Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кӗркунне пуласпа тӑшман Мускав патне персе ҫитрӗ.

Но к осени враг подошел и к Москве.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Е сана та каҫ пуласпа арӑму шырама пуҫлать-и?

И тебя ближе к вечеру жена начнёт искать.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Каҫ пуласпа ытти мӗнпур савӑнӑҫсем ҫумне тата тепӗр савӑнӑҫ хушӑнчӗ, Том тата тепӗр лайӑх хыпӑр илтрӗ: тахҫанах туса ирттерме хатӗрленнӗ пикнике ыран тумаллаччӗ тесе, Бекки, хӑйӗн амӑше ҫумне ҫыпӑҫса, ӑна аптӑратсах ҫитернӗ, ҫавӑппа та юлашкинчен амӑшӗ ыран туса ирттерме килӗшнӗ.

День закончился очень удачно и весело, Том услышал ещё одну хорошу новость: Бекки упросила наконец свою маму устроить завтра долгожданный пикник, и та согласилась.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫ пуласпа Бекки Тэчер хуйхӑрса пушӑ шкул картишӗ тӑрӑх пӗчченех утса ҫӳрерӗ, хӑйне хӑй вӑл питӗ телейсӗр тесе шутларӗ.

К концу дня Бекки Тэтчер забрела на опустевший школьный двор, не зная, куда деваться от тоски.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем кашни сехетре тенӗ пекех шыва кӗчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем лагере каҫ пуласпа тин таврӑнчӗҫ.

Через каждый час они купались, и день перевалил уже за половину, когда они вернулись в лагерь.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

17. Давид [вӗсене] тӗттӗм пуласпа [тапӑннӑ] та вӗсене тепӗр кунхи каҫченех аркатнӑ; тӗвесем ҫине ларса тарнӑ тӑватҫӗр яш ачасӑр пуҫне ыттисем пӗри те хӑтӑлайман.

17. [И напал на них] и поражал их Давид от сумерек до вечера другого дня, и никто из них не спасся, кроме четырехсот юношей, которые сели на верблюдов и убежали.

1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Кӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмсипе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ.

11. Голубь возвратился к нему в вечернее время, и вот, свежий масличный лист во рту у него, и Ной узнал, что вода сошла с земли.

Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех