Шырав
Шырав ĕçĕ:
офицерӗсем (тĕпĕ: офицер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурала тӑратнисем мана чарма шутламарӗҫ, вара эпӗ пӳлӗме, гусар офицерӗсем пӗр улттӑн укҫалла картла выляса ларнӑ ҫӗре, чупса кӗтӗм, Майор карт валеҫет.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ку вӑхӑтра батарейӑсем васкасах позицисене улӑштараҫҫӗ, миномётчиксем хӑйсен миномёчӗсене хулпуҫсисем ҫине хураҫҫӗ, телефонистсем хӑйсен катушкисене сӳтсе чупаҫҫӗ, ҫыхӑну офицерӗсем броневиксем ҫине хӑпарса ларса ыткӑнса иртеҫҫӗ, минёрсем хӑйсен умӗнче минӑсене шырамалли хатӗрӗсене тытса утаҫҫӗ, стрелоксем винтовкисене алла тытса пилӗк минут каярах тӑшман пулнӑ вырӑнсемпе пӗшкӗнмесӗрех чупса иртсе каяҫҫӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хуҫалӑх тӗлӗшӗнчен тӗплӗ разведчиксем ку блиндажа малтанах, вӑл нимӗҫсем йышӑнса тӑнӑ ҫӗрте пулнӑ чухнех, унта нимӗҫ офицерӗсем пурӑннӑ вӑхӑтрах хӑйсене валли сӑнаса хунӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ совет салтакӗсемпе офицерӗсем, генералӗсемпе адмиралӗсем ҫинчен вӑл вӑтӑр ытла кӗнеке ҫырса кӑларма пултарчӗ.
Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24