Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинкерчӗ (тĕпĕ: тинкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ученӑй тулла мӗн кӑна тумарӗ пулӗ: малтан, пӗр пучаха шӗкӗлтесе, пӗрчӗсене ывӑҫ тупанӗ ҫинче чылайччен сиктеркелерӗ, — йывӑрӑшне пӗлесшӗн пулчӗ курӑнать, унтан ҫурмаран ҫурчӗ, куҫлӑхӗ патне илсе пырса тинкерчӗ, вара. кӗсйинчен пӗчӗк микроскоп кӑларса, ун витӗр пӑхрӗ, юлашкинчен ҫӑварне хыпса чӑмларӗ те ҫӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та эсӗ ман пата евчӗсем ан яр-ха, Иван, — куҫ айӗпе ун ҫине тинкерчӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Законлӑ тӑвас пулать ӗнтӗ, — терӗ Кабир, хӑй Олангаев вуламасӑр тытса ларакан договор ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку пӗрре, — вӑл малалла мӗн каламаллине аса илме сулахай аллинчи хут татӑкӗ ҫине тинкерчӗ, сассине уҫмалла ӳсӗрсе илсе, сӑмахне малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан Укахви куҫ айӗн Липа ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул ҫине Ятманран маларах тухнӑ май, хӗр ӑна курса витрисене лартсах ун ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Государь ӑна сисмерӗ пулас, пысӑк куҫӗсемпе ҫав-ҫавах ҫынсем ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ сисетӗп кам ҫак ӗҫе тума пултарассине, — терӗ те Кӑваркуҫ ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шалу та ун чухлӗ пулас ҫук ман, — арӑмӗ ҫине тинкерчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эппин, тарма шут тытнӑ эс пиртен… — чакӑр куҫӗпе тинкерчӗ вӑл Эльгеев ҫине.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӗршер куҫ вӗсем ҫине тинкерчӗ пулин те, Эльгеев никама курман пек пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнпа пӗрремӗш хут Миславский патне кӗрсен, Эльгеев ҫухалса кайрӗ, ӑна саламлама та манса, тритонсем ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сирӗн шухӑшпа мӗнле, Микихвер? — Паймук ҫине тинкерчӗ Исмук Павӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кам пулчӗ ҫав «суя» текенни?! — ун еннелле ҫисе ярасла тинкерчӗ Кӑтра Ахваниҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ӗнтӗ йӑлӑхрӑн та-и, Ятламас? — тунсӑхлӑн куҫран тинкерчӗ Ухтепи.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирӗксӗрех унталла тепӗр хут тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аслати ҫапнӑ пулас, — нумайччен тинкерчӗ Тимуш тупӑсем пенӗ еннелле.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Апла пулсан — уйрӑм хуҫасем те пулмалла мар, — ҫапла вӗт? — тинкерчӗ Исмуков.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Джесси ӑна ӑшӗнче вуласа тухрӗ, тарӑн шухӑша путрӗ, сӑнӗ улшӑнчӗ те куҫ харшисене пӗркелентерсе Ева ҫине шӑтарасла тинкерчӗ.

Джесси прочла ее про себя, глубоко задумалась, изменилась в лице и, сведя брови, стала смотреть на Еву в упор.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шурса кайса Детрей ун ҫине шӑтарасла тинкерчӗ; унтан пуҫне хуллен тайса алӑк хӑлӑпне аран-аран тупрӗ.

Побледнев, Детрей пристально взглянул на нее и, медленно поклонясь, с трудом нашел дверь.

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех