Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл халӗ ассӑн сывласа илчӗ те: «Эппин эпӗ те ячӗшӗн кӑна тума тытӑнатӑп!» тесе шухӑшларӗ.
23 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Ваҫҫук мана кӳрентерчӗ, эпӗ халӗ ӑна валли тумалли ӗҫсене пурне те ячӗшӗн кӑна тума тытӑнатӑп.
23 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Анчах паян Грознӑй ячӗшӗн кӑна мӑкӑртатрӗ.
5 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Каярахпа вара, ячӗшӗн тесе, протест та парӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ячӗшӗн ҫеҫ пӳрт.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Аполлон Стышной хӑйӗн Выселкӑри пӗртен пӗр тӗлӗнтермӗш ячӗшӗн самантлӑха тухнӑ модӑна тав тума тивӗҫлӗ пулсан, Меркидон Люшня вара ҫветтуй ячӗсен кӗнекин кулли пулнӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫав йӗрке тӑрӑх, колхоз председательне райком сӗнет, тӗрӗссипе, ӑна председателе лартас ыйтӑва татса панӑ та ӗнтӗ, колхозниксен пӗрлешӳллӗ пухӑвне ячӗшӗн ҫеҫ ирттереҫҫӗ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тумлам ӑна ҫивӗтӗнчен лӑскать, хуллен ҫеҫ, ячӗшӗн.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл канаша нихҫан та пурнӑҫа кӗртмеҫҫӗ, ахаль, ячӗшӗн ҫеҫ тӑваҫҫӗ, анчах Чиппатола г-н канаш панипе ответлӑ пулассине хӑй ҫинчен кӑштах сирсе яма пултарать; чӑнах та, ку сӑмаха дуэль ҫине айккинчен ҫеҫ пӑхса тӑракан ҫыннӑн каламалла, — анчах вӗсен ун пек ҫын ҫук, ҫавӑнпа вӑл, фон Рихтер, ку ӗҫе тума хӑйӗн тивӗҫлӗ юлташне сӗнет.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пӗр вуникӗ анекдот вуласа пачӗ; анчах хавасланакансем сахал пулчӗҫ: пӗр Санин ҫеҫ ячӗшӗн шӑлне йӗрчӗ тата Клюбер хӑй кашни анекдот хыҫҫӑнах ӗҫлӗ ҫын пек мӑнкӑмӑллӑн та кӗскен кулса илчӗ.
XV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Клюбер господин тав турӗ те, фрак аркисене хӑвӑрт хыҫалалла сирсе, тенкел ҫине ларчӗ, анчах вӑл мӗнле ларнинчен, ку ҫын ячӗшӗн ҫеҫ ларни, вӑл халлех сиксе тӑма хатӗрри курӑнсах тӑчӗ.
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Елена умӗнче Инсаров ятне пӗрремӗш хут асӑнчӗҫ; вӑл хӑй хӗрелсе кайнине туйрӗ; ҫав вӑхӑтрах вара ҫавӑн пек лайӑх пӗлӗш кӗтмен ҫӗртен тухса кайнӑшӑн хӗрхеннине палӑртмалла иккенне ӑнланса илчӗ; анчах вӑл ячӗшӗн кӑна тума хӑйне пусахлама та пултараймарӗ, Анна Васильевна ахлаткаласа куляннӑ вӑхӑтра унчченхи пекех пӗр хускалмасӑр, ним шарламасӑр ларчӗ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ман чӗрере пурте — ҫурри ячӗшӗн кӑна туни, тетӗр, мӗншӗн тесен эпӗ художник; нимле ӗҫе те пултараймасть, тесе шутлатӑр, — кун пирки эсир, тен, тӗрӗс те тӑватӑр пуль, — анчах чӑн-чӑн тӗрӗслӗх те, тарӑн туйӑм та манра ҫук: эпӗ чӗререн татӑлса макӑрма пултараймастӑп, пакӑлти те, элекҫӗ те, ку пӗтӗмпех эпӗ художник пулнӑран килет, тесе шутлатӑр.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Мӗнпур ӗҫсенчен хӑтарнӑ комсорг тытма ирӗк паманнине пула, мана ячӗшӗн замполит адъютанчӗн ӗҫӗсене туса пыма та хушрӗҫ.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ячӗшӗн пурнӑҫ пурнӑҫ мар вӑл.
Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Эпир ячӗшӗн ҫеҫ пуль-ха, урӑххишӗн тунсӑхлаттӑн пуль, э?
Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
— Ҫие юласран сыхланмалли пирки манмарӑр пуль? — ячӗшӗн кӑсӑкланать инкӗш.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ячӗшӗн кӑна Гагин ман хыҫҫӑн пӗр-икӗ хут ассӑн сывласа илчӗ те хӑй патне этючӗсене пырса курма чӗнчӗ.
III // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Анчах та пушӑ стенасем, чӳрече каррисӗр чӳречесем кунта тирпейлӗ хӗрарӑм ҫуккине кӑтартса тӑраҫҫӗ; мӗскӗн хӗрарӑмсен ывӑнса ҫитнӗ пичӗсем вӑл чӑнах та тӗп хулара ҫын нумайран тата ячӗшӗн ҫеҫ пӗлӳ илнӗрен аскӑн пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ ҫынсен ирсӗр хваттерне лекнине ӗнентереҫҫӗ; ҫак хӗрарӑмсенчен пӗри, ун умнех пырса, ӑна ют ҫын платьи ҫинчи вараланнӑ вырӑна пӑхнӑ пекех лӑпкӑн пӑхса ларчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хӑй пултарнӑ таран вӑл нимӗҫсене пулӑшсах тӑнӑ: лашасене чир ертнӗ, машинӑсене ҫӗмӗрнӗ, анчах ячӗшӗн тесе лайӑх, кӑтартуллӑ ӗҫленӗ: сыхланнине тур сыхлать вӗт.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.