Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хунтӑкассинчи Мария Александровна мӑнукӗсене хӑйӗн ҫунатти айне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗр ӗнерен 4-5 пин литр сӗт суса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӑл — ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп Палли» ордена /1986 ҫ./, Халӑхсен туслӑхӗн орденне /1986 ҫ./, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале, тӗрлӗ ҫулта ВДНХн ылтӑн, кӗмӗл тата бронза медалӗсене, «Социализм ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи» палла тивӗҫнӗ, нумай-нумай Хисеп хутне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх — 2015 ҫулта 19793 ҫемье 204,5 млн тенкӗлӗх субсиди /кашни ҫемье пуҫне вӑтамран 861,2 тенкӗ/ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе – регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер – каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелениӗ «ҫӳп-ҫап вӑрҫи» ҫав-ҫавах тӑсӑлать-ха, каяша уйӑрасси тата суйласа илнӗ ӑпӑр-тапӑрпа производствӑра усӑ курасси вара иккӗмӗш вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Симӗс патруль» эксперчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳллӗ рейтингра влаҫӑн вырӑнти органӗсем хӑйсенчен ыйтакан информаципе тивӗҫтерес тӗллевпе общество организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗр пулнине те шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Рейтинга палӑртнӑ чухне мӗнле кӑтартусене шута илнӗ?

Куҫарса пулӑш

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чалӑм-кӑкшӑмсем районти депутатсен Пухӑвӗн депутатне Владимир Тимофеева чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Лидия Михайловна темиҫе хутчен те тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисене илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 72 ӗҫсӗр ҫынна шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Иртнӗ ҫул хӑйсене ӗҫ тупса пама 1379 ҫын ыйтупа тухнӑ, вӗсенчен 260 ҫын ӗҫсӗр- рине ӗнентерекен статуса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ытти хӗрсем те тӗрлӗ сумлӑ ятсене ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӗрентекен профессине суйласа илнӗ Надежда ҫемйипе Комсомольски районӗнче пурӑнать.

Выбравшая профессию учителя Надежда вместе с семьей живет в Комсомольском районе.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Куҫӑмсӑр майпа Улатӑрти ялхуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, бухгалтер профессине алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ӗҫчен хӗре ял каччи - Михаил Емельянов куҫ хывнӑ, ӑна хӑйӗн мӑшӑрӗ пулма суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Унта пӗр ҫулталӑк вӗренсе Настя пахчаҫӑ профессине алла илнӗ, колхозри садпа пахча бригадинче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

2015 ҫулта 362 документ упрама илнӗ.

В 2015 году 362 документов взяли на хранение.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Командӑсем пӗтӗмӗшле миҫе очко пухнине шута илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: виҫҫӗмӗш вырӑнта - «Новый путь» кооператив, иккӗмӗшӗ - Тури Выла ялӗн команди, пӗрремӗш вырӑнта Ехремкасси ял тӑрӑхӗн команди.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ялти арҫынсенчен 46 проценчӗ професси пӗлӗвӗ илнӗ, 30 проценчӗ - вӑтам пӗлӳллӗ.

Из сельских мужчин 46 процентов получили профессиональное образование, 30 процентов - со средним образованием.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулара тӗпленсе пурӑнма кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех