Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрача сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрача (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халех килет ӗнтӗ, — терӗ хӗрача ыйхӑллӑн.

Зараз придет, — сонно отозвалась девочка.

15 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Молотов юлташ радиопа тухса каларӗ! — терӗ хӗрача ҫиленсе.

По радио товарищ Молотов сказал! — сердито заговорила девочка.

14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Мӗскер? — унтан кӑвакарса кайрӗ, хӗрача патнелле утса, кӑшкӑрса ячӗ:

— Чего? — И, багровея, закричал, наступая на девчонку:

14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хӗрача ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Девочка удивленно и строго взглянула на него.

14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ун умне тулӑ хушшинчен пӗр хӗрача сиксе тухрӗ.

Из пшеницы наперерез ему выскочила девчонка.

14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Анӑр пирӗн пата! — терӗ те хӗрача аяла ҫӑмӑллӑн сикрӗ.

Спускайтесь к нам! — И девушка легко спрыгнула вниз.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Хура ӳтлӗ хӗрача, туземка пулмалла, кимӗ вӗҫӗ ҫине тӳп-тӳрӗ тӑрса вырӑс морякӗсене саламласа аллипе сулларӗ те шыва чӑмрӗ.

Смуглая девушка, очевидно гавайянка, выпрямилась на корме, приветливо помахав русским морякам высоко поднятой рукой, и прыгнула.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Кимӗ ҫинчи темиҫе хӗрача тата каччӑ хӑйсен хӗвелпе пиҫсе ҫитнӗ ӳт-пӗвне тин ҫеҫ тухакан ирхи хӗвеле кӑтартса киленеҫҫӗ, шыва кӗрес ӳмӗн хавхаланса кулаҫҫӗ.

Несколько юношей и девушек в лодке подставляли утреннему солнцу свои загорелые стройные тела, громко пересмеиваясь перед купаньем.

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Кам ҫуралчӗ: ывӑл ача-и, е хӗрача?

Кто родился: мальчик или девочка?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Хӗрача, — тесе тавӑрнӑ Хвощ ҫавӑн пекех йӗрӗнчӗклӗн.

— Красная девица, — с таким же презрением отвечал Хвощ.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Отрядри чи пӗчӗк хӗрача вӑранчӗ те йӗрме тытӑнчӗ.

Одна из девочек, самая маленькая в отряде, проснулась и начала плакать.

Быгин-Быгинен // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 159–164 с.

Икке пуснӑ хӗрача та хитре туфлине, кӗпене, саппуна тата ытти япаласене хаклама пултарать.

Даже двухлетняя девочка сумеет оценить красивые туфли, платьице, ленточку, передник, шапочку и т. д.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

«Сире пирӗн ҫемьере йыш хутшӑнни, Валентина ятлӑ хӗрача ҫурални ҫинчен пӗлтеретпӗр.

«Сообщаем о рождении дочери Валентины.

Ача ҫурални // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чӗкеҫ ҫак хушӑра пӗве кӗрсе ҫитет; чипер сӑнӗ-пичӗпе вӑл шӑпах Селиме аппӑшне асӑнтарассӑн туйӑнать, унран ҫутӑрах та пулма кирлӗ-ха, пит ҫивӗч хӗрача.

Двоюродная сестренка Чегесь, дочка дяди Элендея, стала почти девушкой, красивая такая, на Селиме похожа, только посветлее, пожалуй, будет…

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлетӗр ҫав, — кулкаларӗ хӗрача.

— Ступайте, ступайте, — улыбнулась девушка.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ним пӑшӑрханмалли те ҫук, — тавӑрчӗ хӗрача.

— Не беспокойтесь, — остановила его девушка.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗрача ҫаплах арҫынла хӑюлӑхпа тӑрмашни Шерккее пит килӗшрӗ.

Шерккею очень понравилась мужская хватка девушки.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗрача хапха уҫрӗ, лашана хӑех чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса картиш варрине кӗртрӗ.

Девушка распахнула ворота, смело взяла лошадь под уздцы и завела на середину двора.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Оля пачах ирхинехи пек тӑрӑхлаканскер мар иккен, халь вӑл, ывӑннӑскер, ырӑ хӗрача пулчӗ.

Оля была совсем не такая насмешливая, как утром, а очень уставшая, простая и добрая.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Кровать чӗриклетнинчен тата Оля анасласа, карӑнкаласа илнинчен Сергей ҫакна сисрӗ: хӗрача та ун пекех хӑлхана кӑтӑклантарса, каҫса кайсах култаракан хӗвел шевлине кӗтсе выртать иккен, — ун чухне ҫеҫ ир пулать.

Скрип кровати и шумное потягивание Оли подсказали Сергею, что девочка, как и он, ждет того лучика солнца, который, защекотав за ухом, вдруг ни с того ни с сего рассмешит до упаду, и тогда уже только и начнется утро.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех