Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсӗ, улпут, Тугиловоран-и?» — тенӗ Лизӑ.

«А ты, барин? Тугиловский, что ли?»

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Эсӗ хӑратӑн пулсассӑн, эпӗ сана ӑсатса ярӑп, эсӗ мана хупа юнашар пыма чармӑн-и?» — тенӗ вӑл ӑна.

«Я провожу тебя, если ты боишься, — сказал он ей; — ты мне позволишь идти подле себя?»

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Ҫук, улпут, — тенӗ вӑл ҫурри хӑранӑ пек, ҫурри вӑтаннӑ пек пулса, — хӑратӑп: ав епле хаяр вӑл; каллех ман ҫине ыткӑнасшӑн», — тенӗ.

«Да нет, барин, — сказала она, притворяясь полуиспуганной, полузастенчивой, — боюсь: она, вишь, такая злая; опять кинется».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Ан хӑра, хӗрӗм», — тенӗ вӑл Лизӑна.

«Небось, милая», — сказал он Лизе.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ытла та лайӑх шухӑшласа тупрӑмӑр-ҫке! — тенӗ Лиза; вара вӑл ҫывӑрма выртнӑ чух та хӑйӗн савӑклӑ шухӑшне пурнӑҫа кӗртетӗпех тесе шухӑшланӑ.

Какая славная выдумка! — И Лиза легла спать с намерением непременно исполнить веселое свое предположение.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Ах, манӑн ӑна тем пекех курас килет-ҫке! — тенӗ Лиза, тарӑн сывласа илсе.

— Как бы мне хотелось его видеть! — сказала Лиза со вздохом.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Ну, Лизавета Григорьвна, — тенӗ вӑл пӳлӗме кӗрсенех, — ҫамрӑк Берестова куртӑм; тӑраничченех куртӑм, унпа кунӗпех пӗрле пултӑмӑр, — тенӗ.

«Ну, Лизавета Григорьевна, — сказала она, входя в комнату, — видела молодого Берестова; нагляделась довольно; целый день были вместе».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Настя, эсӗ Алексей Берестова курма тӑрӑш-ха, кайран вара мана ун ҫинчен вӑл мӗнлине, вӑл мӗнле этем иккенне лайӑхрах каласа парӑн, — тенӗ Лиза.

— Постарайся, Настя, увидеть Алексея Берестова, да расскажи мне хорошенько, каков он собою и что он за человек.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Акӑ епле, — тенӗ Лиза, — улпутсем вӑрҫса пурӑнаҫҫӗ, тарҫисем пӗрне-пӗри хӑна тӑваҫҫӗ.

— Вот! — сказала Лиза, — господа в ссоре, а слуги друг друга угощают.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Мана паян хӑнана ярӑр-ха, — тенӗ пӗррехинче Настя хӑйӗн барышнине тумлантарнӑ майӑн.

— Позвольте мне сегодня пойти в гости, — сказала однажды Настя, одевая барышню.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл ытла шухӑ хӑтланни, минутсерен тенӗ пек мӗн те пулин кӗтмен япала туртса кӑларни ашшӗне хӑпартланӑ.

Ее резвость и поминутные проказы восхищали отца.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Паллах, вӗсем хӑш-пӗр чухне хӑйсене хӑйсем тӗлӗнмелле тыт-каланинчен кашниех кулма пултарать; ҫиелтен ҫеҫ пӑхсан, сӑнавҫӑ шӳт туни вӗсен тивӗҫлӗхӗсене пуринчен ытла Жан-Поль калашле: вӑл пулмасан, ҫыннӑн чаплӑлӑхӗ те пулма пултараймасть, тенӗ характер уйрӑмлӑхне, ҫыннӑн хӑйне майлӑлӑхне (individualite) пӗтерме пултараймасть.

Конечно всякому вольно смеяться над некоторыми их странностями, но шутки поверхностного наблюдателя не могут уничтожить их существенных достоинств, из коих главное: особенность характера, самобытность (individualité), без чего, по мнению Жан-Поля, не существует и человеческого величия.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ухутара кирек хӑҫан та ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр малтан сиктерсе пынине курса, кӳршисем ун ҫинчен пурте пӗр ҫӑварпа, унран нихӑҫан та йӗркеллӗ столоначальник пулас ҫук, тенӗ; хӗрсем ун ҫине хӑш чухне пӑха-пӑха илнӗ, тепӗр чухне куҫ сиктермесӗр те пӑхса тӑнӑ; анчах Алексей вӗсемпе пӗрле сахал пулкаланӑ, лешсем Алексей пӑхман пирки унӑн ӑҫта та пулсан юратнӑ хӗрӗ пур пулӗ тесе шухӑшланӑ.

Смотря, как он на охоте скакал всегда первый, не разбирая дороги, соседи говорили согласно, что из него никогда не выйдет путного столоначальника; барышни поглядывали на него, а иные и заглядывались; но Алексей мало ими занимался, а они причиной его нечувствительности полагали любовную связь.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вырӑсла тутӑ пулса пурӑнсан та юрӗччӗ пире, — тенӗ.

Были бы мы по-русски хоть сыты.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хӑни унӑн хуҫалӑхри ӗҫӗсене мухтас пулсан, вӑл кашнинчех ӑна хӑйӗн пурлӑхне кӑтартса: «Ҫапла!» — тенӗ усаллӑн кулса, — манӑн пӗрре те хамӑн кӳршӗ Григорий Ивановичӑнни пек мар.

Показывал ли гостю свои владения, в ответ на похвалы его хозяйственным распоряжениям: «Да-с!» — говорил он с лукавой усмешкою, — у меня не то, что у соседа Григорья Ивановича.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Кунта вӑл акӑлчанла сад ӗрчетнӗ, сад ӗрчетес ӗҫпе хӑйӗн мӗн пур тупӑшӗсене пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтерсе пынӑ.

Развел он английский сад, на который тратил почти все остальные доходы.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Кай кунтан!» — тенӗ.

Пошел вон!» — сказал.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Мӗн кирлӗ сана?» — тенӗ вӑл шӑлӗсене ҫыртса, — мӗн эсӗ хурах пек пур ҫӗрте те ман хыҫҫӑн ҫӳретӗн?

«Чего тебе надобно? — сказал он ему, стиснув зубы, — что ты за мною всюду крадешься, как разбойник?

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пултӑрах, вӑл нимӗнех те мар, спаҫипӑ сана пӗлтернӗшӗн, эпӗ хам ӗҫе тӑватӑпах», — тенӗ ӑна станца пуҫлӑхӗ, чӗри хӑвӑрттӑн тапнине чараймасӑр.

«Нужды нет, — возразил смотритель с неизъяснимым движением сердца, — спасибо, что надоумил, а я свое дело сделаю».

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Ҫавӑн, анчах сана мӗн тума кирлӗ вӑл? — тенӗ кучер. — Акӑ мӗн: сан улпуту мана хӑйӗн Дуни патне записка леҫсе пама хушнӑччӗ, анчах эпӗ унӑн Дуни ӑҫта пурӑннине манса кайнӑ».

«Точно так, — отвечал кучер, — а что тебе?» — «Да вот что: барин твой приказал мне отнести к его Дуне записочку, а я и позабудь, где Дуня-то его живет».

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех