Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
шанчӑклӑ (тĕпĕ: шанчӑклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кирлӗ пулсан, шанчӑклӑ тус иккенне курӑр-ха.

— Если будет надобно, то увидите, что верный друг.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах хӑй, Давыдова колхоз стройне курайманнине тарӑна тата шанчӑклӑ пытарма пултарайман, вӑл, ҫав курайманлӑх; унӑн е асӑрхаймасӑр каласа янӑ сӑмахӗнче, е скептикла куллинче палӑрнӑ, е хӗретсе хуратнӑ хурҫӑ пек йӑлтӑркка тӗксӗм кӑвак куҫӗсенче урнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илнӗ те ҫавӑнтах ҫухалнӑ.

Но ненависть к Давыдову и к колхозному строю он не мог глубоко и надежно запрятать, временами, помимо его воли, она прорывалась у него то в неосторожно сказанном слове, то в скептической улыбке, то бешеными огоньками вспыхивала и тотчас гасла в темно-синих, как вороненая сталь, глазах.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр шанчӑклӑ меслет кӑна ҫак ачасенчен хӑтӑлма май панӑ.

Было лишь одно верное средство избавиться от преследования.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Айта, шанчӑклӑ та типӗ вырӑна кайса пытарар ҫаксене.

Пойдем, спрячем все это в надежном и сухом месте.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн шанчӑклӑ карчӑкӑм!

Верная старушка моя!

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех