Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнӑ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
37. Ирхине, Навал урӑлса ҫитсессӗн, арӑмӗ ӑна мӗн курни-илтнине каласа панӑ, ӗнтӗ Навалӑн чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулнӑ, Навал чул пек хытса тӑнӑ.

37. Утром же, когда Навал отрезвился, жена его рассказала ему об этом, и замерло в нем сердце его, и стал он, как камень.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Навал [сиксе тӑнӑ та] Давид тарҫисене ҫапла хуравласа каланӑ: Давид кам-ха вӑл?

10. И [вскочил] Навал, [и] отвечал слугам Давидовым, и сказал: кто такой Давид,

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давид тӑнӑ та шӑппӑн кӑна Саулӑн ҫиелти тумтирӗн аркине касса илнӗ.

Давид встал и тихонько отрезал край от верхней одежды Саула.

1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Давидпа унӑн ҫыннисем Иесимонран сылтӑмарах, Маон пушхирӗнче тӳремлӗхре, тӑнӑ.

Давид же и люди его были в пустыне Маон, на равнине, направо от Иесимона.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул ун чухне Гивӑра ту ҫинчи юман айӗнче ларнӑ, унӑн аллинче сӑнӑ пулнӑ, ӑна хӑйӗн пӗтӗм тарҫи хупӑрласа тӑнӑ.

Саул сидел тогда в Гиве под дубом на горе, с копьем в руке, и все слуги его окружали его.

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ун патне ӗнтӗ хӗн-хур тӳсекенсем, парӑмшӑн асапланакансем, чун-чӗри хуҫӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ, вӑл вӗсенӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; унпа пӗрле тӑватҫӗре яхӑн ҫын пулнӑ.

2. И собрались к нему все притесненные и все должники и все огорченные душею, и сделался он начальником над ними; и было с ним около четырехсот человек.

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Самуилпа пӗрле тухса кайнӑ, вӗсем Навафра [Рамӑра] чарӑнса тӑнӑ.

И пошел он с Самуилом, и остановились они в Навафе [в Раме].

1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Саул Давидран тата хытӑрах хӑрама пуҫланӑ, вӑл пӗтӗм пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех унӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ.

29. И стал Саул еще больше бояться Давида и сделался врагом его на всю жизнь.

1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Саул ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Давидпа пӗрле пулнине [тата ӑна пӗтӗм Израиль юратнине], Давида Саул хӗрӗ Мелхола та юратнине курса-пӗлсе тӑнӑ.

28. И увидел Саул и узнал, что Господь с Давидом [и весь Израиль любит его,] и что Мелхола, дочь Саула, любила Давида.

1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Вӑл пиччӗшӗнчен тепӗр ҫын еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ та ҫав сӑмахсенех каланӑ, халӑх ӑна унчченхи пекех хуравланӑ.

30. И отворотился от него к другому и говорил те же слова, и отвечал ему народ по-прежнему.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Израиль ҫыннисемпе филистимсем пӗр-пӗрне хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.

21. И расположили Израильтяне и Филистимляне строй против строя.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Давид ирхине ирех тӑрса сурӑхӗсене хуралҫӑна шанса панӑ та ҫӗклемне илсе, хӑйне Иессей хушнӑ пек, ҫула тухнӑ; вӑл лавсем патне пырса ҫитнӗ, ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра ҫар йӗркеленсе тӑнӑ пулнӑ, кӑшкӑрашса, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ.

20. И встал Давид рано утром, и поручил овец сторожу, и, взяв ношу, пошел, как приказал ему Иессей, и пришел к обозу, когда войско выведено было в строй и с криком готовилось к сражению.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫавӑ тӑнӑ та израильсен ҫарне ҫапла кӑшкӑрса каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапӑҫма тухрӑр?

8. И стал он и кричал к полкам Израильским, говоря им: зачем вышли вы воевать?

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Филистимсем пӗр енчи ту ҫинче, Израиль ҫыннисем тепӗр енчи ту ҫинче тӑнӑ, вӗсем хушшинче айлӑм пулнӑ.

3. И стали Филистимляне на горе с одной стороны, и Израильтяне на горе с другой стороны, а между ними была долина.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Саулпа Израиль ҫыннисем Юман айлӑмӗнче вырӑнаҫнӑ та филистимсемпе ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ.

2. А Саул и Израильтяне собрались и расположились станом в долине дуба и приготовились к войне против Филистимлян.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма ҫар пухнӑ та Иудейӑри Сокхоф хулине пуҫтарӑннӑ, Сокхофпа Азек хушшинчи Ефес-Даммим хулинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.

1. Филистимляне собрали войска свои для войны и собрались в Сокхофе, что в Иудее, и расположились станом между Сокхофом и Азеком в Ефес-Даммиме.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Давид ӗнтӗ Саул патне ҫитнӗ те уншӑн ӗҫлесе пурӑнма тытӑннӑ, Саул ӑна питех те килӗштернӗ, Давид унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пулса тӑнӑ.

21. И пришел Давид к Саулу и служил пред ним, и очень понравился ему и сделался его оруженосцем.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун патне чӗтрекен Агаг пырса тӑнӑ, каланӑ вара Агаг: вилӗм асапӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ? тенӗ.

И подошел к нему Агаг дрожащий, и сказал Агаг: конечно горечь смерти миновалась?

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вара Самуил каланӑ: ху Израиль йӑхӗсен патши пулса тӑнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ чухне эсӗ хӑвна ху пӗчӗк ҫын вырӑнне ҫеҫ хуманччӗ-и-ха?

17. И сказал Самуил: не малым ли ты был в глазах твоих, когда сделался главою колен Израилевых, и Господь помазал тебя царем над Израилем?

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Самуил ирхине ирех тӑнӑ та Саулпа тӗл пулма кайнӑ.

12. И встал Самуил рано утром и пошел навстречу Саулу.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех