Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ухмах сăмах пирĕн базăра пур.
Ухмах (тĕпĕ: ухмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла, ухмах мар.

— Да, не дурак.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫав Джек — лайӑх негр, пӗртте ухмах мар.

Этот Джек — хороший негр, совсем не глупый.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ухмах ан пул, унсӑрӑн каллех мӗнле чир иккенне тавҫӑрса илеҫҫӗ.

Не будь дураком, а то опять догадаются, в чем дело.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫав ухмах этемӗн пӗрех хут ҫатма тытасчӗ те пӗр чарӑнмасӑр тӳнккесчӗ, анчах тавҫӑрса илеймест ҫав; хушӑран хушӑ ҫеҫ кӑшкӑрать, ҫавӑнпа эпӗ йӗр ҫухататӑп, ишессе эпӗ пурпӗрех ишетӗп-ха, акӑ, сасартӑк сасӑ хам хыҫрах илтӗнчӗ.

Думаю: хоть бы этот дурак догадался бить в сковородку да колотил бы все время; но он так и не догадался, и эти промежутки тишины между криками сбивали меня с толку, а я все греб и греб — и вдруг слышу крик позади себя.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫакӑншӑн йӑлтах эпе айӑплӑ; ухмах, эпӗ пач манса кайнӑ-ҫке: енчен ӑҫта та пулин вилӗ ҫӗлен пӑрахса хӑварсан, ун патне мӑшӑрӗ шуса пырса ун йӗри-тавра явӑнса выртатех.

А все оттого, что я, дурак, позабыл: если где-нибудь оставить мертвую змею, подружка обязательно туда приползет и обовьется вокруг нее.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Калас пулать, вӑл чӑннипех те ухмах.

Он и вправду придурковатый, надо тебе сказать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Акӑ ӗнтӗ утиялне те сирсе пӑрахрӗ, ухмах пек ура ҫине сиксе тӑчӗ те пуҫларӗ мана хӑвалама.

Скоро он сбросил одеяло, вскочил на ноги, как полоумный, увидел меня и давай за мной гоняться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ухмах сутса ҫӳриччен ҫав кермене вӗсен хӑйсем валли хӑварасчӗ.

Если не оставят этот дворец себе, вместо того чтобы валять дурака и упускать такой случай.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗркун эпӗ Уотсон миса маншӑн кӗлтума ыйтса пӑхрӑм, вӑл мана ухмах терӗ.

Как-то на днях я попросил мисс Уотсон помолиться вместо меня, а она обозвала меня дураком и даже не сказала, за что.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тасал, ухмах!

Вон, дурак!

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эс мӗн, мана ухмах тесе шутлатӑн-и?

 — Что ты думаешь, я — дурак?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ нимӗҫсем ҫинчен манса кайсах (Ухмах! Вӗсем мана ҫара алпах ярса илме пултарнӑ-ҫке!) раща патнелле ыткӑнтӑм.

Уже не думая о немцах (Идиот! А ведь они могли бы меня взять голыми руками!), я бросился в рощицу.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫав, леш, учительницӑна ухмах тесе кӳрентерекенни-и?

Тот самый, который учительницу… дурой обозвал?

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Парта хушшине кӗрсе ларчӗ те, пурте илтмелле: «Вӑт, чӑнах та, ухмах!» — тесе хучӗ.

Сел за парту и говорит: «Вот действительно дура!»

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун пирки ҫырман вӑл «ухмах» тесе, Лидия Викторовна пурпӗр ҫыпҫӑнчӗ, вӑйпах тетрадьне тытса илчӗ те хӑйне класран кӑларса ячӗ.

Он совсем не про нее «дура» написал, а Лидия Викторовна пристала, отняла силой тетрадку и выгнала его из класса.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ ӗнтӗ, хӑвӑрах куратӑр, халӑх ухмах мар, ӑнланаҫҫӗ вӗсем пурне те.

Так что, видите, народ не глупый, все понимает.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хама арестлеме ирӗк панӑшӑн эпӗ хама ухмах тесех шутлатӑп.

Я был настолько глуп, что позволил арестовать себя.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ ӑсран та тайӑлнӑ, тӳрленме пултарайман ухмах, вилессе те ҫавӑн пекех вилетӗп пулмалла, — тесе хучӗ.

Я сумасшедший, неисправимый безумец и, видно, уж таким умру…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑн пекех кӗл тӗслӗ те ухмах пит-куҫлӑ матуку текен кайӑк та, ытарма ҫук шурӑ натуту текен кӑйӑк та, хура урисемпе сарӑ сӑмсине кӑтартса, ниҫта хускалмасӑр ларса юлчӗҫ.

Цапли матуку — разновидность выпи, пепельного цвета, с глупой мордой — и великолепные котуту с белым оперением, чёрными лапами и жёлтым клювом, и не трогались с места.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах нимӗн тума та ҫук; ҫак тӑвӑлра ҫӗр шӑтӑкӗнчен ухмах ҫын кӑна тухма пултарӗ.

Но делать было нечего: было бы чистым безумием покинуть в эту бурю пещеру.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех