Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрланса (тĕпĕ: пӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ай-гу чӗри пӑрланса ларчӗ, юлашкинчен ниҫта кайса кӗрейми тапа пуҫларӗ.

Сердце у Ай-гу замерло, а потом бешено заколотилось.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Молчун хапхана кӑштах уҫрӗ те пӑрланса ларнӑ юра мӗнпур вӑйран лумпа тӑрӑнтарчӗ, пӗрре тӑрантарсах виҫӗ пӑт чухлӗ пӑр купташкине катса кӑларчӗ.

Молчун приоткрыл ворота и с такой силой ахнул ломом по обледенелому сугробу, что разом отколол огромный кус льда, пуда в три весом.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юр ҫинче ура лапписем путӑк йӗр хӑвармаҫҫӗ, пӑрланса хытса ларнӑ ҫиелти юр хытти тӗпренчӗкӗсене кашкӑр чӗрнисем чавса кӑларнӑ тӗлсенче чавнӑ вырӑнсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ — ахах пӗрчисем акӑннӑ йӑлтӑркка йӗр выртса юлать.

На снегу не лягут отпечатки лапных подушек, а там, где когти вырвут обледеневший комочек наста, останется искрящаяся царапина — жемчужный след.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, пасар площадӗнчи пӑрланса ларнӑ шыв кӳлленчӗкӗсем ҫине лаплаттарса пуса-пуса, шӑнса пӑрланнӑ вӑкӑр тислӗк муклашкисенчен такӑнкаласа, утса пырать.

Он шел, шлепая по замерзшим лужам, спотыкаясь о смерзки бычьего помета на базарной площади.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ачи, амӑшӗн кӑкӑрӗ ҫумне пичӗпе ҫыпҫӑнса, хӑравҫӑ куҫӗпе ҫынсем ҫине вӑрттӑн пӑха-пӑха илет, — вӑл хӑй пурӑнма пуҫланӑ малтанхи кунах хӑраса курнӑ пулас, хӑрушлӑх вара ун чунӗнче ӗмӗрлӗхех пӑрланса юлнӑ.

Ребенок, прильнув щекой к ее груди, искоса, с холодным ужасом в глазах смотрит на людей, — он, видимо, был напоен страхом в первый день жизни, и страх заледенел в нем на все дни ее.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Салтаксем пӑшалӗсене ывтӑнтарса илнӗ те пеме тӗлленӗ, — халӑх патнелле штыкӗсене тӑсса, пурте сыхӑ, пурте пӗр евӗрлӗ шак хытса, пӑрланса кайнӑ пек тӑнӑ.

Солдаты взмахнули ружьями, взяв на прицел, и все оледенели в однообразной, сторожкой позе, вытянув к толпе штыки.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Санькан аллисем пӑрланса кайрӗҫ, вӑл сехри хӑпас патне ҫитнипе аяккинелле пӑхрӗ, унӑн куҫӗсем Тимка куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.

У Саньки похолодели руки, он растерянно оглянулся, встретился глазами с Тимкой.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Улпута каласа кӑтартам ак эпӗ, — хаяррӑн хӑйӑлтатса каларӗ вӑл кучера: — сана ӑҫтан ярса тытмаллине те тупӗ вӑл, сан сухална та якатса ярӗ вӑл: куратӑн-и авӑ, йӑлтах пӑрланса ларнӑ сухалу!

— А вот как я скажу барину-то, — начал он с яростью хрипеть на кучера, — так он найдет, за что и тебя ухватить: он тебе бороду-то выгладит: вишь, она у тебя в сосульках вся!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Йывӑҫсене касса ямалла, унтан пӑрланса кайнӑ вулӑсене сыпламалла, машина ҫине тиемелле.

Приходилось и валить лес, и вручную распиливать огромные обледенелые стволы, грузить на машины.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малицӑсем ытларах та ытларах нӳрленеҫҫӗ, ҫав нӳрӗ пӑрланса ларасси ҫинчен шутласанах вара темӗнле ӳт-тире ҫӳҫентерекен сивӗ шӑмма та кайса тивет.

Всё больше сыреют малицы, и уже какой-то нервный холод заранее пробирает до костей, как подумаешь, что эта сырость может замёрзнуть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫулӗ чӑнах та хӑрушӑ, сылтӑмра, пуҫ тӑрринче, юр кӳмерккисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫил вӗрнӗ-вӗрменех ту хушшине татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ; тӑвӑр ҫул хӑш-пӗр тӗлте юрпа хывӑннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ура путса анать, хӑш-пӗр ҫӗрте тата хӗвел ӑшӑтнипе юр ирӗлнӗ те каҫхи сивӗпе пӑрланса ларнӑ, эпир хамӑр та аран-аран утатпӑр, лашасем шуса ӳкеҫҫӗ.

И точно, дорога опасная: направо висели над нашими головами груды снега, готовые, кажется, при первом порыве ветра оборваться в ущелье; узкая дорога частию была покрыта снегом, который в иных местах проваливался под ногами, в других превращался в лед от действия солнечных лучей и ночных морозов, так что с трудом мы сами пробирались; лошади падали;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Анчах ҫӗрле пӑрланса ларнӑ хӑйӑр ҫинче аллисем вӑйсӑррӑн каялла шурӗҫ.

Но руки бессильно скользили по обледеневшему за ночь песку.

12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унтан вӑл юр айӗнчен пӑрланса кайнӑ кивӗ плащ-палатка чавса кӑларчӗ те унпа сестрана типтерлӗн витрӗ, ҫиелтен тата темиҫе хыр туратти витсе хучӗ…

Потом он выкопал из-под снега заскорузлую, обледенелую плащ-палатку, бережно покрыл ею труп сестры, положил сверху несколько сосновых веток…

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Шутсӑр шӑлса кайнӑ чухнехи пекех Гекӑн чӗри те пӑрланса ларнӑн туйӑнчӗ.

Сердце Гека сжалось от смертельного холода.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех