Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр ҫийӗн ҫӳлте, ҫунаттисемпе пӗр тикӗссӗн авӑсса, хӑлат вӗҫет, унтан сасартӑк, пурнӑҫри кичемлӗх ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑ евӗр, сывлӑшра чарӑнса тӑрать, ҫавӑнтах тата ҫунаттисене ҫӗнӗрен хӑвӑрт силлесе илет те ҫеҫенхир ҫийӗн малалла ухӑ йӗппи пек вирхӗнме тытӑнать, ӑнланма ҫук: мӗншӗн вӗҫет вӑл тата мӗн кирлӗ ӑна?

Летит коршун над самой землей, плавно взмахивая крыльями, и вдруг останавливается в воздухе, точно задумавшись о скуке жизни, потом встряхивает крыльями и стрелою несется над степью, и непонятно, зачем он летает и что ему нужно.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тӗссӗрленнӗ курӑк ҫийӗн, ним тума аптранипе, хура кураксем вӗҫеҫҫӗ: пурте вӗсем пӗрешкел, ҫавна пула ҫеҫенхир пушшех те пӗр евӗрлӗн курӑнать.

Над поблекшей травой, от нечего делать, носятся грачи; все они похожи друг на друга и делают степь еще более однообразной.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хӗвелпе пиҫнӗ хӑмӑр симӗс сӑртлӑхсем, аякран кӗрен тӗслӗ туйӑнаканскерсем, мӗлке пек лӑпкӑ выртаканскерсем, тата тӗтреллӗ анлӑ тӳремлӗхпе ун ҫийӗн ӳпӗннӗ тӳпе, вӑрмансӑр, ҫӳллӗ тусемсӗр ҫеҫенхирте калама ҫук тарӑн та таса курӑнаканскер, — ҫаксем пурте халь ӗнтӗ, йӑлтах-йӑлтах тунсӑхпа тулса-хытса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӳкерчӗксем евӗр туйӑнчӗҫ…

Загорелые холмы, буро-зеленые, вдали лиловые, со своими покойными, как тень, тонами, равнина с туманной далью и опрокинутое над ними небо, которое в степи, где нет лесов и высоких гор, кажется страшно глубоким и прозрачным, представлялись теперь бесконечными, оцепеневшими от тоски…

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫул ҫийӗн, хаваслӑн кӑшкӑрса, ҫеҫенхир кайӑкӗсем вирхӗнсе ҫӳрерӗҫ, курӑк ӑшӗнче тыркассем пӗр-пӗрне сас пама тытӑнчӗҫ, сулахайра таҫта аякра текерлӗксем йӗчӗҫ.

Над дорогой с веселым криком носились старички, в траве перекликались суслики, где-то далеко влево плакали чибисы.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.

Сначала, далеко впереди, где небо сходится с землею, около курганчиков и ветряной мельницы, которая издали похожа на маленького человечка, размахивающего руками, поползла по земле широкая ярко-желтая полоса; через минуту такая же полоса засветилась несколько ближе, поползла вправо и охватила холмы; что-то теплое коснулось Егорушкиной спины, полоса света, подкравшись сзади, шмыгнула через бричку и лошадей, понеслась навстречу другим полосам, и вдруг вся широкая степь сбросила с себя утреннюю полутень, улыбнулась и засверкала росой.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тӗрӗксем, хӑйсене пеменне кура, хӑюллӑрах пула пуҫларӗҫ, чулсем ҫийӗн вӗсем тата аяларах анчӗҫ те йӑлӑмалла ҫывхарчӗҫ.

Не получая ответа из мельницы, осаждающие осмелели, спустились еще ниже по камням и приблизились ко дну долины.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арманти ҫынсем хӑйсем ҫийӗн пуля чашлатса вӗҫнине илтрӗҫ, арман тӑррине те, стенана та пульӑсем пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ, чула ҫапӑнса лапчӑнаҫҫӗ те ура тӗлнех пырса ӳкеҫҫӗ.

Осажденные слышали, как над ними свистят пули, проникая сквозь дыры в крыше, сквозь щели в стенах; слышали, как эти пули ударяют о камень и, расплющенные, падают к их ногам.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чулсем ҫийӗн сиккелесе шыв урлӑ каҫрӗ вӑл, чул хӗррипе ашкӑрса ӳснӗ ҫӑра мӑян ӑшне кӗрсе чарӑнса тӑчӗ.

Но вот он перешел ее по камням, углубился в густой бурьян, зеленевший у самого подножия обрыва, и остановился.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗвелӗн ылтӑн ҫути ҫурҫӗр енчи ешӗл сӑртран шуса анчӗ, хура чӑрӑшлӑха ҫутатрӗ, яка курӑк ҫийӗн анса, Огнянов тӑракан чул хӗррисене йӑлкӑштарчӗ.

Золотая волна солнечных лучей скользнула по зеленой северной круче, залила светом черную толпу елей, спустилась по гладкой мураве и позолотила края обрыва, на котором стоял Огнянов.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Карчӑксемпе хӗрсем чул ҫийӗн ҫарранах чупаҫҫӗ, ура сырмаллисене ҫӗкленӗ…

Иные старухи и девушки бегут босиком по камням, держа обувь в руках, чтобы она не истрепалась в дороге…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хура тӗтӗм юпаланса хула ҫийӗн ҫӗкленет те пӗлӗтпе хупланса пӗтӗм таврана карса илет; каҫ ӗнтрӗкӗ те паян яланхи пек мар, ҫӑрарах та тӑкӑскӑ.

Черные клубы дыма расстилались над городом, сливаясь с тучами, покрывавшими небо; сумерки сгустились раньше обычного.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пуҫӗ ҫийӗн пульӑ шӑхӑрса иртнӗ май, вӑл ҫӗрелле пӗшкӗнет те татах ҫӗклесе тӑрать.

Опьяненный запахом крови и свистом нуль, пролетавших над его головой, он то выпрямлялся, то пригибался к земле.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем тӑватшар ретпе пыратчӗҫ; виҫ ялавӗ пысӑк, пӗчӗк ялавӗсем ҫирӗмрен те ытла — шурӑ та хӗрлӗ, симӗс тата тем тӗсли те курӑна-курӑна кайрӗ — пурте ҫак кӗтӳ ҫийӗн вӗлкелеҫҫӗ.

Турки шли по четыре в ряд; три больших знамени и десятка два маленьких флажков — белых, красных, зеленых и других цветов — развевались над колонной.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ту ҫилӗ таҫта аякран йынӑшнӑ пек илтӗнсе те выртакан пӑлхавҫӑсен пуҫӗ ҫийӗн уласа иртет.

Подобный далекому стопу, горный ветер завывал протяжно и уныло над головами лежавших в окопах повстанцев.

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тури сулхӑн ҫил канӑҫлӑ уй-хир ҫийӗн салхуллӑн вӗрет.

Горный ветер угрюмо выл над дремлющими полями.

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсен ҫийӗн темиҫе хӗрлӗ ялав вӗлкӗшет.

Над ними реяло несколько красных знамен.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗскетсе кастарнӑ мӑйӑхӗ йӑлт шуралнӑ, ҫӳҫӗ те шурӑ, ӑна тураса якатман, таса мар фески айӗн ҫӳҫӗ пайӑркан-пайӑрхан туха-туха тӑрать, тӑнлавӗ тӗлӗнче тӑкӑннӑ, ҫамки ҫийӗн кукшаланма та тытӑннӑ.

Коротко подстриженные усы его сильно поседели; волосы, тоже седые, сальные и нечесаные, на затылке выбивались из-под грязного феса; надо лбом виднелись залысины.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юр ҫума чарӑнчӗ, пӗлӗте хупӑрлакан шурӑ тӗтре ҫийӗн хӗвел курӑнса кайрӗ, унӑн шуркам ҫути тусемпе йӑлӑмсене ҫутатрӗ.

Снег перестал идти; вскоре из-за белесоватой пелены, покрывшей небо, вышло солнце, и бледные его лучи озарили горы и долины.

XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара Фракипе Дунай таврашӗнчи Болгари хушшинче ҫыхӑну йӑлтах пӗтсе ларать, Троян ҫулӗн лавҫисем тем пек асапланса кунта юр ҫийӗн аран тӑвӑр сукмак хывкалаҫҫӗ.

Тогда всякая связь между Фракией и Придунайской Болгарией прекращается, пока троянские возчики ценой нечеловеческих усилий не протопчут узкую дорожку в снегу.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастир хӳмипе тирексем ҫийӗн ҫӗнӗ чиркӳ тӑрри шап-шуррӑн шуралать, вӗсен хыҫӗнче Стара-планинан чӗнтӗрлӗ тӑрри ҫӳлелле кармашнӑ пек палӑрать, вӑл та ҫӗрлехи пӗлӗтпе хутшӑнса шӑранать.

Новый купол церкви, весь белый, возвышался над монастырской оградой и тополями, а за ними высоко вздымались вершины Стара-планины, сливаясь с темным ночным небом.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех