Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сирӗн 5 ҫул тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫакна асра тытмалла: должноҫ мӗн чухлӗ пысӑкрах, сирӗн хӑвӑртан ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех ыйтмалла. Кашни депутатӑн хӑйӗн суйлавҫисен наказӗсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫсен алгоритмне, ҫул-йӗр карттине хатӗрлемелле», — пӗтӗмлетрӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Чун киленӗҫӗ пур-и сирӗн?

— Если у вас отдушина?

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӑл ҫапла ҫырать: «Хисеплӗ Чекушкин хӑспатин! Сирӗн юрӑсене итлесе эсир текстсемпе кӗвӗсенчен мӗнлерех вӑй-хал илнине, ӑна хӑвӑра итлекенсене епле панине туятӑн. Тӗрлӗ халӑх ҫынни сирӗн кӗвве тӑнлать, ҫапла майпа вӑл чӗлхене ҫаврӑнать».

Он пишет так: "Дорогой господин Чекушкин! Когда слушаешь ваши песни, чувствуешь, какую энергию вы получаете из текстов и мелодий, как передаете ее своим слушателям. Люди разных национальностей понимают вашу мелодию, таким образом она превращается в язык."

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

1789 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Жозеф Игнаций Гильотен, Парижра тинтерех ҫеҫ суйланӑ депутат, Наци пухӑвӗн трибуни ҫине хӑпарнӑ та ҫапла пӗлтернӗ: «Манӑн машина, хӑспатинсем, сирӗн пуҫӑра куҫ хупса иличчен касса татать, эсир нимӗн те туймӑр...»

9-го октября 1789 года Жозеф Игнаций Гильотен, только что избранный в Париже депутат, забрался на трибуну Национального собрания и объявил: "Моя машина, господа, ваши головы отрубит в один миг, даже ничего и не почувствуете..."

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Акӑ, сирӗн ял тӑрӑхӗ те комплекслӑ майпа аталантармалли проектсен республикӑри конкурсӗнче мала тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

«Уйсем пӗлтӗрхинчен лайӑхрах сирӗн», — терӗ В. В. Никитин ертӳҫӗне ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

«Сирӗн умран иртсе каяймастӑп. Эсир хӑрушлӑхра», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Ав кунта сирӗн пата хӑна килнӗ, — алне тӑсса кӑтартрӗ вӑл чаплӑ кресло ҫинче саркаланса ларнӑ пӗр вӑтӑр пиллӗкри ҫынна.

Вон тут к вам гость пожаловал, - рукой указал на важно сидящего в роскошном кресле примерно на тридцатипятилетнего человека.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Кулӑ «сирӗн кулянмалла мар, ку ман хуйхӑ» тенине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ку ыйту сирӗн йӑх-тымар вӑрттӑнлӑхӗ-сене уҫса парасса ӗмӗтленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Сирӗн унта парти, профсоюз организацийӗсем пур вӗт.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Сирӗн ятӑрпа ҫырнӑ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Сирӗн ачасемпе ӗҫлемелле мар!

Вы не должны работать с детьми!

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Сирӗн те ҫурт ан пултӑрччӗ», — терӗм.

Сказала: "Чтобы и у вас не было своего дома".

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

– Ӑҫтан сирӗн ҫакӑн чухлӗ картина? – тесе кӑсӑклантӑмӑр.

- Откуда у вас столько картин? - поинтересовались мы.

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Форума хутшӑнакансемпе хӑнисем пирӗн культурӑпа, йӑла-йӗркепе паллашма, тутар халӑхӗн Сабантуй уявне хутшӑнма пултарнишӗн те савӑнатпӑр, вӑл паянхи кун халӑхсем тата нацисем хушшинчи пӗлтерӗше йышӑнать, ӑна тӗнчен 14 ҫӗршывӗнче уявлаҫҫӗ, ЮНЕСКОн материаллӑ мар эткерлӗхӗн шедеврӗсен списокне кӗртме палӑртнӑ, – пӗтӗмлетсе каларӗ Тутарстан Президенчӗ. – Сирӗн ӗҫӗр этемлӗхӗн пуян историйӗпе культура эткерлӗхне упраса аталантарассинче пысӑк витӗм парасса шанатӑп».

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Сирӗн сумлӑ форумӑр этемлӗхшӗн пӗлтерӗшӗ культура объекчӗсене пулас ӑрусем валли еплерех упраса хӑварасси пирки тӗплӗн калаҫма паллӑ патшалӑх деятелӗсене, авторитетлӑ специалистсене тата экспертсене чылай ҫӗршывран пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

«Эмелпе кӑна мар, ырӑ кӑмӑлӗпе сипленӗ, йывӑр амака сирсе мана ура ҫине тӑратнӑ тухтӑра сирӗн хаҫат урлӑ чӗререн тав тӑватӑп», — ҫакӑн йышши сӑмахсене пациентсем редакцие ахальтен ҫырмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Чун йӑпанӑҫӗ пур-и сирӗн?

- У вас есть хобби?

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Сирӗн пултарулӑх ачӑрсене куҫман-и?

- Ваши способности не перешли детям?

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех