Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чи сăмах пирĕн базăра пур.
чи (тĕпĕ: чи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн Кӗҫӗн Тӑван ялӗн ҫыннисем иртнӗ канмалли кунсенче «Чи таса ялшӑн» девизпа ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илемшӗн тӑрӑшрӗҫ // Роза ГАВРИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.04.22

«Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республикӑри конкурспа килӗшӳллӗн тӗп библиотекӑра Вӑрнар ен ҫыравҫисемпе - Улькка Эльменпе (Ольга Геннадьевна Куликова) тата Станислав Отрывановпа - тӗл пулу иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ // В.БОРОВКОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавна май чи малтан организм мӗн ҫине аллерги панине уҫӑмлатмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра сипленмелле // Л.ХАБИБРАХМАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Туянакан чи малтанах 7580 тенкӗ тӳленӗ те ытти суммӑна кредитпа тӳлеме килӗшӳ ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхсӑр тавар сутнӑшӑн явап тытма тивет // А.ТУМАЛАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кунта чи малтанах хуҫалӑх ертӳҫипе Фиргать Галиескеровичпа тӗл пулчӗҫ, тип-тикӗс те ем-ешӗл кӗрхи культурӑсен анисене, сӳреленӗ хирсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пъедестал ҫинчи чи ҫӳллӗ картлашка ҫине чуманкассисем хӑпарнӑ, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсене муркашсемпе ярославкӑсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

«Суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле. Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - тенӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Алена Аршинова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, «Единая Россия» чи малтанах _ вӑйлӑ команда.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн итогӗсемпе Тӑвайри вӑтам шкул Раҫҫейри ялсенчи чи лайӑх 200 шкул шутне кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пирӗн умра курӑмлӑ ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ - экономикӑри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр чи ҫывӑх ҫулсенче социаллӑ инфратытӑм объекчӗсен строительствине малалла тӑсасси, хамӑр ҫине илнӗ пӗтӗм тивӗҫе пурнӑҫлассине тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Волейбол выляссине сарас, вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхса ӳсес тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи чи лайӑх командӑсене палӑртас тӗллевпе ҫулленех «Чӑваш Республикинчи шкулсен волейбол лиги» Чемпионатне ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче райадминистрацин пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев чи малтанах «Победа» ОООра ҫуракин пирвайхи тапхӑрӗпе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Уявӑн чи паллӑ саманчӗ - конкурс финалисчӗсене чыслани.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хӑнасемпе ветерансем, хальхи вӑхӑтра ҫак канӑҫсӑр ӗҫре тӑрӑшакансем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, шкул ачисем чи малтанах «Елчӗкри пушар чаҫне – 55 ҫул» фильмпа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Аслӑ Елчӗк районти, ҫавӑн пекех республикӑри чи пысӑк ялсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫемьери тӑнӑҫлӑх, чи ҫывӑх ҫынсен хисепӗпе юратӑвӗ те, паллах, Ольга Крыловӑна пур ӗҫре те пуҫаруллӑ пулма хистет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ара, ялхуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсемшӗн ҫурхи суха тума пуҫличчен хӑмӑлсемпе хыт хураран хӑтӑлмалли чи йӳнӗ мел пулса тӑрать-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑмӑла ҫунтарни - хӑрушӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Паян та пирӗн хамӑрӑн паттӑрсем пур, вӗсен йышӗнче чи палли - Шупашкар каччи, Европӑпа тӗнче чемпионӗ Алексей Германов.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Спортӑн чи ҫамрӑк енӗ пулин те спорт аэробики пӗтӗм тӗнчипе анлӑ сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех