Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шинельне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бунчук, кӗлет умӗнче ларакан урапа патне пырса, ун айне шинельне пӑрахрӗ те револьверӑн картлӑ-картлӑ тыткӑчине аллинчен вӗҫертменнипех урапа айне кӗрсе выртрӗ.

Бунчук подошел к своей бричке, стоявшей возле амбара, кинул под нее шинель, лег, не выпуская из ладони рубчатой револьверной рукоятки.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кубань казакӗ, австриец шинельне тӑхӑнса янӑ салтак енне ҫаврӑнса, куҫне пӑлханчӑклӑн вылятса илчӗ:

Кубанец повернулся к солдату в австрийской шинели, тревожно бегая глазами, сказал:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун патне австриецсен кӗске шинельне тӑхӑнса янӑ лутака салтак вӑркӑнса пычӗ.

К нему рысью побежал солдатик в куцей австрийской шинели.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хирӗҫ шарламарӗ: ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, хӑй пӳлӗмне кӗчӗ те ҫаплах — шинельне те, аттипе ҫӗлӗкне те хывманнипех — кравать ҫине тӳнсе кайрӗ.

Бунчук не ответил: пьяно шатаясь, прошел в свою комнату и, как был в шинели, сапогах и шапке, повалился на кровать.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, малти пӳлӗмре шинельне хывса, хыпаланчӑк вестовой аллине тыттарать те, чӑпӑрккине ҫекӗлтен ҫакса, вӑрахчен сӑмсине шӑнкартса тӑрать.

В передней сдал на руки расторопному вестовому шинель, повесил на вешалку плеть, долго и звучно сморкался.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул айккипе Корниловски полк командирӗ капитан Неженцевпа Преображенски гвардейски полк командирӗ пулнӑ подполковник Кутепов иртсе пыраҫҫӗ; Кутеповӗ шинельне йӳле янӑ, пуҫӗнчи карттусне нӑкӑ-нӑкӑ ӗнси хыҫнелле шутарса лартнӑ.

Сбоку от дороги прошли командир Корниловского полка капитан Неженцев и бывший командир Преображенского гвардейского полка полковник Кутепов, в распахнутой шинели и сбитой на крутой затылок фуражке.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Янов, шинельне пӑрахса, ун патне вӑркӑнса пырать.

Швырнув шинель, Янов кинулся к нему.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шинельне хулпуҫҫийӗ ҫине уртса, Григорий картишне тухрӗ.

Григорий, накинув внапашку шинель, вышел на баз.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий хывӑнчӗ, тӑлӑппа шинельне кравать пуҫӗнчен ҫакса хурса, ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Григорий разделся, повесил на спинку кровати тулуп и шинель, причесал волосы.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шинельне ҫил ҫинче ҫунат пек варкӑштарса тӑракан сотника та ҫав атаманецах хул калаккисен хушшине пуля тирсе ячӗ.

Этот же атаманец вогнал пулю промеж лопаток сотнику, бежавшему в раскрылатившейся от ветра шинели.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чупнӑ ҫӗртех вӑл аттине тӑхӑнчӗ, шинельне ярса илчӗ.

На бегу обулся, схватил шинель.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич, выльӑх картин авса тунӑ ҫатан алӑкӗ ҫумне сӗвенсе тӑнӑскер, шинельне йӳле ярса, ватка хурса ҫӗленӗ салтак шӑлаварӗн кӗсйисене ухтарчӗ.

Иван Алексеевич, прислонясь к плетеным воротцам база, распахнув шинель, шарил по карманам ватных солдатских штанов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей шинельне хыврӗ (шӑнса ларнӑ хуҫланман буркине вӑл коридортах хурса хӑварнӑ), ҫӳҫне аллипе якатрӗ те сӗтел умне ларчӗ.

Сергей снял шинель (бурку, мерзлую и негнущуюся, он оставил в коридоре), расчесал пальцами чуб и сел у стола.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шинельне вӗҫертрӗ, калинкке умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Он расстегнул шинель, остановился у калитки.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей питӗ пысӑк ӗҫе аса илнӗ пек, чӳречене хупрӗ те йӑпӑрт сехет ҫине пӑхса илчӗ, шинельне уртса ярса, картузне илчӗ те васкаса тухса кайрӗ.

Сергей, как бы вспомнив что-то необыкновенно важное, закрыл окно и, мельком взглянув на часы, накинув на плечи шинель, взял фуражку и торопливо вышел.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей, шинельне тӑхӑнса, Ирина ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ.

Сергей надевал шинель и поглядывал на Ирину.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑвак куҫлӑ салтак гранатине пуҫӗ тавра вӑйкӑнтарса ҫавӑрма тытӑнчӗ; малта пыраканни, курпунтарах ҫӳллӗ салтакӗ, тутӑхнӑ штык вӗҫӗпе урядник шинельне шӑйӑрттарса илчӗ; шахтер сӑнли, тем те пӗр киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, приклачӗпе Мишка Кошевой ҫине хӑмсарса пырать.

Голубоглазый солдат кружил над головой гранату; высокий, сутулый, шедший впереди, царапнул ржавым жалом штыка сукно урядницкой шинели; похожий на шахтера матерился и замахивался на Мишку Кошевого прикладом.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вакунӑн ҫулти лапки ҫине вырнаҫса шинельне сарса хучӗ те, пирус мӑкӑрлантарса, Корнилов пирки шухӑша кайрӗ:

Устроившись на верхней полке, он расстелил шинель, курил, думая о Корнилове:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иртнӗ ҫулла вӑл отпуска таврӑннӑ Аникушкӑран нимӗҫ каскине, шинельне тата хӑйӗн сӑн ӳкерчӗкне парса янӑ.

Летом с Аникушкой, приходившим в отпуск, прислал домой немецкую каску, шинель и свою фотографическую карточку.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня командирӗ, шинельне тӳмелесе, ҫӗр пӳртрен тухрӗ, хӑй хыҫӗнчен утса пыракан Григорий еннелле шиклӗн пӑхса илчӗ.

Сотенный командир вышел, застегивая шинель, недоумевающе и чуть встревоженно оглядываясь на Григория, выходившего из землянки последним.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех