Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑ сăмах пирĕн базăра пур.
авӑ (тĕпĕ: авӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ авӑ епле хӗҫпӑшалсем шутласа кӑларнӑ.

Теперь ить вон какая оружия пошла.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑ вӗсем! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, сулахай алӑ пӳрнисене йӑшӑлантарса.

— Вот они! — крикнул, шевеля пальцами левой руки.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ман утӑн, авӑ, малти таканӗ хӑпӑнса ӳкнӗ.

— А мой на передок расковался.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ан тив ҫапӑҫчӑр, пирӗн авӑ тырпул пуҫтарӑнмасӑрах юлать.

Они пущай воюют, а у нас хлеба не убратые!

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лере авӑ, казаксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн учӗсене сиктерсе пыракан ҫул ҫинче, хутор еннелле тусан хӳреленсе тӑсӑлса выртать.

А там, где, выбравшись на шлях, скакали они толпою, тянулся к хутору серый хвостище пыли.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫӑ тухӗ те акӑ — тӳрех илсе кайӗҫ, эсӗ, авӑ, мӗн чухлӗ ҫурласа тултаратӑн, — Мартин аллипе кӗтеселле, сарса хунӑ кӗҫҫе ҫинче харлаттарса выртакан ачисем ҫинелле сулса кӑтартрӗ.

Случись война — заберут, а ты их вон сколько нащенила, — Мартин махал в угол, где на полсти плелись мышиные писки и храп спавших вповалку детей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий те, авӑ, ҫырать ҫырӑвӗнче…

Григорий вон прописал в письме…

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Атте авӑ ӑҫта ҫитрӗ ӗнтӗ…

А то батя вон где уж…

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑ вӑл!..

— Вон он!..

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пур, авӑ мӗн шухӑшласа кӑларать!

А он, ать, придумал!..

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир иксӗмӗр пуян ҫынсем, авӑ епле!.. — Сашка аллисемпе ҫапкаланса илнӗ.

Мы с тобой богатые, во!.. — Сашка, корячась, широко расплескивал руки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑ ҫын кӗтсе тӑрать, кай.

Вон человек ждет, иди.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ах, авӑ епле.

— Ах, вон как.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑ вӑл!..

Вон он!..

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Авӑ сана епле таканланӑ иккен, — тӑрӑхласа илчӗ Иван Алексеевич.

Ишь как тебя подковали-то, — подсмеивался Иван Алексеевич.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, кайӑк вӗҫсе иртнине сӑнаса тӑчӗ те: — Ӑшӑтать, кӑнтӑралла ҫул тытать авӑ, — терӗ.

Петро проследил за полетом, сказал: — К теплу, на юг правится.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тухӑр авӑ картишне, унта тӳпелешӗр.

— Вон на баз, там и склещитесь.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пирӗн вуникӗ пар вӑкӑр, имени авӑ епле, тепӗр енчен, вӑл мужик, эпир акӑ казаксем.

— У нас четырнадцать пар быков, именье вон какое, опять же он мужик, а мы казаки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аякра, авӑ, тихасем тулхӑрса ҫӳреҫҫӗ, кӑнтӑр енчен вӑштӑртатакан вӗри ҫил вӗсен мӑйӗнчен ҫакса янӑ шӑнкравсен сассине Дон ҫинелле хӑваласа килет.

Вдали взбрыкивали жеребята, и тягучий смех балабонов, привешенных к их шеям, несло к Дону южным горячим ветром.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пуп патне чупмалла, вӑл авӑ, эсрелӗ пуҫӗ, таҫта кайса ҫухалчӗ.

— К попу надо бечь, а он, проклятый, запропал.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех