Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чи сăмах пирĕн базăра пур.
чи (тĕпĕ: чи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ республикӑри чи лайӑх культурӑпа кану учрежденисен йышне ҫаксем лекнӗ: Улатӑр районӗнчи - Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи - Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи - Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи, Комсомольски районӗнчи - Урмаелти, Муркаш районӗнчи - Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи - Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи - Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи - Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Муниципалитетсен чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсен маттур ӗҫченӗсене палӑртассипе йӗркелекен конкурса хутшӑнма кӑҫал 61 заявка тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫара уран чупма, ӳт-пӳне юрпа сӑтӑрма пуҫланӑ вӑл чи малтан.

Сначала начал бегать босиком, обтирать свое тело снегом.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Ҫапла. Ҫапах та чи кирли - ӗҫлес, ӑсталас кӑмӑл-туйӑм пурри».

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чи тӗлӗнмелли — вӗсем калаҫаҫҫӗ.

Самое удивительное - они разговаривают.

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ара, чи савӑнмалли — иксӗмӗр те Шупашкараллах ҫул тытӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑнпа чи ҫывӑх тусӑмпа пӗр вӗренӳ заведенийӗнчи пӗр факультетра вӗренме май килменнине ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Унӑн мӑнукӗсенчен эпӗ чи асли тата пӗртен-пӗр хӗрача, ыттисем — арҫын ачасем.

Среди её внуков я самая старшая и единственная девочка, остальные - мальчики.

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Чи кирли, кашни ҫитӗнӳшӗн мухтамалла.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Халӗ вӗсенчен чи анлӑ сарӑлнисене пӑхса тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

— Библиотекӑран чи нумай кӗнеке илсе вулакансене тӑтӑшах палӑртатпӑр, — каласа парать Ольга Николаевна. — Ачасем хӑйсен ятне илтсен питӗ савӑнаҫҫӗ, пушшех те пикенсе вулама тытӑнаҫҫӗ.

— Часто отмечаем читателей, которые берут из библиотеки наибольшее количество книг, — рассказывает Ольга Николаевна. — Дети очень радуются, когда слышат свое имя, и еще усерднее начинают читать.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята виҫӗ хутчен ҫӗнсе илтӗм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫапах чи юратнисем пур.

Все же есть самые любимые.

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чи юратнӑ роль пур-и санӑн?

- У тебя есть самая любимая роль?

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Халӗ артист профессийӗ чи йывӑр ӗҫсенчен пӗри иккенне питӗ аван пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Зилешӑн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе пурнӑҫӗнчи чи пысӑк парне пулнӑ ку.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Нумаях пулмасть пӗчӗк Танзеля чи ҫывӑх ҫыннисене математика енӗпе ҫитӗнӳсем туса савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республикӑри конкурса хутшӑнса Ҫӗнӗ Мӑратри историпе краеведени музейӗнче кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Повесть о настоящем человеке», «Как закалялась сталь», «Молодая гвардия», «Тихий Дон», «Весна на Заречной улице», «Гусарская баллада», «Карнавальная ночь», «Трактористы», «Высота», «Вертикаль», «Земля Санникова», «Девчата» фильмсем чи юратнисем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Конкурсра чи пӗлтерӗшлӗ темӑсенчен пӗри - «Манӑн юратнӑ фильм».

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех