Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыв сăмах пирĕн базăра пур.
шыв (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ — инҫетре, шыв хӗрринчи ту ҫинче пулчӗ-ҫке, юнашар урӑх пӗр кил-ҫурт та ҫукчӗ.

Это было дальше вверх по реке, и ни одного дома рядом.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Усал тухакан кив ҫурчӗ эрех савӑче патнелле юхакан пӗчӗк шыв хӗрринче, тура ларать, унта вара хӑрӑк туратлӑ йывӑҫсем те темӗн чухлех.

А то есть еще старый дом за речкой, и сухих деревьев там сколько хочешь.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав шуйттан метисӗ мана шыв ӑшне путарма тӑрсан, тен, мана ирӗксӗр калаттарма пултарӗҫ, — ахаллӗн калас ҫук.

Если захочу, чтобы этот индейский дьявол меня утопил, как котенка, тогда, может, и проговорюсь, а так вряд ли.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эсӗ, хӑвна пытарнӑ ҫӗрте пулмашкӑн шыв урлӑ пӗрене ҫинче ишсе каҫма пултарнӑ пулсан, киле кӗрсе пӑхма та пултарайӑттӑн, хӑв вилменни ҫинчен, тухса тарнии ҫинчен эсӗ мана пӗр-пӗр паллӑпа та систерме пултараттӑн.

Если вы сумели приплыть на бревне на собственные похороны, то, наверно, можно было бы как-нибудь хоть намекнуть мне, что ты не умер, а только сбежал из дому.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ вырӑна кайрӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ.

Они отправились на отмель и улеглись там.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ.

В беспрерывном сверкании молний, загоравшихся в небе, все на земле становилось видно отчетливо, резко и без теней: гнущиеся деревья, волны на реке и белые гребни на них, летящие хлопья пены, смутные очертания высоких утесов на том берегу, едва видные сквозь бегущие тучи и пелену косого дождя.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем, пӗр-пӗрне аллисенчен тытса, шыв херринпе ларакан мӑн юман хӳттинелле чупрӗҫ, кашни минутрах такӑна-такӑна хӑйсене ӑҫта килчӗ ҫавӑнта кӑвакартса, мӑкӑльсем лартса та малаллах чупрӗҫ.

Мальчики схватились за руки и побежали, то и дело спотыкаясь и набивая себе шишки, под большой дуб на берегу реки.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсен тумтирӗсенчен шыв тумлать, анчах кашниех манпа пӗр пек инкек куракан юлташсем пур хӑть, тесе хӗпӗртерӗҫ.

Мокрые хоть выжми, но и то уже казалось им хорошо, что они терпят беду все вместе.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эсӗ ҫак еннелле кай, эпӗ — лерелле, шыв юхса выртнӑ ҫӗрелле.

Ты ступай вон в ту сторону, а я поищу около ручья.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шыв илсе ан кайтӑр тесе, ачасем аранах хӑйсен чӗлхисем айӗнчи путвалӗсене тасатса пыма ӗлкӗрчӗҫ.

Под языком было сущее наводнение, только успевай откачивать.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем кӗҫех акӑ чарӑнса тӑраҫҫӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл, анчах лешсем чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх малалла утрӗҫ.

Он надеялся, что мальчики остановятся, но они медленно брели по мелкой воде.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир сана шыв хӗрринче кӗтсе тӑрӑпӑр.

Мы тебя подождем на том берегу.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каллех шыв ҫинелле тухсан, вӗсем мӑшлатрӗҫ, лашасем пек хартлатрӗҫ, кулчӗҫ, сура-сура хӑтланчӗҫ, чыхӑнчӗҫ.

А потом опять всплывали на поверхность, отфыркиваясь, отплевываясь, хохоча и задыхаясь.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑш-хӑш чухне вӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнса тачӗҫ, ывӑҫ тупанӗсемпе шыв ӑсса, пӗр-пӗрне пичӗсенчен чашлаттарчӗҫ, кашниех, хӑйне ан сирпӗтчӗр тесе, питне аяккалла пӑрса, тӑшман патне йӑпшӑнса утса пычӗ.

Они то нагибались все разом и начинали плескать друг в друга водой, отворачивая только лицо, чтобы можно было вздохнуть.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шыв юхӑмӗ хӑш-пӗр чухне вӗсене ураран та ӳкерчӗ, вара ачасем тата ытларах хӗпӗртерӗҫ.

Быстрое течение то и дело сбивало их с ног, но от этого становилось только веселее.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр миля пек кайсан, вӑл кӗсменсемпе хытӑрах ишме тапратрӗ, шыв урлӑ каҫсан, лӑп хӑй ӑҫта тухас тенӗ ҫӗре пырса тӑчӗ, мӗншен тесен ҫав ӗҫ уншӑн ҫӗнӗ ӗҫ пулмарӗ ӗнтӗ.

Немного выше города он начал грести наискось к другому берегу, не жалея сил, он угодил как раз к пристани, потому что дело это было для него привычное.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӗчӗк кимммне вӗҫертсе илчӗ, хуллен ун ҫине кӗрсе ларчӗ те шыв тӑрӑх тӑвалла ишме пуҫларӗ.

Он отвязал челнок от кормы, забрался в него и стал осторожно грести против течения.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл пристань патне, яланах пӑрахут тӑракан ҫӗре, ҫитрӗ те шыв хӗрринче никам та ҫуккине кура, хӑюллӑн пӑрахут ҫинелле утса кӗчӗ.

Он пустился в обратный путь к перевозу, где в этот час не было ни души, и смело взошел на борт пароходика.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шыв варри тӗлӗнче пулман пулсан, вӗсем ҫыран хӗррине ҫитетчӗҫ, мӗншӗн тесен виҫҫӗшӗ те аван ишетчӗҫ.

Если бы это случилось на середине реки, они бы добрались до берега, потому что все трое очень хорошо плавали.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Инкекӗ шыв варри тӗлӗнче пулнӑ пулӗ, ҫавӑнпа ҫеҫ вӗсен ӳчӗсене те тупайман.

Беда видимо случилась на середине реки, поэтому их тела и не нашли.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех