Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ӳсӗр (тĕпĕ: ӳсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Тинӗс тӑрӑх караппа каякансем, пысӑк шывсем ҫинче ӗҫ ӗҫлекенсем 24. тӗпсӗр шыв ҫинче Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн кӗтречӗсене кураҫҫӗ: 25. Вӑл калать те — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, тинӗс хумӗсене ҫӗклентерсе ярать: 26. вӗсем тӳпене ҫитиех ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпсӗр авӑрах анса каяҫҫӗ; ӗнтӗ чунӗсем инкекпе хавшаҫҫӗ; 27. вӗсем ӳсӗр ҫын пек сулкаланаҫҫӗ, тайкаланаҫҫӗ, ӑспуҫне йӑлтах ҫухатаҫҫӗ.

23. Отправляющиеся на кораблях в море, производящие дела на больших водах, 24. видят дела Господа и чудеса Его в пучине: 25. Он речет, - и восстанет бурный ветер и высоко поднимает волны его: 26. восходят до небес, нисходят до бездны; душа их истаевает в бедствии; 27. они кружатся и шатаются, как пьяные, и вся мудрость их исчезает.

Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.

18. Он лишает перевязей царей и поясом обвязывает чресла их; 19. князей лишает достоинства и низвергает храбрых; 20. отнимает язык у велеречивых и старцев лишает смысла; 21. покрывает стыдом знаменитых и силу могучих ослабляет; 22. открывает глубокое из среды тьмы и выводит на свет тень смертную; 23. умножает народы и истребляет их; рассевает народы и собирает их; 24. отнимает ум у глав народа земли и оставляет их блуждать в пустыне, где нет пути: 25. ощупью ходят они во тьме без света и шатаются, как пьяные.

Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вара вӑл хутаҫран пуҫ кӑларса кӑтартнӑ та каланӑ вӗсене: акӑ Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗн Олофернӑн пуҫӗ, акӑ унӑн чаршавӗ, вӑл ун хыҫӗнче ӳсӗр выртатчӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна хӗрарӑм аллипе пӗтерчӗ.

15. И, вынув голову из мешка, показала ее, и сказала им: вот голова Олоферна, вождя Ассирийского войска, и вот занавес его, за которым он лежал от опьянения,-- и Господь поразил его рукою женщины.

Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Авигея Навал патне ҫитнӗ, акӑ унӑн ҫуртӗнче, патша килӗнчи пек, ӗҫкӗ-ҫикӗ пынӑ: Навал чун-чӗри те хавасланнӑ-мӗн; вӑл хӑй питӗ ӳсӗр пулнӑ; арӑмӗ ӑна мӗн ирчченех пӗр сӑмах та каламан, ун пек те, кун пек те каламан.

36. И пришла Авигея к Навалу, и вот, у него пир в доме его, как пир царский, и сердце Навала было весело; он же был очень пьян; и не сказала ему ни слова, ни большого, ни малого, до утра.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Вара Илий ҫапла каланӑ: хӑҫанччен ӳсӗр пулӑн эсӗ? эрехӳнтен урӑл [та Турӑ умӗнчен кай], тенӗ.

14. И сказал ей Илий: доколе ты будешь пьяною? вытрезвись от вина твоего [и иди от лица Господня].

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче чылайччен кӗлтунӑ хушӑра Илий унӑн тути-ҫӑварӗ ҫине пӑхса тӑнӑ; 13. Анна хӑй ӑшӗнче каланӑран, сассине кӑлармасӑр тути-ҫӑварне ҫеҫ хускатнӑран Илий ӑна ӳсӗр пулӗ тесе шутланӑ.

12. Между тем как она долго молилась пред Господом, Илий смотрел на уста ее; 13. и как Анна говорила в сердце своем, а уста ее только двигались, и не было слышно голоса ее, то Илий счел ее пьяною.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӗ пӗрле пурӑнакан арҫынӗ ӑна хӗнет, вӑл ӳсӗр чухне Оля килӗнчен тухса тарать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Козырев чылаях ӳсӗр, анчах сӑмахӗсем тӗрӗс.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ӳсӗр эпӗ халӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ӳсӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ӳсӗр ҫапкаланчӑка пула, ҫамрӑклах ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— «Шӳт турӑм ҫеҫ. Ӳсӗр пулнӑ», — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫав ӳсӗр ҫын сӑмахӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ӳсӗр Лариван сӳпӗлтетнине тӑнламан пулсан, ҫапла хӑтланмастчӗ пулӗ те, — хаш сывларӗ анне.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫуллахи кунсенче аслати хаяррӑн халтӑртатма тытӑнать ҫеҫ, Саня сӗтел айне пытанса ларать, урамра ӳсӗр кӳршӗ ахӑрашма тытӑннине илтет кӑна — пурччӗ ялта ун пекки пӗр ҫын — хӑвӑртрах картиш алӑкне питӗрет, ҫӗрле те тула пӗччен тухасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ӳсӗр шофер ҫирӗ ун пуҫне.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ӳсӗр ҫӳрекен водительсемпе ҫуран ҫынсем правилӑсене тӳрккессӗн пӑснӑ фактсем ҫинчен ПР МВД хӗрӳ линине телефонпа пӗлтерме юрать: 8(347)279-32-92 е @GIBDDRB_02bot телеграм мессенджерӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра "Урӑ водитель" акци стартланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3806194

«Ҫак кунсенче уяв мероприятийӗсемпе массӑллӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттермелли вырӑнсенче водительсене массӑллӑ тӗрӗслеҫҫӗ, ӳсӗрӗлнин паллисене палӑртма иртӗҫ, — палӑртнӑ Владимир Севастьянов. — Мӗнпур водительсене ҫул-йӗр правилисене пӑсмасса хушатӑп, мӗншӗн тесен ӳсӗр ҫӳренин паларӑмӗсем питӗ начар пулма пултараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра "Урӑ водитель" акци стартланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3806194

Ӳсӗр пуҫпа тепӗр хут руль умне ларнӑ тӗслӗхре наказани тата та ҫирӗпрех пулать.

Куҫарса пулӑш

Лекмӗп, тесен те... // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... p-tesen-te

Руль умне ӳсӗр пуҫпа ларакансене чи ҫирӗп наказани кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Лекмӗп, тесен те... // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... p-tesen-te

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех