Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑри суд приставӗсем пӗлтӗр парӑма кӗнӗ ҫынсемпе предприятисенчен 4 млрд ытла тенкӗ шыраса илнӗ, ҫав шутран 2 млрд яхӑнӑшне бюджета хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пуҫлӑх пуканне йышӑнаканскер ӗҫтешӗпе явӑҫнине Ирина питӗ йывӑра илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хӗрӗ Ирина ун чухне Шупашкарта аслӑ пӗлӳ илнӗ, пурӑннӑшӑн, вӗреннӗшӗн ашшӗ тӳлесе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ашшӗ Мускавра ӗҫлесе илнӗ шалӑвне ниепле те кӗтсе илеймен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Батановсемпе Калаковсем опекӑна илнӗ ачисене амӑшӗнчен курайман ӑшӑлӑха, юратӑва туйма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Настьӑна — Батановсем, Сарӑна Калаковсем опекӑна илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Иккӗмӗш ачи, 3 ҫулти Миша, ку тӗнчепе яланлӑхах сывпуллашсан ҫеҫ опекӑпа попечительлӗх органӗ хӗрарӑмран ачисене туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗчӗкскер Зилене курсан ассӑн сывласа илнӗ те хыттӑн ыталанӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Унта туса илнӗ утӑ хӗл каҫмалӑх ҫитессе шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑҫал Розовсем 30 гектара яхӑн ҫӗр тара илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫав ҫулта мӑшӑр ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшакан патшалӑх программипе усӑ курса 200 пин тенке яхӑн укҫа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Нумаях пулмасть вӑл районти искусство шкулӗн хореографи уйрӑмне вӗренсе пӗтернине ҫирӗплетекен сертификат илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Комсомольскинче пурӑнакансем аса илнӗ тӑрӑх, вӗсем 2000 ҫулта юлашкинчен «Титаник» фильма курса киленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӑтам ҫӗрулмине ҫумалла, куҫӗсене чакаласа илнӗ хыҫҫӑн хуппипех вӗтӗ теркӑпа хырмалла.

Куҫарса пулӑш

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Пӗр виҫепе илнӗ аслати курӑкне /фиалка трехцветная/, чикен курӑкне /герань луговая/, илепере /донник/, ӳт илен курӑка /лабазник/, шур тӑрӑллӑ хыт курӑка /тысячелистник/, шапа пӑттине /ряска/ хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Сывласа илнӗ чухне хырӑма мӑкӑртмалла, сывласа кӑларнӑ чухне шалалла туртса кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫӗр илнӗ, ӑна ҫулсерен аслӑлатсах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Лаврентьев, Алексеева тата Скворцова тӳлев илнӗ чух служба вырӑнӗпе усӑ курса тата ушкӑнпа каварлашса пысӑк виҫепе улталанӑшӑн айӑплине ҫирӗплетнӗ, амнистие пӑрахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ асӑннӑ ҫынсене тӳлев илнӗ чух служба вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк виҫепе улталанӑшӑн айӑпланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Паян Мускавра вӗренсе алла диплом илнӗ ҫамрӑк ентешсен йышӗнче тӑван тӑрӑха таврӑнакан сахал.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех