Шырав
Шырав ĕçĕ:
28. Вара чӗлхе-ҫӑварӑм уҫӑлчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма тытӑнтӑм, ҫапла каларӑм: 29. эй Ҫӳлхуҫамӑм! пире Хӑвна кӑтартса, Эсӗ пирӗн аттемӗрсене, вӗсем Египетран тухсан, ҫын ҫӳремен пулӑхсӑр пушхирте курӑннӑ, 30. вара каланӑ: «итле Мана, Израиль, тӑнла Манӑн сӑмахӑма, Иаков вӑрлӑхӗ. 31. Акӑ Эпӗ сирӗн чун-чӗрене Хамӑн саккунӑма акатӑп, вӑл сирӗнте ҫимӗҫ кӳрӗ те, эсир унпа ӗмӗрех мухтавлӑ пулатӑр» тенӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ан ҫиллен пире, Хӑвӑн халӑхна хӗрхен, Хӑвӑн еткерне каҫар, — Эсӗ Ху пултарнӑ этемшӗн ырӑ кӑмӑллӑ, терӗм.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эхер те Эсӗ пире каҫарас тетӗн пулсассӑн, Сана хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пирӗн тӳрӗ ӗҫсем ҫук.32. Если Ты пожелаешь помиловать нас, то назовешься милосердым, потому что мы не имеем дел правды.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Пире валли пурӑнма сывлӑхпа канлӗх ҫурчӗсем хатӗрленӗ, эпир вара начар пурӑннӑ; 52. Ҫӳлти Туррӑн мухтавӗ йӑваш пурӑннисене хӳтӗлӗ, эпир вара усал ҫулсемпе ҫӳренӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Эпир юрӑхсӑра тухса хӗвӗшсе пурӑнатпӑр пулсан, хамӑра ӗмӗрлӗх шанчӑк панинче мӗн усси пире?120. Нам предсказана вечная надежда, а мы, непотребные, сделались суетными.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Эхер те пире вилӗмсӗрлӗх пама пулнӑ пулсан, анчах эпир вилӗм ӗҫӗсем туса пурӑннӑ пулсан, мӗн усси пур пирӗншӗн?119. Что пользы нам, если нам обещано бессмертное время, а мы делали смертные дела?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Эпир вилнӗ хыҫҫӑн та пурӑнатпӑр пулсан, анчах асапланатпӑр пулсан, пире мӗн усси?67. Что нам пользы в том, что мы будем снова жить, но будем жестоко мучиться?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Халӗ вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ нимӗн вырӑнне те хуман ҫак халӑхсем пире тытса тӑма пуҫларӗҫ, пире ҫисех яраҫҫӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Апла тӑр та апат ларса ҫи — пире, кӗтӳҫӗ хӑйӗн кӗтӗвне пӑрахса хӑварнӑ пек, усал кашкӑрсен аллине пӑрахса ан хӑвар, терӗ.18. Итак встань и вкуси хлеба, и не оставляй нас, как пастырь своего стада, в руках лукавых волков.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тен, пире пула, ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ҫылӑхӗсене пула тӳрӗ ҫынсене сӑвӑрас вӑхӑт вӑрахланӗ, терӗм.39. И, может быть, из-за нас не наполняются житницы праведных, и ради грехов живущих на земле.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Пире ырӑлӑх пулмарӗ, Хӑвна парӑнса пурӑннӑшӑн та пире нимӗн те тивмерӗ, эпӗ ӗнтӗ халӑхсем хушшинче ҫӳресе килтӗм — Санӑн ӳкӗтӳсене аса та илмеҫҫӗ пулин те, вӗсем тулӑх пурӑнӑҫпа пурӑннине куртӑм.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. эсир ун чухне ҫапла каларӑр: «Эсӗ пире ҫак пушхире мӗншӗн илсе килтӗн — вӗлерсе пӗтерме-и? ҫак пушхирте виличчен египетсене ӗҫлесе пурӑнни лайӑхрахчӗ пирӗншӗн» терӗр.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗлсех тӑрӑр: эхер те эпир вӗсене хирӗҫ мӗнле те пулин усал ӗҫ тусассӑн е кӳрентерес пулсассӑн, пире хирӗҫ тӑраканӗ этем мар пулӗ, пирӗн пӗтӗм ӗҫӗмӗршӗн яланах тавӑрса тӑраканни пур пуҫлӑха та тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ пулӗ. Сывлӑхлӑ пулӑр» тенӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир хамӑр та, пирӗн ачасем те сывӑ тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн аслӑ Турӑ пире ӗҫӗмӗрте, хамӑр кӑмӑл тунӑ пекех, вӑхӑтра пулӑшса пырать.Здравствуем и мы и дети наши, ибо великий Бог благопоспешествует нам в делах по нашему желанию.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ вара, Ӗмӗрхийӗ, пӗтӗм вӑй-хӑвата тытса тӑраканскер, пирӗн ҫине пӑхсамччӗ: 11. хӗрхенсемччӗ пире — йӗркерен тухнӑ ҫынсем ӑс ҫухатса пусахлаҫҫӗ, пире усал шухӑшлӑ ҫынсене вӗлернӗ пекех вӗлересшӗн.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эхер те ют ҫӗрсене куҫса кайса пурӑннӑ чухне пирӗн пурӑнӑҫӑмӑр усаллӑхпа тулчӗ пулсассӑн, пире тӑшман аллинчен хӑтарса Хӑвна кирлӗ пек вилӗмпе пӗтер пире — 9. Санӑн савнӑ ҫыннусем пӗтнишӗн тӗшмӗшлӗ ҫынсем «вӗсене хӑйсен Турри ҫӑлаймарӗ» тесе хӑйсенӗн ниме тӑман йӗрӗхӗсене ан мухтаччӑр.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара патшапа пӗрле ларакан тӑванӗсем унӑн улӑшӑнса тӑракан шухӑшӗнчен тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: патша, эсӗ пире, айван вырӑнне хунӑ пек, нумайччен сӑнасшӑн-и капла? Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут иудейсене пӗтерме хушатӑн, ӗҫне тӑвасси патне ҫитсессӗн вара ху мӗн хушнине каллех пӑрахӑҫа кӑларӑн-и?
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та эпир, вӗсем кирек хӑш самантра та пире хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗлсе ҫитсе, ҫапла хӑҫан та пулин хамӑра хирӗҫ сасартӑк пӑлхав ҫӗкленсессӗн, ҫак усал ҫынсем пире сутакансем, хаяр тӑшманӑмӑрсем пуласса малтанах курса тӑрса, 18. ҫапла хушатпӑр: ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех эпир асӑннӑ ҫынсене пур ҫӗртен те арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле вӑйпах, асаплантара-асаплантарах, тимӗрлесе пирӗн патӑмӑра вӗлерме ӑсатмалла: вӗсем пек усал шухӑшлӑ ҫынсем пӗр шелсӗр те мӑшкӑл вилӗме тивӗҫлӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем вара, ҫакна хӑйсемшӗн ирсӗрлӗх вырӑнне хурса, тата ҫуралассах усал кӑмӑллӑ ҫуралнипе ыррине йышӑнмасӑр, ялан начарри енне туртӑннӑран граждан правине, хаклӑран та хаклӑскерне, тиркерӗҫ анчах мар, пире таса чӗререн кӑмӑллакан йӑхташӗсенчен кӗретӗнех те, куҫ хыҫӗнче те йӗрӗнеҫҫӗ, вӗсем, тӑрлавсӑр пурӑнӑҫпа пурӑнакансем, яланах эпир хамӑр хунӑ йӗркесене кӗҫех пӑрахӑҫласса ӗмӗтленсе тӑраҫҫӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.