Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫланине (тĕпĕ: пурнӑҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ е вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ суда муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗ, муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш турттармалли маршрут тӑрӑх турттарас ӗҫе пурнӑҫланине ҫирӗплетекен свидетельство вӑйра тӑрассине чарса лартасси ҫинчен калакан заявлени памалли сӑлтавсем Федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсем пулса тӑраҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫаксем:

13. Основаниями для обращения уполномоченного органа исполнительной власти Чувашской Республики, органа местного самоуправления в суд с заявлением о прекращении действия свидетельства об осуществлении перевозок по муниципальному маршруту регулярных перевозок, межмуниципальному маршруту регулярных перевозок являются обстоятельства, предусмотренные Федеральным законом, а также:

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

12. Муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗ, муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш турттармалли маршрут тӑрӑх турттарас ӗҫе пурнӑҫланине ҫирӗплетекен свидетельство вӑйра тӑрассине ҫав свидетельствӑна панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ е вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑрахӑҫлаҫҫӗ.

12. Действие свидетельства об осуществлении перевозок по муниципальному маршруту регулярных перевозок, межмуниципальному маршруту регулярных перевозок прекращается уполномоченным органом исполнительной власти Чувашской Республики или органом местного самоуправления, выдавшим данное свидетельство, в соответствии с Федеральным законом.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

10. Муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш турттармалли маршрутсем, муниципалитетӑн тӑтӑш турттармалли маршручӗсем тӑрӑх йӗркелесе тӑман хаксемпе тӑтӑш турттармалли правӑна тӑтӑш турттармалли тивӗҫлӗ маршрут тӑрӑх турттарас ӗҫе пурнӑҫланине ҫирӗплетекен свидетельство тата тӑтӑш турттармалли тивӗҫлӗ маршрутӑн карттисем ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

10. Право осуществления регулярных перевозок по нерегулируемым тарифам по муниципальному маршруту регулярных перевозок, межмуниципальному маршруту регулярных перевозок подтверждается свидетельством об осуществлении перевозок по соответствующему маршруту регулярных перевозок и картами соответствующего маршрута регулярных перевозок.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Жюри членӗсем вӗсен ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне кӑна мар, тирпейлӗхне те, ӗҫе пахалӑхлӑ пурнӑҫланине те, паккус сарлакӑшне те хакласа чи маттур командӑна палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫавӑн пекех кӑҫал конгресс асӑннӑ саккуна ял-хула шкулӗсем мӗнле пурнӑҫланине тишкерес тӗллевпе «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурс ирттерет, чи маттуррисене укҫапа хавхалантарма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Елена Кузьмина Адвокатсен палати тӳрӗ кӑмӑллӑ мар ҫынсенчен тасалас енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланине пайӑррӑн палӑртрӗ.

Елена Кузьмина особо отметила, что в Палате адвокатов ведется большая работа по избавлению от коррупции.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине, обществӑлла ӗҫе активлӑ хутшӑннине, ҫынсемпе хутшӑнас пултарулӑхӗ пуррине шута илсе, Петра парти райкомне ӗҫлеме илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пӗрремӗш ыйтӑва уҫӑмлатнӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов майӑн 1-мӗшӗ тӗлне Вӑрмар районӗн пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшлӑ пайне 26,8 процент пурнӑҫланине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Тухтӑрсем шӑла мӗнле сипленине, ытти процедурӑна пурнӑҫланине курни сывлӑхпа шӳтлеме юраманнине ӑнланма, теприсене професси суйлама та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑл ҫул-йӗр ӗҫӗсене мӗнлерех пурнӑҫланине те, унӑн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрассине те вӑйлатма май парать.

Это позволит усилить контроль за ходом и качеством дорожных работ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫак проектсене пурнӑҫланине пула кӑна вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 27-30 пин тенкӗпе танлашакан 1500 ытла ҫӗнӗ хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле, вӗсенчен 850-шӗ шалу виҫи 35 пин тенкӗрен те иртекен пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ.

Реализация только этих проектов позволит дополнительно создать более 1500 новых рабочих мест со средней зарплатой 27–30 тыс. рублей, из них – 850 высокопроизводительных с зарплатой выше 35 тыс. рублей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

программине пурнӑҫланине пула эпир 3 ҫултан аслӑрах пепкесене ача сачӗсенче вырӑнсемпе тивӗҫтертӗмӗр.

Благодаря реализации программы мы обеспечили местами детей от 3 лет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пӗрле ӗҫлекенсем Ольга Васильевна хӑйӗн тивӗҫне ячӗшӗн анчах мар, тӗплӗн пурнӑҫланине унӑн кашни кунхи тӗслӗхӗнче курса ӗненеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Енри Управленийӗн ертӳҫи, генерал-майор Евгений Барсуков хӑйӗн докладӗнче иртнӗ ҫул йӗрке пӑсассинчен асӑрханса тӗрлӗ майпа сахал мар ӗҫ пурнӑҫланине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев наркотӗрӗслев ӗҫченӗсене саламланӑ, халӑх хушшинче наркотик сарӑлассинчен асӑрханса профилактика ӗҫӗсене тухӑҫлӑ йӗркелесе ирттернӗшӗн тав тунӑ, вунвиҫӗ ҫул хушшинче ҫӳлерех асӑннӑ служба сахал мар пысӑк ӗҫсем пурнӑҫланине палӑртнӑ.

Глава Чувашии Михаил Игнатьев выразил благодарность сотрудникам органов наркоконтроля за эффективную и системную работу по борьбе и профилактике потребления наркотических средств и психоактивных веществ среди населения, он констатировал, что за 13 лет указанной выше службе удалось добиться значительных результатов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Ҫав вӑхӑтрах ҫакна палӑртмалла: патшалӑх тата муниципалитет заказчикӗсем подрядчиксем контракт условийӗсене кирлӗ пек пурнӑҫланине пур чухне те ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмаҫҫӗ, унпа ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем вара республикӑри халӑх пурнӑҫӗ ҫине япӑх витӗм кӳреҫҫӗ.

В то же время следует отметить, что далеко не всегда государственные и муниципальные заказчики жестко контролируют выполнение подрядчиками условий контрактов, и эти случаи негативно отражаются на жителях республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех