Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пулӗ (тĕпĕ: пулӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Саншӑн хӑрушӑ мар пулӗ, пирӗншӗн, ҫакна пӗлсе тӑр эсӗ, унтан япӑххи пулма та пултараймасть! — чӗрре кӗрсе кайрӗ Поляница.

— Для тебя, может быть, и не страшная, а для нас, имей в виду, хуже и быть не может! — запальчиво продолжал Поляница.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ пӗлетӗн пулӗ: тӗттӗм каҫра та кашӑк ҫӑвара тупать.

— Ну, знаешь ли, и в темную ночь ложку мимо рта не пронесешь.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫывӑрма выртас умӗн ҫеҫен хире каятпӑр та пӗр-пӗрне критиклеме тытӑнатпӑр, ҫапах та пӗрне-пӗри партие юрӑхлӑ тесе шутларӑмӑр, анчах эсир хӑвӑр хушӑра мӗнле йышӑнатӑр, ҫавӑн пек пулӗ.

Перед тем как устраиваться на ночевку, уйдем в степь и начинаем критику один на одного наводить, но все-таки признали один одного к партии годными, а там уж как вы промеж себя порешите, так и будет.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Бригада нушисемпе асапӗсем ҫинчен вӑл татах та каласа каятчӗ пулӗ те, анчах ун сӑмахне Давыдов пӳлчӗ:

Он, пожалуй, был бы не прочь еще продолжить свой притворно-грустный рассказ о нуждах и мытарствах бригады, но Давыдов прервал его:

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, ҫавӑнпа пурин ҫине те шӑл хӑйрать пулӗ.

Может, через это он на всех и клацает зубами.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пурнӑҫ чухӑнне кура, мӑн яшкара какай ҫулталӑкра пӗрре пулать, эпӗ вара апат хыҫҫӑн яланах урама тухса утатӑп, ҫак пӳрнепе шӑл хушшине чакала-чакала суратӑп, ҫавӑнпа та ҫынсем: «Вӑт ылханлӑ Устин, епле пуян пурӑнать! Кашни кун какай ҫиет, нихҫан та пӗтмест вӑл унӑн!» — тесе шутлаҫҫӗ пулӗ.

При моей бедности мясцо-то во щах у меня бывает раз в году, а тут я кажин день после обеда иду по улице, в зубах этим пальцем ковыряю да сплевываю, а люди небось думают: «Вот проклятый Устин как богато живет! Кажин день мясо жрет, и никак оно у него не переводится!»

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫапла пулӗ ҫав, манса хӑварнӑ курӑнать… — Хутора чупса кай та, илсе кил ӑна!

— То-то и оно, что, как видно, забыл… — Ну, сбегай в хутор, принеси его!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пуху мӗнле йышӑнать, ҫавӑн пек пулӗ те.

Как собрание постановит, так и будет.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирвайхи юрату чӑнах та манӑҫа тухмасть пулӗ ҫав вӑл…

Что ж, видно, и на самом деле первая любовь не забывается…

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сана пӗр пытармасӑр каласан, Ҫемен, эпӗ манӑн арӑм пулнӑскер Тимошка виллине курсан макӑрма пуҫлать пулӗ тесе шутланӑччӗ…

— Признаться тебе, Семен, я боялся, что заголосит моя предбывшая, когда увидит мертвого Тимошку…

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аппӑшӗ патӗнчех-тӗр-ха, Тимофей пирки сӑмах йӑнасса кӗтет пулӗ.

Наверняка у тетки живет, выжидает, когда улягутся разговоры о Тимофее.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку вӑл лайӑхрах та пулӗ: пуҫлӑхсенчен камӑн та пулин хуторта пулмаллах вӗт.

Оно так-то, пожалуй, и лучше будет: надо же кому-нибудь из руководителей на всякий случай в хуторе быть.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, ӑна ҫак яланах ӗҫлӗ те ҫиллес пек курӑнакан, ҫынсенчен кӑштах пӑрӑнакан ҫын халӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки тӗл пулура, тата урӑх енчен лайӑх курӑнчӗ пулӗ?

Быть может, иным представился ей за эту последнюю в их жизни встречу всегда суровый и немножко нелюдимый человек?

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, вӑл та, ку та хӑваланӑ пулӗ, анчах вӑл тӳсеймен, килнӗ…

А может быть, и то и другое вместе, но он не выдержал и пришел…

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кун ҫинчен эпир шухӑшлӑпӑр, кинемей, хӑв таврӑннӑ ҫӗре пурте йӗркеллех пулӗ, хальхи пекех, — лӑплантарчӗ ӑна Разметнов.

— Об этом уже мы побеспокоимся, тетушка, и к твоему возвращению все будет в порядке, как и зараз, — успокоил ее Размётнов.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсир ӑнсӑртран Давыдова шырамастӑр пулӗ вӗт?

— Вы не Давыдова, случаем, ищете?

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр сехетрен вара Хопровсен крыльцине такам та пырса таптарӗ пулӗ, унта тӗве ури йӗрне те лаша ури йӗрӗнчен уйӑрса илме май ҫукчӗ пулӗ.

А через час на крыльце у Хопровых небось так натоптали, что и верблюжьего следа от конского нельзя было отличить.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн кӑна тумарӑмӑр, мӗнле кӑна тӑрӑшмарӑмӑр пулӗ, тулкки вара ҫаплах пулмарӗ.

Что мы только ни делали, как ни старались, а все без толку.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Айтуруй, мӗн чул асап курмастӑп пулӗ эпӗ унпа — шутласа та кӑларас ҫук!

Господи боже мой, сколько я разного тиранства от него принимаю — нет числа.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн пӗр ҫур виҫине чакарчӗ пулӗ, ала витӗр алланӑ пек алларӗ пулӗ.

Считай, добрую половину веса она с него спустила, просеяла, как сквозь сито.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех