Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ушкӑн кӳмене хупӑрласа илнӗ, пӗрле пыракансемпе пӗрлешнӗ те пӗрмай «ура» кӑшкӑрса аслӑ урам тӑрӑх чаплӑн утнӑ.

Их окружили и торжественно проводили домой по главной улице с неумолкающими криками «ура».

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑй аллине вӑл хут ҫӗленӗн кантрипе илнӗ те, пӗр коридорӗ тӑрӑх хыпашласа, тӑватӑ уран упаленсе аялалла анма пуҫланӑ, хӑйне хырӑм выҫҫнйӗ тата ҫывхаракан вилӗм ҫинчен шухӑшлани аптӑратса ҫитернӗ.

Потом он взял бечевку в руку и пополз на четвереньках по одному из коридоров, едва живой от голода, с тоской предчувствуя близкую гибель.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӑна чуптуса илнӗ, ҫавӑн чухне ӑна хӑйне такам пыртан пӑвса лартнӑ пекех пулнӑ.

Том поцеловал Бекки, чувствуя, что клубок подкатывает у него к горлу.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Беккие сӑмахлаттарма хӑтланса пӑхнӑ, анчах хӗрачана ытла та пысӑк хуйхӑ пусса илнӗ; унӑн мӗнпур ӗмӗчӗ те йӑлтах сӳнсе ларнӑ.

Он старался вовлечь Бекки в разговор, но она была слишком подавлена горем и ни на что больше не надеялась.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки хӑй Том ытамӗнче макӑрнине астуса илнӗ.

Бекки заметила, что плачет в объятиях Тома.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк Бекки каллех хытӑ макӑрса янӑ, Том тинех ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйӗн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗнӗ пек, Беккин пуҫне те ҫав хурланмалли шухӑшах пырса кӗнӗ иккен.

Через минуту Бекки разрыдалась, и Том понял, что ей пришла в голову та же мысль, что и ему.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беккин сӑнӗ-питӗнче хӑрани палӑрса кайнӑ, ӑна куҫӗнчен пӑхсан, Том хӑй темӗн йӑнӑш каласа янине чухласа илнӗ.

По испуганному лицу Бекки Том понял, что сделал промах.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки кӑшт кулса илнӗ.

Бекки улыбнулась через силу.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсене каллех шухӑшсем пусса илнӗ, пӗр хушӑ вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр ларнӑ.

Оба они задумались и долго молчали.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том тӑм татӑкӗ илнӗ те ҫуртине хӑйсене хирӗҫле стена ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ.

Том глиной прилепил свечу к стене.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑртак тӑрсан, Том Бекки аллинчи ҫуртана илнӗ те ӑна сӳнтернӗ.

Скоро Том взял у Бекки свечу и загасил ее.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑнта тин ачасем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра нимӗнле сас-чӗвӗ те пулманнине асӑрхаса илнӗ, ҫак шӑплӑх ачасен чунне темӗнле пусаркӑҫпа пусса лартнӑ пекех пулнӑ.

Тут в первый раз гнетущее безмолвие пещеры наложило на них свою холодную руку.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Беккие аллинчен ярса илнӗ те унпа пӗрле хӑйсене чи малтан тӗл пулнӑ коридораллах чупса тухнӑ.

Он схватил Бекки за руку и потащил ее в первый попавшийся коридор.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Астуса илнӗ пулсан, вӑл хӑй те сана унта яратчӗ.

Она тебе и сама позволила бы, только ей в голову не пришло.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ир еннелле, вырӑнӗ ҫинче выртса, пулни-иртнисене тӗпӗ-йӗрӗпе астуса илнӗ чухне, Том акӑ мӗн асӑрхарӗ: ҫавсем темӗнле лайӑх палӑрман пек, инҫетре пек, пурте урӑх тӗнчере е тахҫан ӗлӗкех пулнӑ пек туйӑнчӗ.

Ранним утром, лежа в постели и припоминая подробности вчерашнего приключения, он с удивлением заметил, что все они как-то отошли от него и заволоклись туманом, — словно все это было где-то в другом мире и очень давно.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ те ун ҫинчен шухӑшламанччӗ, халӗ мана темӗнпе ҫапса илнӗ пекех пулчӗ: ара, паян пирӗн эрнекун-ҫке, тетӗп.

— Вот в мне тоже, а тут сразу вспомнилось, что нынче пятница.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн пӗр тапхӑрта Альфред Темпль мӗн хӑтланни ҫинчен каласа кӑтартас шухӑшӗ пулнӑ пулсан та, Том хытӑ тӗртсе илнӗ хыҫҫӑн ҫав шухӑш йӑлтах пӗтсе ларчӗ.

Если у нее и оставалось хоть какое-нибудь желание изобличить Альфреда Темпла, то после обидных слов Тома оно совсем пропало.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ сире чуптуса илнӗ чухне эсӗр вӑранманшӑн та эпӗ халӗ питӗ кулянатап, чӑнах та шутсӑрах куланатӑп.

Жалко, что вы не проснулись, когда я вас поцеловал, право, жалко.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑв тӗлӗк тӗлленни ҫинчен, мана суйса тыттарасси ҫинчен астуса илнӗ, ҫав хушӑрах пире хӗрхенсе хуйхӑран хӑтарасси ҫинчен шухӑшламан та эсӗ.

Сочинив этот сон; а вот пожалеть нас и избавить от лишних слез тебе и в голову не пришло.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавна аса илсен, ӑна шутсӑрах намӑссӑн туйӑнса кайрӗ, ӑна хӑйне вут-ҫулӑм пӗҫертсе илнӗ пекех пулчӗ.

И от обиды ее обожгло словно огнем.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех