Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А.Карлин ҫавӑн пекех Алтай крайӗнче 140 наципе халӑх пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алтайри тӗлпулусем // ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Республика кунӗн уявӗнче ҫавӑн пекех Пӗтӗм чӑвашсен виҫҫӗмӗш «Акатуйӗ», алӗҫ ӑстисен «Русь мастеровая» конкурсӗ иртмелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Шӑпах ҫавӑн ҫинчен сӑмах пычӗ те кӑҫалхи Республика кунӗн йӗркелӳ комитечӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пынипе иртнӗ пӗрремӗш ларӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫавӑн пекех автор сӗт хакӗ кашни икӗ эрнерен йӳнелнӗшӗн пӑшӑрханать.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хурана е пичкене икӗ-виҫӗ витре ӗне каяшӗ хумалла, унта ҫавӑн чухлӗ шыв ярса пӑтратмалла, пӗр эрне лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫавӑн пекех Анатолий Рыбкин - Шупашкар ӳнер училищин студенчӗсен диплом ӗҫӗсене хӳтӗлекен аттестаци комиссийӗн председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Мӗн чухлӗ аякка каятӑн - тӑван кил чуна ҫывӑххине ҫавӑн чухлӗ ытларах туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӑл ҫавӑн пекех республика чапне ҫӗклекен пултарулӑх коллективӗнче 30-40 ҫул ӗҫленӗ юрӑҫсене ӑшшӑн аса илчӗ, пирӗн саманари чи ӑста артистсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Вӗсем пурте Шупашкарти хорӑн, ҫавӑн пекех унӑн илемлӗх ертӳҫин тата тӗп дирижерӗн Морис Яклашкинӑн ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Мускавра тата Нева ҫинчи хулара иртнӗ концертсенче Раҫҫей Композиторӗсен союзӗн вӑл вӑхӑтри правленийӗн секретарӗ, «Музыка академийӗ» журналӑн тӗп редакторӗ Юрий Корев, СССР халӑх артисчӗ, тӗнчипе чапа тухнӑ композитор Андрей Эшпай, ҫӗр-шыври Композиторсен союзӗн правленийӗн ертӳҫисенчен пӗри Олег Галахов, ҫавӑн пекех паллӑ ытти музыка деятелӗ киленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Ҫавӑн хыҫҫӑн тинех чӑвашсен илемлӗ те ҫепӗҫ, чуна тыткӑнлакан юррисене тӑван республикӑн кашни кӗтесӗнче кӑна мар, пирӗн йӑхташсем йышлӑн пурӑнакан Мускавра тата Ленинградра, Совет Союзӗн тӗрлӗ регионӗнче итлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Тутарстанри ӗҫтешсем ҫавӑн пекех хӑйсен ӗҫ результачӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ тӗл пулура районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвне ертсе пыракан Индюкова С.Г. тухса калаҫрӗ, пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ- хӗлне кӑтартса паракан презентаципе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Ҫавӑн пекех фитосанитари докуменчӗсем пуррине те ыйтӑр.

Для каждого товара также спрашивайте фитосанитарные документы.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ҫавӑн чухне манӑн тимӗрҫӗ лаҫҫинче сӳре шӑлӗсене хӗртсе тӳрлетме тиврӗ.

Тогда в моей кузнице пришлось чинить зубья бороны.

Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ҫавӑн пекех викторинӑсем те пичетленнӗ, конкурссемпе диспутсем те иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫавӑн пекех тирпейлӗх пирки те манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫавӑн пекех Типшӗмсем пӗр пек тӑхӑннӑ, парикмахерскинче те пӗр пек прическа кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Журналта ҫавӑн пекех Хусан тӑрӑхӗнчи «ясаклӑ чӑвашӗсене» хӑш литературӑра тата хӑҫан асӑннине тишкерсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html

Мӗн ҫинчен калаҫрӗҫ-ши вӗсем ҫавӑн чухне?

О чем же они тогда говорили?

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех