Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах май, 2014 ҫулта халӑх культурине упраса хӑварас, йӑла-йӗркене аталантарас, ачасене, аслӑ ӑрурисене тӑван тата тӗнче культурипе ҫывӑхлатас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн культура учрежденине Раҫҫей Президенчӗн 100 пин тенкӗлӗх грантне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Прокуратура сотрудникӗсен умне уйрӑм требованисем лартаҫҫӗ, вӗт тунӑ преступленисемшӗн наказани парасран пӑрӑнса юлма май паман принцип тухӑҫлӑн пурнӑҫланасси ытларах чухне сирӗн професси ӑсталӑхӗнчен тата компентентлӑхӑртан килет.

К сотрудникам прокуратуры предъявляются особые требования, ведь от вашего профессионализма и компетентности, честности и порядочности во многом зависит эффективность реализации принципа неотвратимости наказания за совершенные преступления.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1556241

Пичет, телерадиовещани тата массӑллӑ коммуникацисен хатӗрӗсен министерствин /2002/, РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин, ЧР Патшалӑх Канашӗн /2000/, Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн /1997, 1998/ Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ, ЧР Президенчӗ Тав тунӑ /2006/.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Иртнӗ тапхӑрта Журналистсен пӗрлӗхӗн активӗ ҫине таянса тунӑ кашни пысӑкрах ӗҫ-проект куҫ умне тухать.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Пӗлтӗр 1199 гектар ҫинче ҫӗртме тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Сӗт сутакансемпе килӗшӳ тунӑ, пахалӑхне тӗрӗслетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Халӗ ал ӗҫ тунӑ хушӑра сывӑ пурнӑҫ йӗркипе паллаштаракан «ЗОЖ» журналти материалсене тишкереҫҫӗ, хушӑран зарядка тӑваҫҫӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Муниципалитетӑн ачасен ӳнер шкулӗн чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет тытӑмӗнчи музейӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацисене, шел те, пӗрер ҫын кӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, ҫавӑнпа кунта конкурс иртмен тесе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Акӑ, авалхи Грецин юрату Туррине, Афродитӑна, тата авалхи Рим философне, Сенекӑна, пӑхӑртан тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Управлени ӗҫченӗсем ӗҫ укҫинчен алимент тытса юлмалла тунӑ организацисен бухгалтерне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ку хисеп ӳснине палӑртмалла. Халӗ кунашкал производствӑсем — 200-е яхӑн. Ҫакӑ, паллах, ҫӗршыври кризиспа, ҫӗр-ҫӗр ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнипе те ҫыхӑннӑ. Алимент тӳлеменнисен 45% ӗҫлет. Укҫа-тенкӗ шыраса илмелле тунӑ ҫынсен 10% тӳлет, 5% — шыравра, 10% уголовлӑ явап тытать», — пӗлтерчӗ Мария Александровна.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗлтӗр управлени ку тӗлӗшпе 7,5 пин ытла йышӑну тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫак самантра хӗрарӑмӑн чӗри кӑлт! тунӑ: ку — унӑн хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Автомашина багажникӗнче асамлӑ юмахри пек шатер тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

М.Пуклаков предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителӗсене, уйрӑм ҫын предпринимательсене, чунӗпе хытман ҫынсене ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Лайӑххин чикки ҫук теҫҫӗ — хальччен тунӑ ӗҫсемпе, паянхи ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫакна палӑртса вӗсем улӑмран тунӑ катемпие ҫунтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Амӑшӗ Матрена Степанова паллӑ трактористка пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗсем ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр уйра тракторпа суха тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑрнар паттӑрӗсем Ҫӑварни уявланӑ май кире пуканӗ йӑтса, вӗрен туртса, ал вӑйӗ виҫсе тупӑшма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хӗвел аниччен евчӗ хӗре ҫураҫса та хунӑ, анне аттепе ҫемье ҫавӑрма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех