Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Священниксем Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ; 11. ҫав пӗлӗте пула, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑран, священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа пӗлӗт юпа ӑшӗнче аннӑ, пӗлӗт юпа [пуху] чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑнӑ.15. И явился Господь в скинии в столпе облачном, и стал столп облачный у входа скинии [собрания].
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫак халӑха Эсӗ Египет ҫыннисем хушшинчен Хӑвӑн хӑватупа илсе тухрӑн, апла Египет ҫыннисем илтӗҫ те 14. ҫакӑнта пурӑнакансене каласа парӗҫ — ҫак ҫӗр ҫыннисем вара Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль халӑхӗ хушшинче пулнине, Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, вӗсене Хӑвна куҫран куҫа кӑтартнине, Санӑн пӗлӗтӳ вӗсем тӗлӗнче тӑнине, Эсӗ вӗсен умӗнчен кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче пынине илтнӗ; 15. Эсӗ ҫак халӑха пӗр ҫынна пӗтерсе пӑрахнӑ пек пӗтерсе пӑрахсассӑн, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен илтнӗ халӑхсем калӗҫ: 16. Ҫӳлхуҫа ҫак халӑха Хӑй тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртме пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пушхиртех пӗтерчӗ, тейӗҫ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иккӗмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пӗлӗт Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫийӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ; 12. Израиль ывӑлӗсем вара тапӑрӑн-тапӑрӑн Синай пушхирӗнчен хускалса тухнӑ; пӗлӗт Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн, Израиль ывӑлӗсем хускалса ҫула тухнӑ, пӗлӗт чарӑннӑ тӗлте Израиль ывӑлӗсем чатӑр карса тапӑра ларнӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пуху чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ; 35. Моисей пуху чатӑрне кӗреймен, мӗншӗн тесессӗн ӑна пӗлӗт хупӑрласа-хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулса тӑнӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ; 20. Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑхать те тавралӑха — тӗлӗннипе хытсах каять: таҫта аякра, тачка та хӑмӑр пӗлӗт ҫинче, ҫичӗ-сакӑр тӗспе асамат кӗперӗ ялкӑшать, курӑксем пурте тумлам шӑрҫасем ҫакнӑ, кайӑксем каҫса кайсах чӗвӗлтетеҫҫӗ, ытармалла мар юрӑ-кӗвӗ янратаҫҫӗ…
Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.
Ара, ҫаплах ӗнтӗ, юр вӑл — пӗлӗт ҫинчен вӗлтӗртетсе аннӑ япалах.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӳпере пӗлӗт татки курӑнмасть.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Мӗн шыраса тупнӑ пулать-ха вӑл ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте?
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ таранах ҫав тери илемлӗ вӗсен тӑрӑхӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӑл вырӑна ҫитнӗ тӗле тӗттӗмленчӗ, инҫетре ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте ҫеҫ, ҫутӑ йӗр палӑрать.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӑл сенкер тӳпенелле пӑхрӗ, вӑл тап-таса, пӗр пӗлӗт те ҫук.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Хӗл Мучи, пӗлӗт ҫине ку ҫул пӗрремӗш хут улӑхса кайнӑскер, тӗк татнӑ чухнехи пек мамӑк-юр шӑлса тӑкать ҫӗрелле вӑрӑм ҫулӑкӗпе.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Паллах ӗнтӗ, атьӑр-ха хамӑра передовойра хӳтӗлекен тата пире пуҫ тӑрринче мирлӗ пӗлӗт паракансемшӗн кӗлтӑвар.
Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... em-3754051
Тӗтрелӗх контрастлӑ мар кӑвак пӗлӗт евӗр курӑнӗ, унӑн пайӗсене уйӑрса илмешкӗн нумайччен пӑхса тӑма тивӗ.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
Бинокльпе е пысӑках мар телескоппа пӑхсан вӑл хӑйӗнчен аяккинчи ҫӑлтӑрсен капламӗллӗ уҫӑмсӑр формӑллӑ ҫутӑ пӗлӗт пек уҫҫӑн палӑрса тӑрать.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
Бинокльпе пӑхсан, Лагуна шупка ҫӑлтӑр чечекӗ евӗр курӑнакан пӗлӗт евӗрлӗ пӑнчӑ пек курӑнать.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97
Лагуна тӗтрелӗхӗ (акӑл. Messier 8, NGC 6523, M 8, выр. Мессье 8) — Ухӑҫӑ ҫӑлтӑрлӑхӗнчи ҫӑлтӑрсен хушшинчи калӑпӑшлӑ пӗлӗт тата H II область.
Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97