Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахалех сăмах пирĕн базăра пур.
ахалех (тĕпĕ: ахалех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахалех хӗнерӗр эсир мана…

Совершенно напрасно вы меня били…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӗррине туянаймӑн, вилсе выртсан — какайне сана ахалех парса ярӗҫ…

Живого не купишь, а сдохнет — тебе и даром махан отдадут…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата эсир ахалех шикленетӗр, эпӗ сирӗн ҫинчен ГПУ-на кайса калас ҫук ӗнтӗ.

Да вы напрасно и опасаетесь, я же не пойду в ГПУ заявлять на вас…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ахалех ҫиесшӗн пулмарӑн эсӗ, Нагульнов юлташ!

Напрасно ты, товарищ Нагульнов, отказался!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫураҫассу-тӑвассу пулсан — ахалех качча парса яратпӑр!

Посватаешь ежели — доразу отдадим!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ, Макар, ахалех пире ҫилленетӗн, факт!

— Ты, Макар, напрасно обижаешься на нас, факт!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вара, шуррисем амантса-сусӑрлатса янӑскер, вӗсенчен хӗн-асап курса пӗтнӗскер, ҫав сӑмахсемшӗн сана ахалех каҫаратӑп терӗн-и?

Что я, белыми израненный, исказненный, так тебе спущу твои слова?

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр тӑватӑ ҫыннине ахалех, калаҫнин уссине курмасӑрах кӑларса ячӗ.

Человек четырех отпустил, так и не добившись положительных результатов.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ, ман шутпа, ахалех ҫухалакан парне кӑна…

Ты, по-моему, просто жертва вечерняя.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кинӗ, ун ҫинелле пӑхса, куҫӗсене ялкӑштарса илчӗ те лӑпкӑн кӑна: — Тавтапуҫ, аттеҫӗм, ахалех иртсе кайӗ-ха… — терӗ.

Сноха блеснула на него глазами, но ответила смиренно: — Спасибо, батюшка, и так пройдет…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та эсӗ ахалех кун пирки унашкал… кӑмӑлсӑрланса калаҫатӑн.

И ты напрасно, это самое… недовольство выражаешь.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла тума сӗнетӗп: хута ахалех сая ярас мар тата халӗ нимӗн те ҫырса аппаланас мар.

— Предлагаю бумагу зря не портить и зараз ничего не писать.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ахалех каҫӑхса кайса кӑшкӑратӑр.

— Надсадились от крику занапрасну.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юра тытса хӑвармасан, вӑл ахалех ирӗлсе пӗтет, шыв-шурпа юхса каять, вара унран ҫынна та, ҫӗре те усси ҫук.

А не держи снег, он потает зря, жировой водой сольет, и нету от него ни человеку, ни землице пользы.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ тата, Яков Лукич, халӑха ҫавӑн пек ӗҫсене хутшӑнма ахалех хӗтӗртетӗн…

И ты, Яков Лукич, занапрасну народ подбиваешь на такие шутки…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫултан-ҫулах Никита Хопров Лапшинова «пулӑшса» пурӑнчӗ: укҫасӑрах, ахалех сухаласа, сӳрелесе пачӗ, кӗлте парса тӑраканни пулса, Лапшиновӑн авӑн ҫапмалли машини ӑшне тулӑ кӗлтисене чиксе тӑратчӗ.

Из года в год «подсоблял» Лапшинову Никита Хопров; задаром пахал, волочил, совал лапшиновской молотилке лапшиновскую пшеницу, стоя зубарем.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл тата, ҫара тунката, хӑйне ахалех, нимсӗрех вир парасса кӗтет иккен! — ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Лапшинов арӑмӗ.

— Он хотел бы, чтоб ему, идолу голоштанному, даром просцо отдали! — истошно закричала Лапшиниха.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов ура ҫине тӑчӗ: — Кунта, граждансем, мӗн тумалли ахалех паллӑ!

Размётнов поднялся на ноги: — Тут дело ясное, граждане!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пулман та, курман та пулсан, мӗн хӑв чӗлхӳне ахалех ҫӗтӗлтерсе тӑратӑн?

А если не был, не видел, чего же ты трепешь языком!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫӗ ахалех паллӑ кунта, — асӑрхаттарчӗ ӑна Нагульнов.

Тут дело ясное, — предупредил его Нагульнов.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех