Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тери лайӑх кунта! — ун-кун пӑхкаласа, ытахальтен сас парать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Арӑмӗ сывлӑх суннӑ ҫын — ӗнерхи Маруҫ — Левене асӑрхасан, ун-кун пӑхкаласа, пуҫне айккинелле пӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун-кун пӑхкаласа, кашласа ӳсекен ҫамрӑк та парка ҫирӗксем хушшипе иртсе, кӳлӗ хӗррине йӑпшӑнса ҫитет вӑрманҫӑ чӗрӗк сехетрен, умри лапсӑркка туратсене сирсе, утрав еннелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫамрӑксем тӑвӑр пӳрт ӑшчиккине ун-кун пӑхкаласа ҫаврӑннине курсан: — Ан шикленӗр, ҫенӗкре иксӗре валли те вырӑн тупӑнать, — тесе, Пӑлаки аппа сӗтел ҫинчи савӑт-сапана пуҫтарса ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ачасем, ним ҫилӗ те ҫук чухнех Анна инке ҫилпе темле армансем пирки вӑлтнинчен тӗлӗнсе, кӑлин-калин пӑхкаласа илеҫҫӗ те ҫӗнӗрен пикенеҫҫӗ пырӗсене тӗрӗслеме.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗве курпунӗ евӗр икӗ тӗмеске хушшинче ача-пӑча таврашӗ хӑюсӑррӑн пӑхкаласа ҫывхарни курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Манӑн Лида сӑнлах вӗт», — шухӑшласа илнӗ вӑл каллех, Зоя ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхкаласа илсе.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Хӑҫан ӳссе ҫитӗнме ӗлкӗртӗн-ха эсӗ, хӗрӗм, — шухӑшланӑ вӑл яланах ӑшшӑн кулкаласа калаҫакан хӗрӗ ҫине пӑхкаласа илсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Алӑсем итлеми пулчӗҫ, — тенӗ шӑппӑн, ҫывӑракан карчӑкӗ еннелле тем айӑпа кӗнӗ ҫын пек пӑхкаласа илсе.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, — калаҫнӑ директор, учительсем ҫине хавассӑн пӑхкаласа.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Атӑл леш енне каҫсан та тӗм сулхӑнӗнче ҫывӑрса кайнӑран калатӑп та… — чеен пӑхкаласа илчӗ вӑл ман ҫине.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах «сестра» пурне те таса чӗрепе ӗненетчӗ, «тата мӗнпе пулӑшам-ши?» — тенӗ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илетчӗ те пысӑк сестрасем патне «канашлама» каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вара унталла-кунталла пӑхкаласа, шӑппӑн каларӗ: «Пиччӳ ҫыру янӑ. Вӑл пире пӗр ӗҫ тума хушать».

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай кӑшт пӑхкаласа тӑчӗ те килне кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хумкка мучи ун-кун пӑхкаласа тӑчӗ-тӑчӗ те кӗрӗкне тӑхӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Значӑтцӑ, юлташсем, ял халӑхӗ, — йӗри-тавра пӑхкаласа, кӑвакарнӑ пуҫне икӗ аллипе якаткаларӗ Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ грузовик ҫинче ларакан колхозниксем Мускав урамӗсене пӑхкаласа пыраҫҫӗ: унта та кунта хӗҫпӑшаллӑ салтаксем стройпа утса иртеҫҫӗ, танксем, шӑналӑк пек пысӑк ҫивиттипе витнӗ пысӑк грузовиксем, пӳрт пысӑкӑш хӑмпӑсем шӑвӑнаҫҫӗ урамсемпе, тӳпене те ҫав хӑмпӑсемех каркаласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫири тумтире хывса пӑтаран ҫакнӑ май эпӗ ҫав ҫар ҫынни ҫине пӑхкаласа илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑй патӑр, чиперккесем! — терӗ вӑл, кӗске хура сухалне шӑлкаласа, пилӗкшер ҫурӑмӑн ҫыхса хунӑ сӳс куписем ҫине пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пахча-ҫимӗҫӗ хӑйӗн нӳхрепӗнче ҫукран хуняшшӗсем еннелле пӑхкаласа илет, анчах Иван килсе кайнӑранпа вӗсем патне кӗрсе тухни пулман.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех