Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир тавӑрнине Эпӗ кӗҫех тата ҫӑмӑллӑнах хӑвӑр пуҫӑр ҫине ҫавӑрӑп, 5. мӗншӗн тесен эсир Манӑн кӗмӗлӗме, Манӑн ылтӑнӑма илтӗр, Манӑн чи лайӑх хаклӑ япаламсене хӑвӑр туррӑрсен кӗлеткин ҫурчӗсене кӗртсе хутӑр; 6. Иуда ывӑлӗсемпе Иерусалим ывӑлӗсене, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен кӑларса ярас тесе, эллинсен ывӑлӗсене сутрӑр.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ун валли Эпӗ чи кирлӗ саккунсем ҫыртӑм, анчах вӗсене вӑл ют саккунсем вырӑнне хучӗ.12. Написал Я ему важные законы Мои, но они сочтены им как бы чужие.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӑл чи илемлӗ ҫӗршыва пырса кӗрӗ, темӗн чухлӗ ҫӗре тустарса тухӗ, Эдом, Моав тата Аммон ывӑлӗсен пысӑк пайӗ ҫеҫ ун аллинчен сыхланса юлӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Навуходоносор ӗнтӗ тилӗрсех кайнӑ, Седрах ҫине, Мисахпа Авденаго ҫине хаяррӑн пӑхса илнӗ те кӑмакана унчченхинчен ҫичӗ хут хӗрӳрех хутма хушнӑ; 20. хӑй ҫарӗнчи чи вӑйлӑ арсене вӑл Седраха, Мисаха тата Авденагона ҫыхса пӑрахма, унтан вут-ҫулӑмпах хӗрсе ҫунакан кӑмакана ывӑтма хушнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн тупӑкӗсене ҫӗр тӗпне чи аяла лартнӑ, унӑн эшкерӗ — унӑн тупӑкӗ тавра, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сан халӑху вӑйлисен хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗ; вӗсем пурте — халӑхсем хушшинче чи хаяррисем, вӗсем Египет мӑнаҫлӑхне аркатӗҫ, унӑн пӗтӗм йышӗ тӗп пулӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара ӑна ют ҫӗр ҫыннисем, халӑхсем хушшинче чи хаяррисем, касса пӑрахрӗҫ те тусем ҫине йӑвантарчӗҫ; унӑн турачӗсем пур айлӑма та ӳкрӗҫ; унӑн хунавӗсем ҫӗр ҫинчи мӗнпур васанта вакланчӗҫ, ун хӳттинчи халӑхсем пурте унтан кайрӗҫ, ӑна пӑрахса хӑварчӗҫ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑна тата унӑн халӑхне, халӑхсем хушшинче чи хаяррине, ҫак ҫӗре пӗтерме илсе килӗҫ: вӗсем Египета хирӗҫ хӗҫӗсене туртса кӑларӗҫ, ҫӗр тулли вилнӗ ҫын пулӗ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тир патшишӗн хӳхле, кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ — пахалӑх тӗслӗхӗ, эсӗ — тулли ӑслӑлӑх, чи аслӑ илем.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук; 4. ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн; 5. пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ — 6. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн 7. акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ; 8. сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Савӑпа Раема сутуҫисем санпа чи паха ырӑ шӑршӑлӑхпа тата тӗрлӗ хаклӑ чулпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, таварушӑн сана ылтӑнпа тӳлетчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: пысӑк ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатлӑскер, вӑрӑм тӗклӗскер, мамӑклӑскер, тӗрлӗ тӗслӗскер, Ливан тӑвӗ ҫине вӗҫсе килнӗ те кедр тӑррине татса илнӗ, 4. унтан ҫамрӑк хунавсенчен чи ҫӳлтине татса илнӗ те, ӑна Ханаан ҫӗрне йӑтса кайса, сутуҫӑсен хулине хунӑ; 5. кайран ҫак ҫӗрӗн вӑрлӑхне илнӗ те ӑна вӑрлӑх ҫӗрне, хӑва хунавне лартнӑ евӗр, пысӑк шывсем хӗррине лартнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ ҫапла ылтӑн-кӗмӗлпе капӑрлантӑн, туму та санӑн виссон та пурҫӑнччӗ, тӗрӗллӗ кӗпеччӗ; ҫиессе те эсӗ чи паха тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр, пыл тата ҫу ҫиеттӗн, эсӗ ытармалла мар хӳхӗмччӗ, эсӗ патша пек чаплӑ пулса ҫитнӗччӗ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ чи усал халӑхсене илсе килӗп, ҫавсем вӗсен ҫурчӗсене туртса илӗҫ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чи юлашкинчен пурӑннисем ҫутӑ курнӑ, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ, анчах ӑслӑлӑх ҫулне пӗлеймен; 21. унӑн сукмакӗсене ӑнланса илеймен, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӑслӑлӑх патне ҫитеймен; вӗсем унӑн ҫулӗнчен аякра пулнӑ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сионӑн хаклӑ ывӑлӗсем, чи таса ылтӑнпа танлӑскерсем, тӑм савӑтпа, чӳлмекҫӗ алли тунӑ япалапа, танлашрӗҫ!
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман хурлӑхӑма курсамччӗ, тӑшман ытла та чапа тухса кайрӗ!» 10. Тӑшман унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫине алӑ тӑсрӗ; вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Таса Ҫуртне суя тӗнлисем кӗнине курать, Эсӗ вара унта, Хӑвӑн пухӑвна, вӗсене кӗртме хушманччӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Инкеклӗ те асаплӑ кунӗсенче Иерусалим хӑйӗн ӗлӗкхи чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫинчен аса илчӗ, халӗ унӑн халӑхне тӑшман алли ҫапса ӳкерчӗ те — ӑна никам та пулӑшмасть; ӑна усал суннисем ун ҫине пӑхаҫҫӗ те унӑн шӑматкунӗсенчен кулаҫҫӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.