Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗчӗҫ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калмыковпа Листницкий каярах юлса утрӗҫ, пӗрремӗш тӑкӑрлӑка ҫитсен, аяккалла пӑрӑнса кӗчӗҫ те тепӗр ҫур сехетрен пулӗ, хулари шавлӑ урамсенчен иртсе кайсан, йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаласа, ҫурма сасӑллӑн калаҫса утрӗҫ.

Калмыков и Листницкий отстали, свернули в первый переулок и через полчаса, миновав шумную часть города, шли, вполголоса разговаривая, опасливо поглядывая вокруг.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем ресторана кӗчӗҫ те пӗр хушӑ ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑчӗҫ: пӗр сӗтел те пушши юлман иккен.

Они вошли и остановились, оглядываясь с некоторой беспомощностью: все столики были заняты.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем вакун алӑкӗсем ҫумне сӗвентерсе хунӑ хӑмасем тӑрӑх учӗсене васкавлӑн ҫавӑтса тухрӗҫ та йӗнерлесе тӑратрӗҫ, хыпаланнипе манса юлнӑ япалисене илме вакунсене вӑркӑна-вӑркӑна кӗчӗҫ, лутӑрканчӑк утӑ кушилккисене чукун ҫул айккинчи йӗпе хӑйӑр ҫине ывӑтрӗҫ, тӗлсӗррӗн вӗткеленчӗҫ.

Торопливо сводили казаки лошадей по подмостям, седлали, бегали в вагоны за позабытыми второпях вещами, выкидывали прямо на мокрый песчаник путей растрепанные цыбики сена, суетились.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тен, хӑй те пӗлсе ҫитереймест вӑл, — кулса илчӗ те Авдеич Брех, унӑн хӗрлӗ пичӗ ҫинчи тарӑн путӑксем кулнипеле пушшех туртӑнса кӗчӗҫ.

— Он, может, и сам не знает, — улыбнулся Авдеич-Брех, и от улыбки ямки на розовых щеках его стали глубже.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наступление вӗсем сылтӑмран кӗчӗҫ, питӗ асӑрханса пынӑччӗ, часовойсене маларах пӗтерсе тӑкма ӗлкӗрнӗ пулсан, нимӗҫсене, тен, ӑнсӑртран пырса ҫапма та ӗлкӗретчӗҫ пулӗ.

Они шли правее первой полуроты, шли осторожно и, возможно, застали бы немцев врасплох, предварительно сняв часовых.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсем Черноярски полк штабӗнчен сиктерсе ҫитнӗ ординарецпа пӗрле ҫӗр пӳртелле кӗшӗлтетсе кӗчӗҫ.

Офицеры вместе с ординарцем, прискакавшим из штаба Черноярского полка, вошли в одну из землянок.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах казаксенчен ҫав тери чӑрсӑррӑн та хӑюллӑн хӳтӗленчӗҫ вӗсем: хӗҫсен айӗнче ҫулса пӑрахнӑ курӑксем пек йӑванчӗҫ, нумаййӑн вилчӗҫ, апла пулин те, хӑть ӑҫта вилсен те пур пӗр тесе пулас, ним шиксӗр вилӗм ҫине пырса кӗчӗҫ.

И он видел, с какой безумно-отчаянной храбростью защищались эти люди от казаков, никли под сабельными ударами, умирали, а лезли напролом, на гибель, уничтожение, решив, что все равно, где принимать смерть.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем вокзала япалисене илме кӗчӗҫ, вара «Мускав» гостиници патнелле кайрӗҫ.

Они заехали на вокзал за вещами и затем повернули к гостинице.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем калинкке витӗр килкартине кӗчӗҫ.

Они вошли во двор через калитку.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса ҫине тӑнипе, Ҫемене Параська кинеми патне илсе каймарӗҫ, Тутариновсем патне илсе кӗчӗҫ.

По настоянию Анфисы, Семена из лодки перенесли не к бабке Параське, а к Тутариновым.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Майӗпе ҫынсем вӗренсе ҫитрӗҫ, нормӑна кӗчӗҫ, ҫынсем малтанхи пекех ҫине тӑрса, пӗр-пӗринчен лайӑхрах пулма тӑрӑшса ӗҫленине курса: «Ҫӗрле ӗҫлесе пӑхсан анчах, тесе Грицько тӗрӗс каларӗ иккен… Опытлӑ танк десантникӗ чухлать ҫав»! — терӗ Сергей хӑй ӑшӗнче.

Постепенно все втянулись, вошли, как говорят, в норму, и Сергей видел на лицах у сплавщиков ту же решительность, которую наблюдал в начале работ, то же настроение, приподнятость, желание выказать свое преимущество, умение и думал: «Подобраться к реке под покровом ночи, — оказывается, Грицько был прав… Чутье опытного танкодесантника!»

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алӑран алӑ тытӑнчӗҫ, шаларах кӗчӗҫ те юхса анса кайрӗҫ.

Даже побрались за руки, а вода подхватила и унесла…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Рубцов-Емницкий кабинечӗпе юнашар пӳлӗме, суту-илӳ пайӗ пулнӑ вырӑна, пушатрӗҫ те унта чи малтан штукатурсем кӗчӗҫ.

Смежная с кабинетом Рубцова-Емницкого комната торгового отдела была освобождена, и туда первыми пришли штукатуры.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юланутҫӑсем Бердыне пырса кӗчӗҫ.

Конники вступили в Берды.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Малти пӳлӗме виҫҫӗн кӗчӗҫ; милосерди сестрипе черкеска тӑхӑннӑ ҫын, виҫҫӗмӗшне вӗсем хулӗсенчен ҫавӑтса кӗчӗҫ.

В переднюю вошли трое: сестра милосердия и человек в черкеске, третьего они поддерживали под руки.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та Петро Мелехов, Аникушка, Христоня, Степан Астахов, Томилин Иван тата ыттисем те пӗр хваттере кӗчӗҫ.

Поэтому Петро Мелехов, Аникушка, Христоня, Степан Астахов, Томилин Иван и остальные стали на одной квартире.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яла вӗсем юншӑн антӑхакан тискер кайӑксем пек пырса кӗчӗҫ, — ҫын пурӑнакан ҫурт-йӗрсем патне хӗллехи сӗм ҫӗрсенче кашкӑрсем ҫапла пырса тухаҫҫӗ, — анчах та урамсем пуш-пушах.

Въехали хищниками, — так в голубую зимнюю ночь появляются около жилья волки, — но улицы пустовали.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пушанса юлнӑ урама шикленсе пырса кӗчӗҫ.

В опустелую улицу въехали с опаской.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех