Шырав
Шырав ĕçĕ:
Салтаксем йӗри-тавралла унӑн-кунӑн пӑхкаларӗҫ те пӗр хушӑ иккӗленерех пынӑ хыҫҫӑн, тукмаксем пек вӗҫе-вӗҫӗн сапаланса, лапсӑркка ӑвӑссем айӗнчи тип ҫырманалла сулланчӗҫ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те икӗ казак, акалама пӑрахса, ҫырманалла кӗрсе кайма тапаҫланакан кашкӑр ҫулне пӳлмелле чупнине курчӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑрт ҫамкисенчен ҫырманалла пӑтранчӑк шыв кӗрлесе анать, мӗскӗн таркӑнсене шӑмма витерессе ҫити шӑнтать, ӗнтӗркетет, ҫумӑр питрен ҫапать.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко алӑкран тухса кайсан ҫеҫ арӑмӗн сехри хӑпнӑ сасси пӳртре илтӗнсе юлчӗ, тата ҫырманалла таракан йытӑ вӗрни чарӑна пӗлмесӗр янӑраса тӑчӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Капла чикеленсе кайма та пулать» — шиклӗн шухӑшларӗ Ҫӑрттан мучи, ҫырманалла пӑрӑнса.«Этак недолго и на бровях пройтиться», — опасливо подумал Щукарь, сворачивая в балку.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ытах та ҫынсем чӑнкӑ ҫырманалла пуҫхӗрлӗ чӑмсан, эсӗ те чӑмас тетӗн-и вара? — хуллен ыйтрӗ йӑл кулса ларакан Разметнов.— А ежели люди с яру головами вниз будут сигать, и ты будешь? — спросил тихо улыбавшийся Размётнов.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӑл-куҫӗнчен йӑр-йӑр юхса тухакан пӗчӗк шыв юхӑмӗ, шӑнкӑртатса та тухатмӑшла мӑкӑртатса, ҫырманалла чупса кӗрет.Звенит, колдовски бормочет родниковая струя, стекая в речку.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лекҫей, ним ӑнланса юлайманскер, тӳрех ҫырманалла йӑванса кайрӗ.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Ҫамрӑксем пӗчӗк-пӗчӗк ушкӑнӑн саланнӑ, вӗсем пурте пӗр еннелле, каллех ҫырманалла утнӑ.Молодёжь расходилась небольшими группами, все они шли в одну сторону, снова к реке.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Машина ҫырманалла йӑванса аннӑ пирки чӑхӑмлама пултарман-и вӑл? — терӗ Женя.— Это наверно произошло в тот момент, когда машина скатилась в овраг, — сделала предположение Женя.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫырманалла анакан ҫулӑн икӗ айккипе те сӑрт.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951