӗмӗн ӑшшипе пӗрле ӑна ыйхӑ пусса килчӗ, ӳсӗр ҫын пек анкӑ-минкӗллӗн ывӑннӑран, хевти-хавалӗпе ӑстӑнӗ кимӗлсе йӑмшакланчӗ.

Сон вторгался в тело вместе с теплом жарко натопленной комнаты, пьяная усталость расслабляла волю и сознание.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак мулаххайне хаяррӑн пусса лартрӗ те, коридора лӳпперрӗн йӑраланса тухса, алӑка хуллен хупса хучӗ; анчах коридорта, ҫиллине ирӗк парса, тулти алӑка пӗтӗм вӑйпа шалтлаттарса хӑварчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр пилӗк минут пулӗ урайпа чӳрече янаххи ҫине штукатурка тӑкӑнса тӑчӗ.

Казак остервенело нахлобучил малахай, глыбой вывалился в коридор, тихонько притворил дверь; но зато в коридоре развязал руки гневу и так хлопнул выходной дверью, что штукатурка минут пять сыпалась на пол и подоконники.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сикӗпе пынӑ ҫӗртех маузер спускне ҫилӗллӗн пусса туртнӑ Григорий пемен пӑшала (патрон чалӑш кӗрсе ларнӑ) коробкӑна чикрӗ те хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

Григорий, на скаку яростно жавший спуск маузера, сунул отказавшееся служить оружие в коробку (патрон пошел наперекос), грозно крикнул:

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑкӑрӗ чӗп-чӗр юнах: ун ҫинче пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли карҫинккине пусса лапчӑтнӑ тейӗн.

На груди будто корзину спелой вишни раздавили.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хура ҫӗртме пуссин юр айӗнчи хытхура пусса илнӗ пысӑк мар лаптӑкӗ, пӗр-пӗрин ҫине икӗ енчен талпӑнса килекен юланутсем хушшине лексе, ут чӗрнисен айне пулчӗ.

Короткий кусок бурьянистой, засыпанной снегом хуторской толоки, бывшей между двумя конными лавами, поглощался конскими копытами.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон урлӑ каҫса ҫитнӗ чух аттипе тата тепре ут хырӑмне пусса хӗстерчӗ, — лаша, ӑмрипе калинккене пырса ҫапӑнса, калинкке алӑкне аяккалла ывтӑнтарса ячӗ, картишне кӗрсе тӑчӗ.

На выезде с Дона придавил опять, конской грудью откинул воротца калитки, вскочил на баз.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман ҫӗлӗкне ҫилӗллӗн пуҫӗ ҫине пусса лартрӗ те, кӗсйинчен тахҫан Кошевой ҫырнӑ списока туртса кӑларса, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

Штокман ожесточенно нахлобучил малахай и, выхватив из кармана список, некогда написанный Кошевым, крикнул:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чи хыҫалтан, урисене мӑнаҫлӑн та йывӑртараххӑн иле-иле пусса, Богатырев старик пычӗ.

А позади всех величавой тяжеловатой поступью шел старик Богатырев.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вара вӑрах вӑхӑта нимӗнле сас-чӗвӗсӗр шӑплӑх пусса илчӗ.

И потом надолго во весь рост встала тишина.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑнӗпе вӑл ҫамрӑк та ҫамрӑкла сивлек; йӗри-тавра мамӑк сухал пусса илнӗ тутине ытла та ҫирӗппӗн чӑмӑртаса тытнӑ.

Он по виду молод и по-молодому суров; с чересчур уж подчеркнутой твердостью были сжаты его губы, обметанные юношеским пушком.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрах вӑхӑта шӑплӑх пусса илчӗ.

Тишина захрясла надолго.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, шӑлӗсене шӑтӑртаттарса, кӗрепле аврине чӗркуҫҫийӗпе пусса хуҫрӗ, урисемпе ватӑлса ҫитнӗ ҫын пек лӑкӑштатса, ҫурӑмне хевтесӗррӗн мӑкӑртса, утӑ кушилккине ҫӗклесе кайрӗ.

Хряпнув об колено грабельник, он заскрипел зубами, понес вахли с сеном, старчески шаркая ногами, сгорбясь и постарев спиной.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӗтре Дон хӗрринчи сӑртсем тӑрӑх ҫӗтсе кайнӑ пек сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗ, ҫырма-ҫатрасене, ту юпписене упаленсе кӗчӗ, унта вара акшар чулӗсен мӑк пусса илнӗ катрамӗсем ҫине, юрпа витӗннӗ сӑрт ҫамкисем ҫине нӳрӗ тусан пек вӗҫе-вӗҫе тулса ҫухалчӗ.

А туман потерянно бродил по высотам Обдонских гор, валился в яры, в отроги и гибнул там, оседая мокрой пылью на мшистых плитняках мела, на оснеженных голызинах гребней.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хуторсенче ҫерем пусса илнӗ тӑлӑх ҫеҫенхирти пек шӑп.

Полегли хутора глухой целинной степью.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеец ирӗклӗн тӑрать: тӳмине вӗҫертсе янӑ аялти кӗпе ҫухипе шӑрт пек хытӑ хура сухал пусса илнӗ карланкине юнӑхса пӗтнӗ чӗрнеллӗ хулӑн хура пӳрнисемпе тӗрткелесе илет.

Красноармеец стоял вольно, черными толстыми пальцами с засохшей на, ногтях кровью трогал расстегнутый ворот нательной рубахи и острый, в черной щетине, кадык.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем ҫӑра туратлӑ вӗтлӗх пусса илнӗ тайлӑм шӑртӗнче вырнаҫса выртрӗҫ.

Казаки легли на гребне склона, поросшего гривастым мелкокустьем.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутор хыҫӗнче, хытхура пусса илнӗ кӑвак хӑйӑрлӑ сӑрт тӗмески тӑрӑх, пӗр ҫухрӑмра пулӗ, тӑшман разведки куҫать.

За хутором, по серо-песчаному чернобылистому бугру, в версте расстояния, двигалась неприятельская разведка.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫхи апат хыҫҫӑн Степан курӑк пусса илнӗ картишне тухрӗ.

Повечеряв, вышел Степан на затравевший баз.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех