Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗске ҫак вӑхӑтра пӗр миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ, — уҫӑмлатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Эпӗ аякра ӗҫлесе ҫӳренӗ вӑхӑтра еркӗнне киле илсе килнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӗске вӑхӑтра Владик мӗнле кӑна пӑтӑрмаха ҫакланмарӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юлашки вӑхӑтра шапашникӑн пурнӑҫӗ йывӑрланнӑ: улталани, укҫасӑр таврӑнни пулкаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Аслисем эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра Настя Сарӑпа Мишӑна лӑплантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Хальхи вӑхӑтра унашкаллисене салтака та илеҫҫӗ», — шухӑшланӑ хӗрарӑм хӑйӗн ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Выльӑх хӑҫан пӗтӗленнине, вӑл хӑш вӑхӑтра пӑруламаллине ҫырсах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хальхи вӑхӑтра шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн фермӑна кайса пуҫа чикекен, ҫинҫе пилӗке йывӑр ӗҫпе авакан пикесем ҫукпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юсамалла-и, пӗр-пӗр шыв пӑрӑхне улӑштармалла-и - пур ӗҫе те вӑхӑтра тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫак вӑхӑтра районта пурӑнакансем тӗрлӗ фильмсем курса савӑннине паянхи кун та лайӑх ас тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Чылайӑшӗ юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫӑмӑлттай теме пӑхать пулин те, маттуррисем, тӑрӑшуллисем те йышлӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Хула ҫыннисен пушӑ вӑхӑтра кайса кино курма май килет-ха, ялта пурӑнакансен ҫакӑн пек май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ял ҫыннисене хумхантаракан ыйтусене информаци кунӗн членӗсем яланах шута илсе, ӑна ҫитес вӑхӑтра татса пама е хуравлама шантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Паянхи куна илсен, районта ҫурхи шыв-шура ирттерсе яма, ака ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кунсӑр пуҫне ҫурхи ака ӗҫӗсене те вӑхӑтра ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫивӗч кӗрешӳ тӗп вӑхӑтра каллех никам ҫӗнтерейменнипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре комплекслӑ ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе 56 проект пурнӑҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

«Урмарская» КСО» акционерсен хупӑ обществинче ӗҫлекенсем вара сӑмаха ҫилпе вӗҫтерме хӑнӑхман, ҫавӑнпа та палӑртнӑ вӑхӑтра хӑтлӑ ҫурт пурӑнакансене йышӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Кунта пурнӑҫланакан ӗҫсемпе Александр Иванович кӑмӑллӑ пулнине пӗлтернӗ, строительсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве вӑхӑтра пурнӑҫласса шанни ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Вӑл вӑхӑтра В.Афиногенов районти халӑх судӗнче тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех