Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанса (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр ача пек ашшӗ-амӑшне шанса ларайман-ҫке.

Не мог же сидет, как некоторые дети, надеясь на родителей.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

— Хамӑн катӑк ӑсӑм-пуҫӑмпа эпӗ Григорий Пантелеевича ку ӗҫе шанса памастпӑр пулӗ тесе шутлатӑп.

— Я так думаю своим глупым разумом — что Григорию Пантелевичу не дадим мы этую должность.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Апла пулсан, шанса пама пултаратӑр-и эсир ӑна хӑвӑрӑн ывӑлӑрсемпе мӑнукӑрсене?

Можете ли вы ему доверить своих сынов и внуков?

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каледин вилнӗ хыҫҫӑн Новочеркасск станици влаҫа походнӑй атаман генерал Назаров аллине шанса парать.

После смерти Каледина Новочеркасская станица вручила власть походному атаману Войска Донского генералу Назарову.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чернецова, ҫав вӑрӑ-хураха, контрреволюционера, Голубов аллине шанса пама-и?..

На поруки ему Чернецова, этого разбойника и контрреволюционера?..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Дон ревкомӗ ячӗпе сире — хӑвӑра шанса панӑ икӗ сотньӑпа пӗрле халех позицирен тухма, тӑшмана сылтӑм флангран ҫавӑрса илме хатӗрленсе, кунтан курӑнакан ҫил арманӗнчен сулахай енчи участока тип ҫырма тӑрӑх юртӑпа васкаса кайма хушатӑп…

Приказываю вам именем Донского ревкома с двумя вверенными вашему командованию сотнями сняться с позиций и спешным аллюром идти в обхват правого фланга противника, имея направление на участок, что виден отсюда, немного левее ветряка, по балке…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйне вӑл питӗ йӗркеллӗ тытрӗ, ҫапах та, ытти делегатсем майлах, калаҫу ӑнӑҫлӑ вӗҫленессе шанса пӗтермерӗ пулас.

Держался он с достоинством, но, видимо, как и все члены делегации, чувствовал себя не совсем уверенно.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйне хӑй ҫирӗп шанса тыткалани, васкама юратманни, чӗрӗ вӑй тапса тӑни сисӗнет.

Каждое движение его было налито твердой медлительной уверенностью, зрелой силой.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑччен пулнӑ вӑл, — халӗ те пур, малалла та нихҫан иксӗлмӗ, мӗншӗн тесен, эпир хамӑр пурнӑҫа коммунистсен партине шанса патӑмӑр — ку тӗлте Прохор сӑмахне алӑ ҫупса татрӗҫ, ҫынсем лӑпланса ҫитсен, Прохор малалла каларӗ:

Было это до войны — и сызнова есть, будет и никогда не переведется, потому как жизнь свою мы поручили нашей дорогой коммунистической партии — в этом месте речь Прохора была прервана аплодисментами, и когда снова наступила тишина, Прохор продолжал:

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл халӗ те хӑйӗн ӗмӗчӗпе пурӑнать-ха; упӑшки унӑн канал ҫинче вӑхӑтлӑха кӑна ӗҫлет, ҫулла вӗсен хӑйсен ҫурчӗ, хӑйсен ҫамрӑк сачӗ пулассине шанса тӑрать…

Она еще живет надеждами, что муж ее на канале работает временно, что к лету у них будет и свой дом, и молодой сад…

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун пек пысӑк ӗҫе ватӑ Тутариновпа ӑна Никита Мальцева, шанса панӑ, — ку факт ӗнтӗ пит нумая пӗлтернӗ.

Такую важную работу доверили ему, Никите Мальцеву, и старшему Тутаринову, — и этот факт значил многое.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫынсем сана власть шанса пачӗҫ, сана ӗненчӗҫ, эсӗ мӗн хӑтлантӑн?

Люди тебе дали власть, они тебе верили, а ты что сделал?

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапӑ касса ҫӗклесе, упӑшкине килкарти ҫавӑрма пулӑшакан Анфиса та ҫакна шанса тӑнӑ.

Верила и Анфиса, помогая мужу рубить и носить хворост и огораживать им двор.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унта вӑл Корнилова тата ҫав ӗҫпеле арестленӗ ытти ҫынсене хӑй аллине шанса пама ыйтать.

В нем он настоятельно просил Корнилова и остальных арестованных на поруки.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах Петроградри рабочисемпе салтаксем эсир каинсем пулмӑр тесе шанса тӑраҫҫӗ.

Но петроградские рабочие и солдаты надеются, что вы не будете каинами.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑн пек правительствӑна шанса тӑма ҫук, унран телейсӗр Российӑшӑн нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та килме пултараймасть…

Такому правительству верить нельзя и вместе с ним не может быть спасения несчастной России…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Мана мӗн тери пысӑк ӗҫ шанса пачӗҫ.

«Мне доверили такое большое дело.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Керенский хыҫӗнчен тахҫантан ӗмӗтленсе кӗтнӗ чӑн-чӑн халӑх влаҫӗ килессе вӑл темрен те хытӑ шанса пурӑнать.

Что после Керенского будет желанная, подлинно своя власть, — в этом он был больше чем уверен.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав операцие тӳрремӗн ертсе пыма Крымов генерала шанса паратӑп.

Непосредственное руководство операцией передаю генералу Крымову.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Штаб начальникӗ, хӑйӗнчен нимӗн пытармасӑр, хӑйне пӗтӗмпе шанса тӑнӑ чух ҫеҫ ҫак ӗҫре юлма пултарать.

Начальник штаба может оставаться на своем месте лишь при полном доверии со стороны начальника.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех