Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тинех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чим-ха, юрать, ак тинех аса илтӗм, ак ил-ха Кандов ҫырӑвне, вӑл ӑна апрелӗн вун тӑххӑрмӗшӗнче Рада хыҫҫӑнах Клисурӑна кайнӑ кун ҫырнӑ пулнӑ.

Да, кстати, хорошо, что я вспомнил, возьми вот, почитай письмо, которое он написал девятнадцатого апреля, в тот самый день, когда уехал вслед за нею в Клисуру.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех мана Рада ҫинчен ан асӑнтар та.

Не напоминай мне о ней.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех ун пирки калаҫар та мар, — терӗ вӑл.

— Не будем говорить об этом теперь, — сказал он.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех васкама та кирлӗ мар, — терӗ тухтӑр, — тӗттӗм пулсанах Хамбарев арманне кайӑпӑр та, Лилко бай сана мӗн кирлине пӗтӗмпех парса ярӗ.

— Теперь все это не к спеху, — сказал доктор, — как стемнеет, пойдем на Хамбареву мельницу, и Лилко тебя снабдит всем, чем нужно.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем те кунта алӑка шакканине асӑрхарӗҫ ӗнтӗ, мана тинех ҫакланать, — пӑшӑлтатнӑ Димчо пуп, Соколова ҫӑмӑллӑнах тӗксе кӑларса.

Они уже видели, что ты толкнулся сюда, мне тоже несдобровать, — прошептал поп Димчо, легонько выталкивая Соколова за ворота.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех хӑй халиччен пӗлменни тупӑнса ҫитрӗ.

Он понял то, что до сих пор было для него загадкой.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех ӗнтӗ санпа пӗр-пӗринчен уйрӑлмастпӑр.

Но теперь уж мы с тобой не расстанемся.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Башибузук куҫ чалӑртса арман еннелле пӑхрӗ, шӑхӑрни ҫавӑнтан илтӗнсеччӗ-ҫке, вара тинех алӑпа сулкалакан Огнянова асӑрхаса, каялла васкавлӑн чупса анчӗ.

Башибузук, выпучив глаза, смотрел на мельницу, из которой доносился свист, и, заметив наконец Огнянова, махавшего руками, стремительно бросился бежать назад.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ тинех ҫав ҫын суккӑр Колчо иккенне уйӑрса илчӗ.

Наконец она узнала слепого Колчо.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак хайхискер тинех хӑй чи малтан пӗлмеллине асне илчӗ: ӑҫта пытанса тӑрать-ха Огнянов?

И тут только Рада вспомнила о том, о чем следовало спросить себя в первую очередь: а где же скрывается Огнянов?

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ҫакна пӗр хут вуласа тухрӗ, унтан тепӗр хут, виҫҫӗмӗш хут та вуларӗ, вара тинех ҫак ҫырӑва вӑл хӑех ун патне Боримечкӑран парса янине асне илчӗ.

Рада прочитала эти строки раз, другой, третий и тут только с трепетом заметила, что записка написана на чистой половине того самого письма, которое она в те страшные часы послала Огнянову через Боримечку.

IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑр ҫине тӑрсах хистенине пула паян ак тинех ӑна пӳртрен кӑларчӗҫ те Юрданӑн хула тулашӗнчи улма пахчине ҫитерчӗҫ, кунта ӑна кӑштах ҫӳретӗр терӗҫ, уҫӑ сывлӑшра пултӑр терӗҫ.

По настоятельному требованию врача сегодня ее наконец вывели из дома и задворками провели в загородный сад Юрдана, чтобы она здесь немного походила и подышала чистым воздухом.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те урам пуш-пушӑ иккенне тинех асӑрхарӗ, ниҫта та пӗр чӗрӗ чун та ҫук…

Оглянувшись, она лишь теперь заметила, что улица совершенно пуста — ни живой души кругом…

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Бойчо пиччӗшне» те ҫаплах пусса вӗлерме пултарасса вӑл тинех тӗшмӗртсе илчӗ, — ӑна тытма тесех килнӗ-ҫке кунта тӗрӗксем..

Теперь она вообразила, что, значит, и братца Бойчо зарежут, — за ним-то и пришли сюда турки.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ тинех Марийка тухрӗ, вӑл ҫарран, чуллӑ сукмак тӑрӑх сиккелесе чупса Бяла Черкваналла васкарӗ.

Наконец, Марийка вышла и, босая, побежала вприпрыжку по острым камням, устилавшим тропинку, направляясь в Бяла-Черкву.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урайӗнче мӗн пуррине тинех ӑнланчӗ вӑл.

И он понял, что это такое.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Балканӑн ҫара тӳпинче бук кати те ҫук, пытанмалли урӑх вырӑн та курӑнмасть, ӗнтӗ тинех каялла кайсан ухмаха тухниех пулӗччӗ — унта хӑй вилӗмне кӗтсе илме кайнӑ пекех пулать, ҫавна ӑнланчӗ вӑл, пӗр кӗтмен ҫӗртен Бяла Черква тӗлне тухни те кӑнтӑр ҫутинче вырӑнсӑр.

Неожиданно очутившись над Бяла-Черквой, стоя среди бела дня на этой голой балканской вершине, где не было ни буковой рощи, ни другого укромного места, куда можно было бы спрятаться, он понял, что возвращаться назад безумие, — это значило бы добровольно идти на верную гибель.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чун варӗнче мӗн кӑна вӗресе тӑратчӗ-ши, ҫавӑ тинех капланса ҫитсе татӑлчӗ те вӗри куҫҫульпе шӑранса тӑкӑнчӗ.

Все, что накипело у него в душе, изливалось теперь потоками горючих слез.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗрелле ӳпне выртрӗ вӑл, ӑшӗ ытла тӑкӑлса ҫитнипе чӑтаймасӑр тинех хӗрарӑм пек уласа йӗрсе ячӗ.

Он припал лицом к земле и разрыдался, как женщина.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех чун кӗрсе ҫитнӗ пек пулчӗ Бойчона.

Всем сердцем почувствовал Бойчо благодатное облегчение.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех