Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасен (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасен ҫуртне ҫитнӗ чух вунпӗрмӗш сехетчӗ, алӑксене хупнӑ пуль тесе, кӑштах хӑрарӑм эпӗ.

Когда я подходил к детдому, шел уже одиннадцатый час, и я немного боялся, что двери уже закрыты.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫуртӗнче ӗлӗкхи пекехчӗ, Серафима Петровна ҫеҫ кайнӑччӗ, ун вырӑнне халь арҫын учитель Суткин килнӗччӗ.

В детдоме все было по-старому, только Серафима Петровна перешла в старшие классы, и на ее место поступил мужчина-воспитатель Суткин.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ӑна кам пӗлтӗр-ха, хам ҫакӑнта ачасен ҫуртӗнче ачашланса пурӑннӑ чух вӑл ӑҫта-ӑҫта ҫӳренине?..

Но все-таки кто знает, где он побывал, пока я, как пай-мальчик, жил в детском доме…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ачасен ҫуртӗнчен тарса кайнӑ пирки вӑл пӗр сӑмах та каламанран ман кӑмӑла хӑварчӗ, илтмен пекех пулчӗ вал ун ҫинчен.

Я был немного огорчен, что доктор ни слова не сказал об этой истории, которая заставила меня удрать из детдома, и даже, кажется, вообще пропустил ее мимо ушей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫуртӗнчен тарасси питӗ сайра пулать тенӗ пек ӑнлантӑм эп ӑна, питех сайра та мар, тесе пӳлсе каласшӑнччӗ хам.

Я решил, что он думает, что удрать из детдома — редкая штука, и хотел возразить, что совсем не редкая, но он снова сказал:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах ҫыхӑннӑ май, хам ачасен ҫуртӗнчен мӗншӗн тухса тарнине ӑна пӗтӗмпех каласа памалла пулчӗ.

Слово за словом пришлось рассказать ему, когда и почему я удрал из детдома.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче, ҫапла куҫӑма уҫрӑм та, хам ачасен ҫуртӗнче пулӗ тесе, кровать ҫинчен сиксе тӑрасшӑн пултӑм.

Однажды я открыл глаза и хотел вскочить с кровати, вообразив, что нахожусь в детдоме…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пушахчӗ ачасен ҫуртӗнче, шкул та пушӑ.

Пусто было в детдоме, пусто в школе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валька ларнӑ ҫӗртенех: ачасен ҫуртӗнчи ачасене те комсомола ҫырӑнма юрать-и, тесе ыйтрӗ.

Валька спросил с места, можно ли записываться детдомовцам, и,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫуртӗнчи дежурнӑй уксах Яфет эпир пурсӑмӑр та ҫывӑратпӑр-и тесе икӗ хут та пӑхма килчӗ.

Дежурный по детдому, хромой Яфет, уже дважды приходил смотреть, спим мы или бузим, все ли легли.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫуртӗнче пурӑнакансене испытани турӗҫ те, мана иккӗмӗш класа кӗртрӗҫ.

Детский дом был подвергнут испытаниям, и меня послали во второй класс.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫурчӗ пӗтӗмпех «коммунӑсем» ҫине пайланса тӑрать: пӗчченшерӗн ӗҫме-ҫиме тупма кансӗр-ҫке-ха.

Весь детдом делится на «коммуны»: в одиночку трудно добывать «снабжение».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫурчӗ аяккинчеччӗ-ха: пирӗн ҫине никам та пӑхмастчӗ.

Детский дом был в стороне: на нас никто не обращал внимания.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маларах эп асӑннӑччӗ пулас-ха, пирӗн ачасен ҫурчӗ, Наробраз шучӗпе, ҫамрӑк ӑслайҫӑсен питомникӗ пекчӗ, тесе.

Кажется, я уже упоминал, что, по мнению Наробраза, наш детский дом был чем-то вроде питомника юных дарований.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хамӑр пӗрле ҫӳренӗ вырӑна пур ҫӗре те ҫитсе шырарӑм, чарусӑр ачасенчен ыйта-ыйта пӗлтӗм, распределительсем патӗнче ӑна тупаймӑп-и тесе кун ирттереттӗм, ачасен ҫурчӗсене кая-кая пӑхаттӑм.

Я обошел все места, по которым мы бродили, спрашивал о нем у беспризорников, дежурил у распределителей, у детских домов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫуртӗнче мана хама кура килӗшетчӗ ӗнтӗ.

В общем, мне понравилось в детском доме.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сивӗсем иртсенех — курса ҫеҫ юл, таратӑп ачасен ҫуртӗнчен, тесеттӗм.

Спадут морозы — и до свиданья, только меня и видели в детском доме!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана ырӑ сунса, ачасен юратӑвӗпе юратса кӗтсе илме хатӗрленччӗр; ун пек тумасассӑн, тискер асаппа асаплантарса вӗлерӗп.

Присоветуй им встретить меня с детской любовию и послушанием; не то не избежать им лютой казни.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак саманта эпӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса юлтӑм: эпӗ тӑм кӗлетке тунине никам та курмарӗ; тахҫанхи вӑрӑ, темле майпа килсӗр-ҫуртсӑр ачасен распределительне килсе лекнӗскер, вокзалсенче «иккӗн мӗнле ӗҫлемелли» ҫинчен каласа ларать.

Я запомнил эту минуту: никто не видел, что я леплю; старый вор, попавший каким-то чудом в распределитель для беспризорных, рассказывал о том, как на вокзалах «работают в паре».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен те кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ, ав, — ассан сывларӗ Даша инке.

– И дети—то расстроились, – вздохнув, сказала тетя Даша,

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех