Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑках мар ҫӗмӗрт хыҫӗнчен Укаслу тухрӗ те васкаса, йӗри-тавра асӑрхануллӑн пӑхкаласа, карчӑк патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей сӑмах мӗн пирки иккенне ӑнланаймасӑр, хӑйне ун-кун пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӑҫтан тупса илме пулать-ши вӑл парике, — ун-кун пӑхкаласа илчӗ Анук, такамӑн пуҫӗнчен хывса илес пек хӑлаҫланса.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Лавккаран хутлӑ-хутлӑ шлепке тӑхӑннӑ Хветура тухрӗ те ун-кун пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Вӑл, чӳречерен пӑхкаласа, упӑшкисӗр тунсӑхларӗ — унӑн ҫав тери Аркадипе пӗрле пулас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Куҫне маччаналла тӗлли-паллисӗр вӗҫтерсе, пӗр супка шухӑша путнӑ пек пулчӗ, вара, ун-кун пӑхкаласа, пӑнк «хӑмпӑланса» тӑракан хырӑмне аллипе виҫӗ хут та ҫурӑ шаплаттарса илсе, сӑмахне хатӑррӑн сыпӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Альберт тетраде яп! ярса илчӗ, ун хуплашки ҫине ҫырнине пӑхкаласа ларчӗ, унтан, тӑрса, сӗтел хушшинчен тухрӗ, тутине сулахаялла нӗрсӗрлетсе, куҫне алхасуллӑн хӗссе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак офис алӑкӗн ҫӑра шӑтӑкӗнче шӑкӑртаттарнӑ-чӑнкӑртаттарнӑ сасӑ илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах алӑк, кӗсье вӑррилле ытла та вӑрттӑн, йӑпӑлтилле ҫемҫен, шӑппӑн уҫӑлчӗ, унтан ӑррӑн-тӑррӑн пӑхкаласа, ун-кун куҫ ывӑткаласа, пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ҫамрӑк каччӑ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗр авӑк пуҫа усса, тӗлсӗр-палсӑр, унтан вак хумсем ҫырана вӗҫрен-вӗҫ йӑмпӑлт та йӑмпӑлт ҫапса чӗмпӗлтетнине, вӗлт-вӗлт чалтӑртатнине, шур ҫилхеленсе кӑтраланнине, шывра дебаркадер мӗлки вылянчӑклӑн ӗмӗлтетнине лӑпкӑн, ӑс-тӑн привочӗсене хивре карӑнтармасӑр, ӗмӗт-шухӑша инҫе ямасӑр, кӑпӑшлатса киленсе пӑхкаласа тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ларатчӗ-ха унта ҫырнисене васкамасӑр, тимлӗн пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пасара пыракансем, кӗрен-тухан ҫамрӑксем ҫине пӗрре тӗшмӗртсе, тепре шиклӗн, шанмасӑртараххӑн пӑхкаласа илеҫҫӗ (ку сехет такам кӗсйинчен йӑкӑртнӑскер мар-ши тесе иккӗленеҫҫӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Машини патне таврӑнсан, татах тӑркаларӗ тӑвӑнса ҫитнӗ чунпа, «ҫамрӑк хурҫӑ ӑйӑрне» апла та капла виҫкелесе, куҫне нимӗрӗлнӗ тӗлсем лекесрен шикленсе, вара ун-кун витерсе пӑхкаласа илчӗ: тӗрӗссипе каласан, вӑл вӑрмантан ӑнсӑртран татах пӗр-пӗр каҫа юлнӑ кӑмпаҫӑ е урӑх ӗҫлӗ ҫын тухасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫук-ха, ларатӑп ак журналсем пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Диван ҫинче хаҫатсем пӑхкаласа выртакан Владимир Сергеевич пӗр хушӑ ҫав тунсӑх кӗвве тимлесех итлерӗ: тик-так, тик-так.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Автан, пуҫне апла та капла чалӑштаркаласа, малалла ывӑткаласа, пиҫсех ҫитмен хӗрлӗ хурлӑхан пек куҫӗсемпе хуҫисене тӗсесе пӑхкаласа илчӗ (сывлӑх сунчӗ пулинех?), вара пуҫне пӗкрӗ, ҫӳп-ҫапа ывӑткаласа, тусан ҫӗклесе, чавкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пӑхкаласа парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Лена та хӑйӗн ҫине Ванюк пӑхкаласа илнине сисет, ҫавӑнпа та унӑн алли-ури ҫыхланать, ҫап-ҫаврака пичӗ пӗҫере-пӗҫере каять.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Йӗри-тавралла пӑхкаласа, итлекелесе кӑна утатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, ҫӑмламас хӑлхинчен ҫатӑрласа тытрӑм та ҫак упана, ҫирӗпрех кантра е пралук тупӑнсанах ӑна ҫыхса пӑрахма ӗмӗтленсе, ҫул айккинелле, енчен-енне пӑхкаласа пыраттӑм ӗнтӗ, темле сасӑ илтӗннипе хыҫалалла куҫ ывӑтрӑм ҫеҫ — сехре хӑпрӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Сӗтелӗн тепӗр вӗҫӗнче темӗнле тип хӑй умӗнчи хутсем ҫине тарӑн шухӑша путса пӑхкаласа ларатчӗ.

На другом конце стола сидел какой-то тип, углубившийся в свои бумаги.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех