Шырав
Шырав ĕçĕ:
Виҫкӗтесленсе сарӑлакан пайӑркасен варринчи хӑрах куҫ та, синькӑпа сӑрласа тунӑ ҫӑлтӑрлӑ тӳперен пӑхакан Саваоф турӑ та, — янках курӑнать.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫӗнӗ шинель, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк, сӑран атӑ тӑхӑннӑ Ремневпа Солнцев маттуррӑн курӑнаҫҫӗ.Ремнев и Солнцев в новых шинелях, шапках с красной звездой и сапогах выглядели бравыми солдатами.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗррехинче, ҫӗрле, вӗсем чӳрече умӗнче пӗр-пӗрне нимӗн чӗнмесӗр, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт ҫине пӑхса киленсе ларнӑ чухне, садра, мунча патӗнче, ҫынсем тӑрмашни илтӗнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хулана ҫитме тата 40 ҫухрӑм ытла, ӑшӑ, ҫӑлтӑрлӑ каҫ.До города еще было 40 с лишним верст, ночь стояла теплая, звездная.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫӳлте ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх вут йӑртӑкӗ хӑварса бомбӑсем шӑхӑра-шӑхӑра иртрӗҫ; суллахайра тепӗр блиндажа кӗмелли шӑтӑк курӑнса тӑчӗ, вӑл шӑтӑк витӗр матроссен урисемпе ҫурӑмӗсем курӑнчӗҫ, ӳсӗр сассисем илтӗнчӗҫ; мал енче тар нӳхрепӗ курӑнса кайрӗ, нӳхреп тӗлӗнче пӗрмаях ҫынсем хӗвӗшрӗҫ, нӳхрепӗ тӑрринче вара хура пальто тӑхӑннӑ ҫын палӑрчӗ, вӑл аллисене ик кӗсьине чикнӗ те, пульӑсемпе бомбӑсем шӑхӑрнине пӑхмасӑрах мишуксемпе йӑтса килекен тӑмлӑ ҫӗре таптаса-хытарса тӑчӗ.
22 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сылтӑмра хуран курӑнакан тинӗс хаяррӑн шавласа выртать, ҫутӑрах хӑмӑр тӗслӗ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗтрен ӑна вӗҫӗмсӗр, таҫта ҫитиех тӑсӑлакан тӳп-тӳрӗ те хура йӗр уйӑрса тӑрать таҫта инҫетре тӑшман флотӗнчи карап ҫутисем курӑнкалаҫҫӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Пӗлетӗн-и, эпӗ вӑл бомбӑсене ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, Российӑра пӗр-пӗр ҫӑлтӑрлӑ каҫхине тула тухсан ӗнтӗ, маншӑн вӗсем пурте бомба пек туйӑнасси паллах: ҫав тери хӑнӑхса ҫитетӗн.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Перессе ҫине-ҫинех персе тӑмаҫҫӗ-мӗн; сайра-хутран кӑна, пӗрре пирӗннисем патӗнче, тепре вӗсем патӗнче ҫиҫӗм йӑлтлаткаласа илет, бомбӑн ҫутӑлакан трубки тӗксӗм те ҫӑлтӑрлӑ тӳпере пекӗ евӗр авӑнчӑк ҫутӑ йӗр хывать.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫук ҫав, пурпӗрех темскер ҫитмест этеме, ҫакнашкал уяр та пин-пин ҫӑлтӑрлӑ каҫ унӑн пӗрех-май ӑш вӗҫет…А на душе — непокой… в эту ясную тысячезвездную ночь у него на сердце свербит, словно кошки скребут.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Площадьре, тимӗр карта ӑшӗнче, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пысӑках мар памятник ларать.На площади, обрамленный железной оградой, стоит небольшой памятник с красной звездой.
Эпилог // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ӗлӗкхи пекех ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан костюмпа, пуҫне хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ картуз тӑхӑннӑ, вӑл васкамасӑр тата хуллен кӑна темӗнле кӑтартусем парать, сайра хутра ҫеҫ кӑштах хытӑрах сасӑпа калаҫкалать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
«Му-у… Му-у…» — мӗкӗрчӗ хӗрлӗ пӑру, ура ҫине тӑма хӑтланнӑ май шурӑ ҫӑлтӑрлӑ пуҫне ҫӗклесе.«Му-у… Му-у…» — пытаясь встать, мычал рыжий теленок, вытягивая голову с белой звездочкой на лбу.
6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫӑлтӑрлӑ каҫ пулнӑ.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Пирӗн планета йӗркеленнӗ вӑхӑтри миллиардшар ҫулсем хушшинче, ҫӑлтӑрлӑ япаласем улшӑннӑ чухнехи процесс вӑхӑтӗнче, ҫирӗп маррисем пурте пӗтсе пынӑ, ҫирӗплӗхе куҫнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫав орбита, пирӗн галактикӑн ҫӑлтӑрлӑ «кустӑрмин» горизонталлӗ лаптӑкӑшӗнчен шутласан, кӑшт хӑяккӑнрах.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Апла пулсан, ҫӗр ӑшӗнчи пире питех паллӑ мар процессем (тинӗс айӗнче хутламсем, пӗркеленчӗксем пулни) тахҫан ҫӑлтӑрлӑ япаласем вӑхӑтӗнче атомлӑ процессенчен юлнӑ хӑватран килеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Вӑл алӑк умне повстанецсенчен ку таранччен никам та курман хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ картуз тӑхӑнса тухнӑ.Он вышел на крыльцо в фуражке с красноармейской звездой, которой еще никто из них не видел.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫак вӑхӑтра шӑпах пӗр кукӑра ҫитрӗмӗр, ҫавна май ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫутатакан шыв ҫинче кирек мӗне те курма май пулса тухрӗ.
Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.
Унтан — шыв арманӗ те, пайтах асаплантарнӑ ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑрлӑ каҫсем те, тунсӑхлӑ чӗмсӗр уйӑх та…И потом и мельница, и звездные ночи, в которые он так мучился, и молчаливая, грустная луна…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗррехинче, кӗрхи ӑшӑ каҫхине, икӗ кил-йыш ҫунса-ялкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрлӑ сенкер-кӑвак тӳпе ҫине пӑхса киленсе ларнӑ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.