Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир… мӗн ятлӑ? — хӗре куҫран тинкерчӗ вӑл.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Эсир мӗн шухӑш тытрӑр тата? — ҫамрӑксем ҫине тинкерчӗ хӗрарӑм.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Полина тӳрленсе ларчӗ, ашшӗне хӑйӗнни евӗрех кӑвак куҫӗнчен тинкерчӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ҫак таранчченех ӗҫре пултӑн-и эсӗ, Ревлен? — упӑшкине куҫӗнчен тинкерчӗ Полина.
10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пӗр Ревлен Петрович кӑна васкамарӗ-ха, вӑл ҫаплипех автобуссем чарӑнакан вырӑна тинкерчӗ.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ман васкамалла, — Иванран пӑрӑнса, хӗре куҫран тинкерчӗ Ревлен.
4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ак эсӗ те хӑвалатӑн ҫумӑнтан, — хӗрачана куҫӗнчен тинкерчӗ Ревлен Петрович.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑл хӑйӗн чӗпписем патӗнчен уйрӑлма та пӗлмерӗ, кашни ҫӗнӗ ҫӑмартана халиччен курман япалана пӑхнӑ пек тинкерчӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗрача пуҫне ҫӗклерӗ те каччӑ куҫӗнчен тӳп-тӳррӗн тинкерчӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лена калас тенӗ сӑмахне ниепле те ҫавӑраймарӗ, куҫ умне пулнӑ хӑлӑпсӑр витрене тинкерчӗ, унтан, пӗтӗм хӑюлӑхне пухса, хӑй фермӑна мӗн шутпа килнине пӗлтерчӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Марине, ҫӑхан курӑнмасть-ши тесе, пӗлӗте тинкерчӗ.
Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.
Виктор хӑйне кӑшт хытӑрах силлесен, Горовиц ним шарламасӑр куҫӗсемпе ун ҫиме тинкерчӗ.Когда Виктор тряхнул его сильнее, Горовиц молча поднял на него взгляд.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл «зал еннелле», унтан темӗнле пулӑшу пуласса кӗтнӗ пек, куҫӗсемпе айӑплӑн тинкерчӗ.Он виновато уставился в «зал», как будто ожидая оттуда помощи.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Стурза кӗтесри турӑшсем, пуҫӗсене шлем тӑхӑннӑ, алла булавӑсем тытнӑ господарьсем ҫине тинкерчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шамраев эрех кӳпсе тӑртаннӑ, хӗрелнӗ, шӗвелнӗ куҫӗпе ҫатма ҫинелле тинкерчӗ, чӗтрекен аллине вилка тытма хӑтланчӗ, анчах тытаймарӗ те аллине сулчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Аля Нагасова ҫурхи ҫутҫанталӑкан асамлӑ илемне ытараймасӑр чарӑнса тӑчӗ, аллине саркаласа, кӑвак тӳпенелле тинкерчӗ: ҫӳлте-ҫӳлте хур кайӑк сасси илтӗнчӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Коля ялкӑшакан куҫӗсемпе ют каччӑ чунне витӗр курасла тинкерчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хӑйӗн телейлӗ те йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе ашшӗне куҫӗнчен тинкерчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Кӗркури ҫапла тархасланипе Анфис аппа сасартӑк ун ҫине тинкерчӗ те: — Чӗре ӗненмест манӑн, пулма пултараймасть, вунӑ-вуникӗ ҫул хушшинче пирӗн патра пулман кун иртмен санӑн, хам ывӑл пек пӗлсе, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, нихӑҫан кӑмӑлсӑр юмах-сӑмах пулманччӗ… анчах сӑлтавӗсем халӗ… Чӑннипе кала, ывӑлӑм Кӗркури, чӑннипе. Чӑнлӑх ҫиеле тухатех. Эпӗ мар, халӑх суд тутӑр, — терӗ юлашкинчен.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Хӑй ҫав хушӑрах клуб «хуҫине» куҫран тинкерчӗ:
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.