Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинкерчӗ (тĕпĕ: тинкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн сирӗн умра ҫылӑх каҫарттармалли те пур-ха, — Озеровсем ҫинелле йӑлӑнса, ыйтнӑ майлӑрах тинкерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар айккинерех кайса тӑчӗ, куҫӗсене сиктермесӗр юпа ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хан пӗр сӑмахсӑр ура ҫине тӑчӗ, васкамасӑр пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ, унтан Мухамедьяр патне ҫитсе чарӑнса ӑна куҫран тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анна чӳрече каррине уҫса урамалла тинкерчӗ пулас, Михала темӗн каларӗ, каллех Елюк хӑлхине сӑмахсем пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Председатель хутсем айӗнчен хураларах панӑ тетрадь листи туртса кӑларчӗ, ӳсӗрчӗ, ура ҫине тӑрса, хуралҫӑ ҫинелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Эй, пит лайӑх, сахалтарах вараланатӑн, — ывӑлӗ ҫине тинкерчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Элекҫи лаҫ хӗррине тытса кайнӑ картаналла тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫак хӗрӳллӗх Филипп Корниловича та шартах сиктерчӗ, вӑл ҫӗкленсе хӗр ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑл тинкерчӗ ман ҫине Урнӑ йытӑ куҫӗпе, Калаҫмашкӑн тытӑнчӗ Йӳҫсе ҫитнӗ ҫилӗпе:

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Мӗн, каллех ачасем чирлерӗҫ-и? — арӑмӗн куҫӗнчен тинкерчӗ Михапар.

— Что, опять детишки захворали? — Михабар с тревогой заглянул в глаза жены.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тӑхта-ха, эс ӑмма ҫырмастӑн? — сӗтел ҫинче ӗҫсӗр выртакан Янтул алли ҫине сиввӗн тинкерчӗ ҫурт хуҫи.

— Постой, а ты почему не пишешь? — хозяин дома сурово взглянул на Яндула и на перо, лежащее на столе без дела.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытла та ҫемҫен, ӑша кӗрсе ыйтнипе тӗлӗннӗ Янтул ун еннелле тинкерчӗ.

Яндул удивленно всмотрелся в незнакомца:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старик тӗттӗмелле ҫиллессӗн тинкерчӗ.

Старик вдруг посуровел, уставился глазами куда-то в темноту.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан, нимӗҫсем ҫинчен куҫне илсе, аялалла, урай варринелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Вӑл Григорьев ҫине те ним курмасӑр тинкерчӗ.

Казалось, он не видел и его самого Григорьева.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ученӑй тулла мӗн кӑна тумарӗ пулӗ: малтан, пӗр пучаха шӗкӗлтесе, пӗрчӗсене ывӑҫ тупанӗ ҫинче чылайччен сиктеркелерӗ, — йывӑрӑшне пӗлесшӗн пулчӗ курӑнать, унтан ҫурмаран ҫурчӗ, куҫлӑхӗ патне илсе пырса тинкерчӗ, вара. кӗсйинчен пӗчӗк микроскоп кӑларса, ун витӗр пӑхрӗ, юлашкинчен ҫӑварне хыпса чӑмларӗ те ҫӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та эсӗ ман пата евчӗсем ан яр-ха, Иван, — куҫ айӗпе ун ҫине тинкерчӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Законлӑ тӑвас пулать ӗнтӗ, — терӗ Кабир, хӑй Олангаев вуламасӑр тытса ларакан договор ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку пӗрре, — вӑл малалла мӗн каламаллине аса илме сулахай аллинчи хут татӑкӗ ҫине тинкерчӗ, сассине уҫмалла ӳсӗрсе илсе, сӑмахне малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан Укахви куҫ айӗн Липа ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех