Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле майпа хӑпармалла-ха ман? — ӗсӗклеме пуҫлать Эсекел унта-кунта пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӑй тӑрӑх пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ватӑ ҫын ҫын курмас-и текелесе ун-кун пӑхкаласа илчӗ те аллипе унталла-кунталла сулкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Каччӑ иккӗленерех пӑхкаласа тӑчӗ-тӑчӗ те тепӗр енчен шатӑртаттарса ҫыртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа та ачасем ун-кун пӑхкаласа тӑчӗҫтӑчӗҫ те таврара нимех те улшӑннине курмасӑрах учитель сӗннипе шкулалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун патне ҫынсем милӗк касма килеҫҫӗ те ун-кун пӑхкаласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кушака кулӑ, шӑшине куҫҫуль тенӗ евӗр Ҫтаппан ҫине пурте ун-кун пӑхкаласа илчӗҫ те — сасартӑк ӑна пур енчен те ярса илсе шыва печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӑши йӗри-тавра пӑхкаласа, шӑршла-шӑршла итлекелесе, сыхланса ертсе пырать хӑйӗн ҫемьине.

Лось ведет семью осторожно, постоянно осматриваясь, принюхиваясь, прислушиваясь.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑрман хушшинче тикӗс выртакан юр ҫинче тӗрӗ пек вӗтӗ йӗрсем тӗрлӗ ҫӗрелле саланса каяҫҫӗ; чӑтлӑх ӑшӗнчен савӑнӑҫлӑ пӑсара тухрӗ, йӑпшӑнса ларчӗ, унталла-кунталла пӑхкаласа илчӗ те каллех чӑтлӑх ӑшне вӗҫтерчӗ.

В перелесках по ровной пелене снега в разных направлениях разбежались маленькие узорчатые следы: показался из чащи веселый хорек, присел, оглянулся и опять в чащу бросился.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Павлик Завьяловӑн хваттерне вӑркӑнсах кӗрет, йӗри-тавралла пӑхкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗнле тӗлӗнмелле ӳкерчӗк ку? — ни ӑшшӑн, ни сиввӗн ыйтать вӑл, тути ҫинчи сӑра тӗплӗн шӑлса, вӑхӑтран вӑхӑта тӗкӗр ҫине пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов калавне Симонюк питех те интересленмесӗр, вӑхӑтран вӑхӑта старт ҫине тӳсӗмсӗр пӑхкаласа итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл команднӑй пункт блиндажӗ патӗнче, ура ҫинчен ура ҫине пускаласа, йӗри-тавралла тӳсӗмсӗр пӑхкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тихон Иванович правленирен киле илсе килнӗ темле ведомоҫсене, нарядсене пӑхкаласа ларчӗ, шут илсе, чылайччен ун шӑрҫисене шалт-шалт тутарса каллӗ-маллӗ туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса ун еннелле пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Бухгалтер ҫынсем ҫине йӑлт-ялт пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халиччен вӑл арӑмӗ тӗрмешнине чӳречерен ҫеҫ пӑхкаласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӑй хыҫӗнче ларакан Тоня ҫине те куҫ хӳрипе пӑхкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Килте пурӑннӑ чух, ӗҫрен таврӑнсан, Михал Михалч кашнинчех хаҫат пӑхкаласа тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Тӑрантас ҫинчен виҫӗ кӗреш ҫамрӑк анса тем канашла пуҫларӗҫ, тек-текех хӗрсем ҫинелле пӑхкаласа илчӗҫ ямшӑкӗпе пӑшӑлтатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех