Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине ҫӗленсем — ӑрӑмласа та ҫӗнтерейми наркӑмӑшлӑ хура ҫӗленсем — ярӑп, вӗсем сире сӑхса суранлатса пӗтерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӑванӑрсене, пӗтӗм Ефрем йӑхне, хӑваласа янӑ пекех, сире Хам умран хӑваласа ярӑп.15. И отвергну вас от лица Моего, как отверг всех братьев ваших, все семя Ефремово.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир халӗ те ҫав ӗҫсенех тӑватӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен ҫине-ҫинех каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, чӗнтӗм сире — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр, 14. ҫавӑнпа Эпӗ Ман ятӑмпа хисепленекен, эсир шанса тӑракан ҫакӑ Ҫурта та, сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ вырӑна та Силома мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетмеллипех тӳрлетсессӗн, кирек камшӑн та сута тӳрӗ туса пырсассӑн, 6. ют ҫӗр ҫыннисене, тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене хӗсӗрлемесессӗн, ҫак вырӑнта айӑпсӑр юн тӑкмасассӑн, хӑвӑра инкек туса урӑх турӑсем хыҫҫӑн каймасассӑн, 7. Эпӗ сире ҫак вырӑнтах, хӑвӑр аҫӑрсене сыпӑкран сыпӑка пымалла панӑ ҫак ҫӗр ҫинчех, хӑварӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑр ӗҫӗрсене тӳрлетӗр те, Эпӗ сире ҫак вырӑнтах пурӑнма хӑварӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫапла каламашкӑн сире йӗркесӗр ӗҫӗрсем чӑрмантарчӗҫ, ҫак ырлӑхран сире ҫылӑхӑрсем пӑрса ячӗҫ: 26. Манӑн халӑхӑм хушшинче усал ҫынсем пур: вӗсем кайӑк тытакан пек сыхласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнаҫҫӗ, тапӑ лартаҫҫӗ, ҫынсене тытаҫҫӗ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах ҫавӑн чухне те Эпӗ сире тӗппипех пӗтерсе тӑкмӑп, тет Ҫӳлхуҫа.18. Но и в те дни, говорит Господь, не истреблю вас до конца.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Таврӑнӑр, пӑлхавлӑ ывӑлӑмсем, Эпӗ сире ултавран сыватӑп.22. Возвратитесь, мятежные дети: Я исцелю вашу непокорность.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сире Хамӑн чӗреме кӑмӑллӑ кӗтӳҫӗсем парӑп, вӗсем сире пӗлсе, ырӑ ӑслӑн кӗтсе ҫӳрӗҫ.15. И дам вам пастырей по сердцу Моему, которые будут пасти вас с знанием и благоразумием
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑншӑн Эпӗ сире сут тӑвӑп, ывӑлӑрсен ывӑлӗсене те сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.9. Поэтому Я еще буду судиться с вами, говорит Господь, и с сыновьями сыновей ваших буду судиться.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Амӑшӗ ывӑлне епле йӑпатать, Эпӗ те сире ҫапла йӑпатӑп, сире Иерусалимра йӑпатӗҫ.13. Как утешает кого-либо мать его, так утешу Я вас, и вы будете утешены в Иерусалиме.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ун патне тӑнӑҫлӑха юханшыв евӗрлӗ ярӑп, халӑхсен пуянлӑхне — сире килентермешкӗн — сарӑлса кайнӑ ейӳ пек ярӑп; сире алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ, чӗркуҫҫи ҫине лартса ачашлӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сире ун кӑкӑрӗ, йӑпанӑҫ кӳрекенскер, тӑрантарӗ, эсир унӑн туп-тулли мухтавлӑхне ӗҫсе киленетӗр.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сире кураймасӑр тӑракан, сире Манӑн ятӑмшӑн хӗсӗрлекен тӑванӑрсем ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтарттӑр — вара эсир еплерех савӑннине курӑпӑр» теҫҫӗ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене — 12. Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Намӑс тӳснӗшӗн сире ырри икӗ хут ытларах пулӗ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сире вара Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Туррӑмӑра ӗҫлесе тӑраканӗсем тесе чӗнӗҫ; вара халӑхсен мулӗпе усӑ куратӑр, вӗсен мухтавӗпе мухтавлӑ пулатӑр.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.