Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татать (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑ ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусса лартнӑ Половцев кастарнӑ такана авӑнчӑк мӑйракин картлӑ-картлӑ сивӗ кукрашкинчен ярса илет, ӑна йӑвантарать те тӑсса пӑрахать, кӑкӑрӗпе пусса выртать, унӑн пуҫне каҫӑртса хурать, пырне ҫӗҫӗпе касса татать, палкаса тухакан хура юнне юхтарать.

Половцев, сдвинув на лоб белую папаху, хватает валуха за холодную рубчатую извилину закрученного рога, валит на землю и, ложась грудью на распластанного валуха, задирает ему голову, ножом режет горло, отворяет черную ручьистую кровь.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ курӑк татать те виҫҫӗшне хӑварать.

Две травины выполет, три пропустит.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Агафья Матвеевна хӑех касать, ваткӑ хурса ҫӗлет, вӑл ӗҫӗ ҫине тулли кӑкӑрӗпе выртать, куҫӗсемпе тинкерсе пӑхать, ҫипне шӑлпа ҫыртса татать; вӑл питӗ тимлесе, юратса ӗҫлет: ҫав халатпа утиялсем Илья Ильичӑн чаплӑ ӳтне витсе, ӑшӑтса, ачашласа усрасса пӗлсе савӑнать вӑл.

Агафья Матвеевна собственноручно кроила, подкладывала ватой и простегивала их, припадая к работе своею крепкой грудью, впиваясь в нее глазами, даже ртом, когда надо было откусить нитку, и трудилась с любовью, с неутомимым прилежанием, скромно награждая себя мыслью, что халат и одеяла будут облекать, греть, нежить и покоить великолепного Илью Ильича.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫитес ҫапӑҫу мӗнле пуласси тата вӑл мӗнле аталанса пырасси ҫинчен ҫӗрмӗш хут пур енчен те шухӑшласа, капитан Енакиев ялан ҫакӑн пек картина курнӑ: Ахунбаев батальонӗ нимӗҫсен оборона линине татать те, пулма пултаракан контратакӑран сыхланса сылтӑм фланга маларах кӑларать.

В сотый раз рисуя себе предстоящий бой во всех возможных подробностях его развития, капитан Енакиев неизменно видел одну и ту же картину: батальон Ахунбаева прорывает немецкую оборонительную линию и загибает правый фланг против возможной контратаки.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Чечня вӑрҫи унӑн кун-ҫулне те татать.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

1789 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Жозеф Игнаций Гильотен, Парижра тинтерех ҫеҫ суйланӑ депутат, Наци пухӑвӗн трибуни ҫине хӑпарнӑ та ҫапла пӗлтернӗ: «Манӑн машина, хӑспатинсем, сирӗн пуҫӑра куҫ хупса иличчен касса татать, эсир нимӗн те туймӑр...»

9-го октября 1789 года Жозеф Игнаций Гильотен, только что избранный в Париже депутат, забрался на трибуну Национального собрания и объявил: "Моя машина, господа, ваши головы отрубит в один миг, даже ничего и не почувствуете..."

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Анчах Мишӑн ӗмӗтне вӑрҫӑ татать.

Но мечту Миши обрывает война.

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Хваттер хакӗн 70 процентне патшалӑх татать.

Государство выплачивает 70% от стоимости квартиры.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

13. Ҫӑмне те арлать вӑл, йӗтӗнне те татать, аллинчи ӗҫӗ вӗресе ҫеҫ тӑрать.

13. Добывает шерсть и лен, и с охотою работает своими руками.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ют пурлӑха хапсӑнакансен ҫулӗсем кирек хӑшӗн те ҫавӑн пек: пурлӑха парӑннӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫне пурлӑхах татать.

19. Таковы пути всякого, кто алчет чужого добра: оно отнимает жизнь у завладевшего им.

Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах та темиҫе ҫул каялла вӗсен килне хӑрушӑ инкек пырса кӗнӗ, йывӑр чир ывӑлӗн Анатолин пурнӑҫне сарӑмсӑр татать.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех