Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Хӑвӑра вӗрентекенсене ан манӑр, вӗсем сире Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ; вӗсем епле пурӑннине, епле вилнине пӗлсе тӑрса, вӗсем ӗненнӗ пек ӗненме тӑрӑшӑр.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Астӑвӑр, хӑвӑра калаканран ан пӑрӑнӑр.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха, 5. эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 6. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33. е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34. эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Моисей, саккун мӗн хушнине пурне те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа парсассӑн, пӑру юнӗпе качака юнӗ илсе шыв хушнӑ та, ӑна хӗрлӗ ҫӑмпа тата исоппа саккун кӗнеки ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе каланӑ: 20. «ҫакӑ — хӑвӑра Турӑ панӑ халалӑн юнӗ» тенӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир хӑвӑра мӗн хушнине эсир Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе унччен мӗнле пурӑнӑҫласа пынӑ, малашне те ҫаплах пурӑнӑҫласса шансах тӑратпӑр.4. Мы уверены о вас в Господе, что вы исполняете и будете исполнять то, что мы вам повелеваем.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа тупма, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн мухтавне курма Турӑ сире эпир хӑвӑра пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар урлӑ чӗнсе илнӗ.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй тӑвансем, пирӗн ӗнтӗ сирӗншӗн ялан Турра тав тумалла: эсир хытӑран хытӑ ӗненсе пыратӑр, пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр; 4. ҫавӑнпа эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑвӑра хӑвӑр пур усалтан та чарса тӑрӑр.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑвансем, эпир тата ҫакна тума ыйтатпӑр: хӑвӑрӑн ӗненекен ушкӑнӑршӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче яваплӑ ҫынсене, хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра ӑс паракансене хисеплӗр, 13. вӗсене эсир пуринчен ытла ӗҫӗсемшӗн юратса хисеплӗр; пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй тӑвансем, сире йӑлӑнатпӑр: пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр; 11. эпир хӑвӑра хушнӑ пек лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑр ӗҫӗре туса тӑма, хӑвӑр аллӑрпа ӗҫлесе пурӑнма тӑрӑшӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ сире таса пулма хушать: хӑвӑра хӑвӑр аскӑнлӑхран чарса тӑрӑр; 4. хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр, 5. Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр; 6. хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр: ҫавӑншӑн пуриншӗн те Турӑ тавӑрать — ун ҫинчен эпир сире унччен те хытарсах каланӑччӗ.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑвӑр пӗлетӗр: эпир сире, пурсӑра та хамӑр ачамӑрсем пек курса, 12. хӑвӑра Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавлӑхне курма чӗнсе илнӗ Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархаслаттӑмӑр, ӳкӗтлеттӗмӗр, йӑлӑнаттӑмӑр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир пирӗнтен тата Ҫӳлхуҫамӑртан тӗслӗх илтӗр: хӑвӑра мӗнле хӗсӗрленине пӑхмасӑр Таса Сывлӑш панӑ Ырӑ Хыпара йышӑнтӑр; 7. ҫапла эсир Македонипе Ахаири пур ӗненекеншӗн те тӗслӗх пулса тӑтӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗненменнисемпе хӑвӑра хӑвӑр ӑслӑ-тӑнлӑ тыткалӑр, вӗсемпе вӑхӑтне пӗлсе калаҫӑр.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑра чӗрӗлӗх паракан Христос килсессӗн, Унпа пӗрле эсир те мухтавлӑ пулса тӑратӑр.4. Когда же явится Христос, жизнь ваша, тогда и вы явитесь с Ним во славе.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр: 7. Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр, ӗненнӗҫемӗн ӗненсе Турра тав туса пурӑнӑр.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир яланах итлекенччӗ — манӑн умра анчах мар, тата ытларах халӗ, эпӗ сирӗнпе мар чухне, — хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр: 13. Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кирек хӑш вӑхӑтра та эсир, хӑвӑра Сывлӑш хистенӗ пек, тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр; яланах тӑрӑшса кӗлтӑвӑр; пур сӑваплӑ ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, 19. маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ вӗрентнӗ чухне Турӑ мана кирлӗ сӑмахсем патӑрччӗ, Ырӑ Хыпарӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен манӑн хӑюллӑн каласа парасчӗ.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр.33. Так каждый из вас да любит свою жену, как самого себя; а жена да боится своего мужа.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.